Эрнекун, 03.05.2024, 15:54
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем

Каталогра пурĕ миçе материал: 627
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 591-595
Страницăсем: « 1 2 ... 117 118 119 120 121 ... 125 126 »

Кĕтмен-çĕртен йăлтах арканнă
Анне телейĕ çуркунне.
Çуратнă та –
Тÿрех чăрканă
Мăн хуйхăпа мана анне.

Ÿкернĕ вăл асăрхамасăр
Куççуль тумламĕ ман çине.
Эй, Турăçăм, паян та майсăр
Туятăп ун йывăрăшне.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 401 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Куç хупмарĕ çăлтăр ирчченех.
/Тÿпере тем чул та ун йышши./
Ун çинче те,
Çĕр çинчи пекех,
Кунпа Çĕр ытла та шавлă-ши?

Мĕн пулса мĕн килĕ!
Эп кайса
Пĕлес тетĕп – пусарам чуна.
Пĕр самант Çĕр чăмăрне чарса
Антарса хăварăр-ха мана.



Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 367 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Уй пушаннă, саралнă вăрман...
Таврара тем чухлех кĕр палли.
Хуларан ялалла каякан
,çлемен кун 
Автобус тулли.

Хам çума,
Хĕсĕнсе те пулин,
Лартрăм çамрăк чикан майрине.
Хăлхинчи çавра кĕмĕл алкин
Çути ÿкнĕ ун пичĕ çине.

Çĕмĕрт куçлă.
Пите – выляса
Ачашларĕ хура çÿç кăтри.
Хăй вĕри.
Тарламасăр чăтса
Епле пытăр арçын чун-чĕри.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 407 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Пурнăçа хурлаççĕ кăлăхах, –
Юрататăп пурнăçа чунтан.
Юратсан та,
Темшĕн хам çапах
Сахал куртăм ыррине унран.

Ун çинчен апла-капла нихçан
Калаçмастăп пурпĕр хурланса.
Пурăнса ирттернĕ пурнăçран
Уйрăлатăп кăмăллăн кулса.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 361 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Савăнма, Çĕпĕр, ман
Кăмăл пур – суя мар, –
Илтĕм эп Чăвашран
Пĕр лав çĕнĕ хыпар.

Эп çуралнă ялта
Кĕртнĕ газ килсене.
Асфальтпа халь тата
Витнĕ ял хушшине.

Эппин ку чăн хула, –
Ял юлмасть хуларан.
Эп курсассăн яла,
Тен, паллаймăп сăнран...

Савăнатăп – чуна
Хавас кăмăл çĕклет.
Ыр ял-йыш хăнана
Мана шутсăр чĕнет.


Николай Карай пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 373 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.06.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz