Эрнекун, 03.05.2024, 07:38
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

2023-мĕш çулшăн Нестер Янкас Преми лауреачĕсене палăртнă

Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн 

2023 çулшăн Нестер Янкас Премине парас енĕпе ĕçлекен комиссин 

2024 çулхи нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

вăтăр саккăрмĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

  1. Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ тата казначейĕ, Н.К. Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1999), Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн лауреачĕ (2023), комисси председателĕ.
  2. Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
  3. Данилов В.М., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1988), Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2014), Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (2009), Чăваш халăх академикĕ (2016), Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, комисси членĕ.

Комисси тăратнă пултарулăх характеристикисене хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

  1. 2023 çулшăн Нестер Янкас ячĕллĕ Премие тата Лауреат ятне çак уйрăм çынсене парас:

Фёдоров Анатолий Павлович, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн режиссёр управленийĕн ертÿçине, тĕнче, вырăс тата чăваш культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, ентешсене хăй вылянă рольсемпе тата калăпланă сăнарсемпе куллен савăнтарнăшăн тата 2023 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх тăратнă.

Степанова Татьяна Платоновна, Шупашкарти Трактор тăвакансен завочĕн Культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» халăх театрĕн артисткине, поэт-юрăçа, композитора 2023 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски муниципалитет округĕн Красноармейски салинчи Тĕп вулавăш тăратнă.

2. 2023 çулшăн Премие тивĕçнĕ лауреатсене Лауреатăн дипломне тата чыслав паллине (медальне) парса чыслас. Чыслава 2024 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Красноармейски салин Культурăпа кану çуртĕнче ирттерес.

          Комисси председателĕ:                    /В.М.Михайлов/

         Комисси членĕсем:                            /И.А.Прокопьев/

                                                                  /В.М. Данилов/

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (14.02.2024)
Миçе çын вуланă: 15 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz