Юнкун, 06.11.2024, 02:29
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Утă » 23 » ТУ ТĂРРИНЧИ ÇĂТМАХ Е ПУРНĂÇ ВĔÇĔ?
ТУ ТĂРРИНЧИ ÇĂТМАХ Е ПУРНĂÇ ВĔÇĔ?
11:34
Сăн ÿкерчĕк
(Хакла ларнă ирĕклĕх) 
Нумай пулмасть Альфонс Додэн "Сэге мĕçье качаки” ятлă калавĕпе паллашма тÿр килчĕ. Французларан Юрий Артемьев куçарнă ăна. Тĕлĕнмелле, сăмахпа çырса-каласа кăтартайми туйăмсем çуратрĕ вăл. Куна ăнланма чĕлхе пулăшаймĕ. Ăспа ăнкарса туймалла. Чăннипех те вăйлă произведени.
Ирĕклĕх пирки каланипе пуçланать калав. Ирĕклĕхе тĕрлĕрен хаклама вулать. Этем вĕт яланах ун патне туртăнать. Ĕçне çăмăллатма тĕрлĕ техника, механизм шутласа тупать. Алпа тумалли ĕç сахалланать – пушă вăхăт тупăнать. Çавăн пек ансатлатса-ансатлатса пырать те "ирĕке тухать”. Малтан ку ăна савăнтарать. Аван-çке, таврара ĕçсĕр пуçне те темĕн чухлĕ кăсăкли, тĕлĕнмелли пур иккен! Пĕр енчен тепĕр енне ыткăнать этем. Вăхăтне пустуй япаласемпе тăрмашса ирттерет. Юлашкинчен ку ирĕклĕх ăна "тăрантарсах çитерет”. Мĕн патне илсе пырать-ха ĕнтĕ пурнăç çине çапла çăмăлттайла пăхни? Акă, ирĕк ĕнтĕ вăл. Анчах мĕн тумалла унпа; Ăçта чикмелле? Вара çухалсах каять. Шăпах çак ирĕклĕх майĕпен пусарать ăна. Вилĕм патнех илсе çитерет.
Сэге мĕçьен Бланкет ятлă качаки те çавнашкалах. Юптарури пекех кунта: качака çинчен вулатпăр, анчах асра çын сăнарне тытатпăр. Тĕп герой качака пулни те ахальтен мар. "Качакасем ытла та пуçтах-çке-ха”. Кас-кăнскерсене чарса çитерме май çук. Чарсан та, пĕрех хăйсеннех тăваççĕ. Бланкет – ирĕклĕх-шĕн çунса канăçне йăлт çухатнă выльăх. "Ту тăрринчи илем-ырлăх качакана çăтмах пек туйăнать”. Этем те çаплах вĕт – ялан аякри, инçетри илĕртет ăна. Чаплăрах та аванрах пек унти. "Ешĕл курăк çеп-çемçе те сĕтеклĕ – çисе тăранаймăн, Сэге улăхĕнчипе, айлăмрипе танлаштараймăн”, – шухăшлать качака та. Ваттисем çын аллинчи кукăль пысăк курăнать тенине манмалла мар. Тĕрĕсех шахвăртса систернĕ пирĕн ват асатте-асаннесемпе кукаçи-кукамайсем.
Кашкăр – хăйне евĕрлĕ ирĕклĕх символĕ пек. Чăн та, ăна никам та кăкарса усрамасть. Ăçта каяс тет – çавăнталла каять. Хăех "Сэге мĕçье” те вăл, хăех "Бланкет” та. Пĕр вăхăтрах мăнаçлă та, тискер те вăл.
Бланкета кашкăрпа тĕл пуласси те хăратмасть. Хăй вăйне шанать качака. Сэге мĕçье ÿкĕтлени те, ватă Фенод ăнăçсăр тарни те, алăка çăрапа питĕрни те тытса чараймасть ирĕклĕх шухăшĕпе минренĕ килти выльăха. Ялт сиксе чÿречерен тухса шăвăнать вăл.
Вилĕмрен хăтăлма май пур çĕртех унпа усă курмасть Бланкет. Хăйне кăкаракан вĕрене аса илет те... юлмах шутлать.
Ирччен тытăнса тăрасшăн качака. Ирхине çăлăнăç килет пек. Çапла, кăвак çут çывхаричченех, автан авăтса яричченех хирĕç тăрать вăл тискер чĕр чуна. Анчах вăй-халĕ пĕтсе çитет, кашкăр çăварне лекет... Хуçан çиччĕмĕш качаки пулни те çăлса хăвараймасть ăна. (Çиччĕ – ăнăçу палли). Уйрăмах юлашки предложени чуна пырса тивет. "Илтетĕн-и-эсĕ мана: "... вара ирхине кашкăр ăна çиме пуçларĕ”.
"Акă мĕн патне илсе пырать ирĕклĕх!” – тесшĕн автор. Пурнăç тума яваплăх кирлĕ. Ăссăр утăмсем тума çăмăл. Кайран иртнине тавăрма, йăнăшсене тÿрлетме май çук. Каялла нимĕн те таврăнмасть.

Ольга ИВАНОВА, ЧПУ студентки.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 582 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 60
Хăнасем 60
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz