"Хыпар"
Роза ВЛАСОВА
Унпа вун пилĕк çул каялла Тюмень облаçĕнчи Анат Тавда районне кĕрекен Канаш ялне Трак тăрăхĕнчи Пикшик халăх хорĕпе çул çÿреве кайсан паллашнăччĕ. Ун чухне вăл Тюмень облаçĕнчи чăвашсен "Тăван” ассоциацийĕн ертÿçиччĕ. Пуçаруллă, мал ĕмĕтлĕ, хастар. Тăван халăхăн юрри-кĕввине, ташшине, сăмахлăхне чунран кăмăллаканскер. Сăмахăм Тюмень хулинче пурăнакан Анатолий Архипов пирки.
Анатолий Иванович Красноармейски районĕнчи Пайсупин ялĕнче çуралса ÿснĕ. Упири вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти электромеханика техникумне вĕренме кĕнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ăна, çамрăк специалиста, Тюмень облаçне ĕçлеме яраççĕ.
"Çамрăк пулнă, Çĕпĕр илĕртнĕ. Вăл вăхăтра яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç Тюмень облаçне нефтьпе газ комплексне тунă çĕре çул тытнă. Тюмень хулинче, облаçри Анат Тавда, Ярково районĕсенче Мăн Шетмĕ, Карай тăрăхĕсенчен куçса кайнă тăвансем йышлăн пурăнатчĕç. Хăюллă утăм тума çавă та хистерĕ-тĕр”, - пытармарĕ Çĕпĕр чăвашĕ телефонпа çыхăнсан.
Анатолий Архипов тĕрлĕ çулта Тюменьри пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăх тытăмĕнче аслă инженерта, пай ертÿçинче, "Тюменьгорэлектросеть” трестра ертÿçĕ çумĕнче, "Тюменьгорэлектросеть” акционерсен уçă обществинче служба ертÿçинче ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Çĕпĕр-Урал энергетика компанийĕн пай пуçлăхĕ.
Тюмень облаçĕнчи /2002 çулхи Пĕтĕм Раççейри çырав тăрăх унта - 30205 чăваш/ йăхташăмăрсен общество пĕрлĕхне - "Тăван” ассоциацие - Анатолий Архипов пуçарăвĕпе 1991 çулта йĕркеленĕ. Унăн ятне те хăйех панă вăл. Пуçару ушкăнĕ тата йĕркелÿ комитечĕ унăн ĕç пÿлĕмĕнче пухăннă, пысăк мероприятисене администраци çурчĕн акт залĕнче ирттернĕ. Анатолий Иванович асăннă ассоциацие 9 çул ертсе пынă. Çав тапхăрта питĕ нумай ырă ĕç тунă, Тюмень тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем валли уявсем йĕркеленĕ. Чăваш Енри пултарулăх ушкăнĕсемпе, çыравçисемпе, хаçатçăсемпе çыхăну тытса ĕçленĕ. Анатолий Архипов пуçарăвĕпе чăваш ялĕнче Канашра ачасене тăван чĕлхепе вĕрентме пуçланă. Унăн ĕçĕ-хĕлне "Тюменская правда”, "Тюменский курьер”, "Тюменские известия” тата ытти хаçатра час-часах çутатнă. Вăл хăй те паянхи кунчченех калем ăстисемпе çыхăну тытать.
Тăван тăрăхран аякра пурăнакан ар пушă вăхăтра сăвă çырать, "Хыпара” вулать /ăна çырăнса илет/, йăхташсемпе тĕл пулать. Мĕн ачаран сывă пурнăç йĕркине пăхăнаканскер чупма та, йĕлтĕрпе ярăнма та вăхăт тупать. Сăмах май, Тюменьре иртекен облаç тата хула ăмăртăвĕсенче вăрăм дистанцисене чупса пĕрре кăна мар çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илнĕ.
Анатолий Иванович мăшăрĕпе Ирина Алексеевнăпа пĕр хĕр çитĕнтерет. Ăна чăвашла вĕрентет, йăла-йĕрке çинчен каласа парать. Ентешĕм çулталăкра пĕрре тăван тăрăха килсе кайма май тупать, Чăваш Республикинчи лару-тăрупа кăсăклансах тăрать.
- Çĕпĕре кайнăшăн ÿкĕнместĕр-и халь? - ыйтмасăр тÿсеймерĕм эпĕ.
- Мĕн пăшăрханмалли, кашни кунах чăвашсемпе тĕл пулатăп, тăван чĕлхепе калаçатăп.
- Пурнăç сукмакĕпе тепĕр хут утма май килнĕ тĕк эсир инçете каяттăрччĕ-и?
- Çула пуçтарăнаттăмччĕ пуль.
- Тунсăхланă самантра мĕн аса килет?
- Савнă тăван ялăм, укăлча, сарă тинĕс евĕр уй-хир...
Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Анатолий Архипов утмăл çул тултарчĕ. Канасси пирки шухăшламасть вăл. Тăххăрти Ольăна ура çине тăма, вĕрентме пулăшасси пирки тĕв тăвать.
Çыпăçтарнисем: |