Кĕнекене кĕнĕ повеçсемпе калаври ĕç-пуç паянхи улшăнса тăракан саманари пăтăрмахлă çаврăмсенче пулса иртет. Этем чунĕ тата сипечĕ темле йывăрлăха та çĕнтернине, çирĕп кăмăллă çынсем хăйсен телейне яланах тупнине автор пурнăçри кăткăс самантсем, геройсен характерĕ витĕр ĕнентерÿллĕн те туйăмлăн кăтартать. Шăпа тени ют çынсенчен е кĕтменлĕхсенчен мар, этемрен хăйĕнчен кăна килнине кăсăклă сюжет йĕрĕсем уççăн та курăмлăн палăртаççĕ. Кĕнекери тĕп герой – паянхи хĕрарăм, вăл элекпе суяна, тĕрлĕ пăтăрмаха çĕнтерсе чунĕ-пе çирĕпленсе тухма вăй çитерет. Автор чăваш ялĕ сывлăш çавăрса илсе çĕнĕрен мăнаçлăн чĕрĕлсе тăрассине, халăх кун-çулĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнассине чунтан ĕненет. "Çирĕп чунлисем телейлĕ” повесть пуçласа пичетленет, ытти хайлавсене вулакансем ыйтнипе кĕнекене тепĕр хут кĕртнĕ.
Çыпăçтарнисем: |