Шăматкун, 21.12.2024, 08:17
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Юпа » 13
Сăн ÿкерчĕк
Пукравра кăнтăрлаччен кĕркунне, кăнтăрларан – хĕлле.
«Пукрав кун çĕре юр витеймерĕ пулсан, Раштавра та витеймĕ», – тенĕ ĕлĕкрен ваттисем.
Çак уяв кĕллисем уйрăмах çурт-йĕрпе тата кил-йышпа çыхăннă:
Эй, Турă! Паянтан вара хĕл сивви хисепĕ каять. Ун чухне те ăшăра пурăнма пар пире, çак мĕнпур ăшша тытса тăр.
Çаплах Пукрав хыççăн ял çынни хур-кăвакал пусма пуçлать. Кукăль-хуплу пĕçерет.

Миçе çын пăхнă: 1139 | Хăçан хушнă: 13.10.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Тутар Республикин Чистай районĕнчи Анат Кăтрата шкулĕн директорĕ Петр Плотников ашшĕ-амăшĕпе учительсемшĕн чи йывăрри, чи кăткăсси ачана ĕçпе кăсăклантарасси пулнине хăйĕн опытĕнчен аван пĕлнĕ, çав вăхăтрах кĕç-вĕç ишĕлекен шкулта ачана алла сенĕк тыттарнипех ку ыйтăва татса пама çуккине те аван чухланă. Çавăнпа тăван ялта çĕнĕ шкул лартас ыйтупа темиçе çул тĕрлĕ инстанцие çитнĕ вăл, Хусанта та пĕрре мар пулнă.
– Манăн ялăн малашлăхĕ çук тесе кам каларĕ? – ыйтнă Петр Валентинович шкула строительство программине кĕртмелли йĕркене ăнлантарма хăтланнă чиновника. – Кун пек яла кăна мар, кирек мĕнле хулана, çитменнине тата çĕршыва хакласа унăн аталанăвĕ çине алă сулма пулать, – парăнман директор.
Çĕнĕ шкул лартас ыйтăва вырăнтан тапратма кĕтмен ăнсăртлăх, Анат Кăтратана Патшалăх Канашĕн Председателĕ пулнă Василий Лихачев килни (П.Плотников тăрăшмасăр мар, паллах) пулăшнă. Çапла 2002 –2003 вĕренӳ çулĕ пуçланас умĕн мĕнпур шкул ачине, ял халăхне савăнтарса ял вĕçĕнч ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 707 | Хăçан хушнă: 13.10.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Темшĕн халăхра çемье вучахне хĕрарăмăн упрамалла, çемьери «çанталăк» та пĕр унран кăна килет текен шухăш сарăлнă. Анчах çаплах-ши? Çемье лавне пĕччен мар, иккĕн туртмалла теççĕ-çке-ха, апла-тăк «çанталăк» мĕнле пуласси арçынран та килет. Паян эпир хамăр страницăра упăшкана та «пурăнма» вĕрентесшĕн. Унăн мĕн асра тытмалла-ха?
1. Хĕр чухне хĕрĕх тус, авланиччен аллă теççĕ, апла авланиччен санăн та чун савнисем пĕрре мар пулнă. Анчах кун çинчен арăма мĕншĕн пĕлтермелле?
2. Арăм ачана мĕнле воспитани пани, кил-çурта мĕнле тытса пыни питех килĕшмест пулсан, шыв сыпнă пек ан çӳре, пĕрле ларса сасă хăпартмасăр лăпкăн калаçăр.
3. Арăм ытла мăнтăрланса е ырханланса кайни çинчен вара кашни кун аса илтерме ан васка. Ун вырăнне вăл мĕншĕн мăнтăрланса е çӳхелсе кайнин сăлтавне ăнланма тăрăш.
4. Ĕçри хĕрарăм сирĕнпе куç хĕсмелле вылянине те арăм пĕлмесен лайăхрах. Унсăрăн аçа çиçĕм çиçесси инçе мар.
5. Ĕçри йывăрлăх, кăмăлсăр лару-тăру пулчĕ-тĕк, çакна арăмпа ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 649 | Хăçан хушнă: 13.10.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz