Шăматкун, 21.12.2024, 11:24
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Юпа » 13 » ЙĂЛТАХ ĔÇЕ ЮРАТНИНЧЕН ПУÇЛАНАТЬ
ЙĂЛТАХ ĔÇЕ ЮРАТНИНЧЕН ПУÇЛАНАТЬ
18:50
Сăн ÿкерчĕк
Тутар Республикин Чистай районĕнчи Анат Кăтрата шкулĕн директорĕ Петр Плотников ашшĕ-амăшĕпе учительсемшĕн чи йывăрри, чи кăткăсси ачана ĕçпе кăсăклантарасси пулнине хăйĕн опытĕнчен аван пĕлнĕ, çав вăхăтрах кĕç-вĕç ишĕлекен шкулта ачана алла сенĕк тыттарнипех ку ыйтăва татса пама çуккине те аван чухланă. Çавăнпа тăван ялта çĕнĕ шкул лартас ыйтупа темиçе çул тĕрлĕ инстанцие çитнĕ вăл, Хусанта та пĕрре мар пулнă.
– Манăн ялăн малашлăхĕ çук тесе кам каларĕ? – ыйтнă Петр Валентинович шкула строительство программине кĕртмелли йĕркене ăнлантарма хăтланнă чиновника. – Кун пек яла кăна мар, кирек мĕнле хулана, çитменнине тата çĕршыва хакласа унăн аталанăвĕ çине алă сулма пулать, – парăнман директор.
Çĕнĕ шкул лартас ыйтăва вырăнтан тапратма кĕтмен ăнсăртлăх, Анат Кăтратана Патшалăх Канашĕн Председателĕ пулнă Василий Лихачев килни (П.Плотников тăрăшмасăр мар, паллах) пулăшнă. Çапла 2002 –2003 вĕренӳ çулĕ пуçланас умĕн мĕнпур шкул ачине, ял халăхне савăнтарса ял вĕçĕнче илемлĕ, икĕ хутлă, этнокультура компоненчĕллĕ çĕнĕ шкул уçăлнă.
Çутă, илемлĕ пĕлӳ керменĕ самантрах ялăн вĕрентӳ çеç мар, культура центрне те çаврăнать. Паян директор тĕрлĕ оборудованиллĕ кабинетсене, лицензиллĕ музея (Чистай хулипе районĕн шкул музейĕсенчен чи лайăххи – Авт.) мăнаçланса кăтартать, кунти преподавательсем çинчен те мухтанмалли çук мар унăн: музей материалĕсене пуçтарса упракан, истори предметне вĕрентекен Валерий Смирнов акă, музей статусне ӳстерсе Раççей шайне кăларма хатĕрленет. Математикăпа информатика учителĕ Петр Игнатьев тата! Вăл урока мĕнле йĕркелени хăй мĕне тăрать: ачасемпе пĕрле Мускаври патшалăх университечĕн задачисене шутласа ку предметпа кăсăкланма хистет. Кĕçĕн класс ачисене тĕрлĕ хăнăхăва вĕрентекен Любовь Федоровăн урокĕсем те хăйне евĕрлĕ. Коллективри мĕнпур учитель пирки ăшă сăмах тупăнать директорăн, мĕншĕн тесен вĕсене пĕр япала – профессие юратни, уроксенчи, мастерскойсенчи, шкул пахчинчи тăрăшулăха ачасене хăнăхтарма пĕлни пĕрлештерет. Шăпах çакă шкула çĕнĕ вĕренӳ çулне хатĕрлессипе малти вырăнсене тухма пулăшать те. 
Ĕç урокĕсене шкул программинче пăхăннинчен ытларах ирттерме хăрамаççĕ кунта. Тĕслĕхрен, пирвай çĕр улми валли шкула уйăрнă 2 гектар çĕр лаптăкĕ коллектившăн йывăр тиев пуласран шикленнĕ Петр Валентинович. Анчах пĕрремĕш çулах 20 тонна тухăç сутса тупăш илнĕ хыççăн нимĕнле йывăрлăх та хăратман. 
Ĕç ăннипе хăпартланнăскерсем, ун чухне шкул çывăхĕнчи çереме пăсса пахча çимĕç плантацине çавăрнă. Лайăх сортлă сухан, кишĕр, купăста, хăяр, помидор лартса халĕ ачасене шкулта хĕлĕпе çимелĕх кăна мар, сутмалăх та тухăç илеççĕ. Кунсăр пуçне 24 тĕпрен тăракан кивĕ улмуççи сачĕ те шкул тимлĕхĕсĕр юлман. Улма-çырла, пахча çимĕç пахчисем химипе биологи учителĕшĕн Тарас Николаевшăн çĕнĕ сортсене тĕрĕслемелли шкула çаврăннă.
Ку çитĕнӳсемпе кăна лăпланасшăн мар-ха ертӳçĕ, унăн планĕсем пысăк: шкул путвалĕнче шампиньон кăмпи ӳстересшĕн, теплицăсем тăвасшăн. Пĕр сăмахпа, шкула çулталăкĕпех тупăш илмелли пĕчĕк предприятие çавăрасшăн. 
Шкул пахчинчи ĕçсене П.Плотниковăн мăшăрĕ Любовь Григорьевна йĕркелесе пырать. Сăмах май, Плотниковсем виçĕ хĕр ӳстернĕ: Нина шкулта вĕренет, отличница, Настя – ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин академийĕн студентки, Олеся – педагогика университечĕн ют чĕлхесен факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер, халĕ Америкăри Техас штачĕн сумлă фирминче ĕçлет.
– Çулла килте ĕç нумай,– йăл кулать Любовь Плотникова. – Шкул участокĕнче те çителĕклех. Çавăнпа канасси пирки шухăшламалли те çук. Анчах шкул пахчинчи йăрансем çинче ачасемпе пĕрле ӳстернĕ пахча çимĕç ĕлкĕрсен ывăнни манăçать. 
– Ачасене ĕçпе кăсăклантарассинче манăн аннен Прасковья Васильевнăн тӳпи те пур,– сăмаха малалла тăсать Петр Валентинович. Тăхăр ачине пурнăç çулне кăларнă, хурт-хăмăр ăсти пулнă çак хĕрарăм вăхăтĕнче. Ывăлне шкул пахчинче хурт-хăмăр ĕрчетсе ачасене çак ăсталăха вĕрентме сĕннĕ, икĕ вĕлле çемйи парнеленĕ иккен. Çакăнтан пуçланнă шкул утарĕ. Халĕ вăл районта кăна мар, республикăра чи лайăххи шутланать. 
Хăй те хурт-хăмăрпа аппаланма юратакан Петр Плотников вĕллене пăхма кăна мар, ачасене çак ăсталăха вĕрентме пултаракан çынна тупасси пĕрре те çăмăл мар пулнине лайăх ăнланнă. Анчах шанăçа çухатман. Чăнах та, кĕçех кун пек çын та тупăннă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен шкулта ĕç, музыка урокĕсене вĕрентнĕ, каярах колхоз утарĕнче ĕçленĕ Константин Евдокимов пулнă вăл. Колхоз утарне 15-рен 110 çемьене çитерсен утарçăн ĕçĕ харама кайнă, хурт-хăмăр колхозăн çĕнĕ ертӳçине кирлĕ пулман ахăр, утара салатнă. К.Евдокимов чунтан хурланнă çавăн чух, çавăнпа шкула ĕçе чĕнсен тӳрех килме килĕшмен. Анчах... 
Хăй ĕçне лайăх пĕлекен ăста утарçă шкулта пĕрремĕш кунранах çанă тавăрса хĕрӳ ĕçе пуçăннă. Вăхăт нумай та иртмен – пуян опытлă специалист патне ачасем те туртăнма тытăннă. К.Евдокимов вĕсемпе хурт-хăмăрпа аппаланнисĕр пуçне, вĕлле çурчĕсем, рамкăсем ăсталама тытăннă. Утарçă сĕннипе шкул территорийĕнче утар пӳртне те лартнă. Технологи урокĕсенче ачасем 3 пин ытла рамка хатĕрленĕ, 20 яхăн вĕлле пӳрчĕ ăсталанă. Çапла çулсерен вĕлле çемйисен шутне ӳстернĕ вĕсем. Халĕ утарта 20 çемье. Паллах, вăл та тăкаксене саплаштарма май парать. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, пыл сутса 40 пин тенкĕлĕх тупăш илнĕ шкул. Çав укçапа компьютер валли 4 система блокĕ туяннă. Шкулти столовăй валли хĕл каçмалăх пыл та хăварман мар. Маларах пахча çимĕç, панулми, пыл сутнă укçапа спорт тумтирĕ, инвентарĕ, мотоблок, технологи кабинечĕ валли оборудованисем туяннă. 
– Утар валли пирĕнни пек меллĕ вырăн тупма та çук пуль, – пĕлтерет К.Евдокимов утарçă тĕрлĕ курăк, улмуççи сачĕ, çамрăк çăкасем çине кăтартнă май. – Вăхăтра кăна ĕçлесе ĕлкĕр, пыл пулать. Вĕлле хурчĕ – тирпейлĕ хурт-хăмăр, вăл ачасемшĕн лайăх воспитатель, – тет вăл. К.Евдокимов хăй те лайăх вĕрентекен, ăна пăхса халĕ ачасенчен чылайăшĕ килте те хурт-хăмăр ĕрчетме тытăннă. 
– К.Евдокимовпа пире ăнчĕ. Хам та ачаранах хурт-хăмăрпа аппаланатăп пулин те унăн ăсталăхне, ĕçченлĕхне ăмсанатăп. Вăл вĕлле хурчĕн кашни çемйинчи вак-тĕвеке чунпа сисет, ăна мĕн кирлине чухлать. Пĕтĕм Раççейри курав центрне хутшăннă пирĕн утар кăçалхи пыллă мар çул та пĕлтĕрхинчен нумайрах пыл пуçтарма пултарни – К.Евдокимовăн тăрăшулăхĕ, шкул ачисене хурт-хăмăр ăсталăхне вĕрентни пирки каламалли те çук. Сăмах май, унăн мăшăрĕ, ветеран-педагог, темиçе конкурсăн лауреачĕ пулнă «Илем» ансамбле йĕркеленĕ Мария Николаевна, вăл та ялти çамрăк ăрăва воспитани панă çĕрте ырми-канми тăрăшнă. 
Анат Кăтрата шкулĕнче ачасене çапла ĕçпе кăсăклантарни вĕсене малалла пурнăçра çав тери пулăшать, професси суйланă чух çухалса кайма памасть. Шкул директорĕ П.Плотников каланă тăрăх, кăçал 9 класс пĕтернисенчен нумайăшĕ строитель, сварщик тата ытти те пулас ĕмĕтпе тĕрлĕ вĕренӳ заведенине вĕренме кĕнĕ.
Г.Абрамов ("Сувар" хаçат)

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 708 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 3
Хăнасем 3
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz