Шăматкун, 27.04.2024, 09:34
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем

Каталогра пурĕ миçе материал: 625
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 616-620
Страницăсем: « 1 2 ... 122 123 124 125 »

Çап-çут сенкер кăвак ирпе
Эп Шетмĕ хĕррине тухам-и —
Хавас яш-кĕрĕм ячĕпе
Чи хӳхĕм юррăма пуçлам-и?
 
Хĕвелĕн ылтăн шевлине
Савни пек ытама илем-и?
Илемлĕ çĕрĕ-шыв сăнне
Татах илемлĕн эрешлем-и?
 
Ирхи сар кайăк кĕввине
Чĕрем валли илтсе юлам-и?
Хаваслă пурнăç юррине
Хам та сар кайăк пек юрлам-и?
 
Кĕмĕл пек янракан юрра
Татах та уççăн янратам-и —
Телейлĕ, тулăх çĕршывра
Асран кайми юрăç пулам-и!

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 362 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Курсаттăм эп Карелире
Шап-шурă çурçĕр хурăнне —
Çурта пек тӳрĕ ӳснине.
Çав хурăнран илемлĕрех
Сан кĕлеткӳ, савниçĕм.
 
Курсаттăм эп Ливадире
Илемлĕ роза чечекне —
Кăвар пек çунаканнине.
Çав розăран чипертерех
Сан сăн-питӳ, савниçĕм.
 
Курсаттăм эпĕ Тухăçра
Казах пуш хирĕн кăлканне —
Сап-сарă пурçăн пеккине.
Çав кăлканран та сарăрах
Санăн çӳçӳ, савниçĕм.
 
Курсаттăм эпĕ тайгара
Çурçĕр çĕмĕрчĕн çырлине —
Агат пек çиçекеннине.
Çав çырларан та хурарах
Санăн куçу, савниçĕм.
 
Хура çунатсене авса,
Чĕкеç вĕçет ак улăхра;
Чĕкеç вĕçмест-мĕн улăхра —
Чĕкеç çуначĕ пек-мĕн сан
Куç харшисем, савниçĕм.
 
Пăхап та эпĕ сан çине —
Курап çĕршывăн илемне,
Курап çĕршывăн телейне,
Курап çĕршыв пуласлăхне,
Ман тантăшăм, савниçĕм!

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 423 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Ватăлатпăр имĕш. Сухала
Тантăшсем кун сиктерсех хыраççĕ.
Манăн авă (чăмăртăр алла!)
Арăм çăмăлланчĕ — çын çуралчĕ.
 
Çын çуралчĕ, ман пĕрремĕш ывăл!
Шелепи çуралнă кун тата!
Кутамас ача, патвар та сывă,
Чĕрĕк пăт таять вĕт, тупата!
 
Микулай хурасшăнччĕ ятне
Амăшĕ, а эпĕ килĕшмерĕм.
Çывăх туйăнчĕ мана Сетнер
(Кĕçттентин Васильевич Сетнерĕ).
 
Ман Сетнер! Кулать-и вăл, йĕрет-и, —
Ан та çыр эс сăвă ун пек чух.
Пăхăнмасть вăл сăвăçа пĕрре те,
Нимĕнле саккун та уншăн çук.
 
Ак вăл (чăрмантарчĕ те мана!) —
Çывăрать ĕшеннĕ утаманăн.
Канлĕ ыйхă! Кун пек чух ăна
Чуп тăвас килет пĕр вĕçсĕр манăн.
 
Туйăм вăйлă савнăçăн темме...
Тĕлĕкре кулать-и вăл ачашшăн, —
Эпĕ хатĕр савăнса йĕме
Намăса пĕлмесĕр. Ача ашшĕ!
 
Çĕршыва çын патăм эпĕ те.
Кам пулассине халех пĕлеймĕр.
Çĕн этем вăл пулĕ тетĕп эп,
Ма тесен ун ĕмĕрĕ — çĕн ĕмĕр.
 
Ман Сетнер! Вăл кирек кам пулсан та —
Сăвăç-и, колхозник-и — çапах
«Нарспири» Сетнер пек нихăçан та
Мăшкăл тӳсмĕ, пĕлмĕ асапа.
 
Ватăлатпăр имĕш. Сухала
Тантăшсем кун сиктерсех хыраççĕ.
Манăн авă (чăмăртăр алла!)
Арăм çăмăлланчĕ — çын çуралчĕ.

Çын çуралчĕ, ман пĕрремĕш ывăл!
Шелепи çуралнă кун тата!
Кутамас ача, патвар та сывă.
Чĕрĕк пăт таять вĕт, тупата!

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 382 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Хăраха юлнишĕн тунсăхлан пуль,
Çурçĕрти чечекĕм — сар пикем.
Тухăçа та тинкерсе пăхан пуль
Ирсерен эс, савнă сар пикем.
 
Ман пуç урлă кĕшлетсе иртеççĕ
Анăçа хур кайăк картисем.
Кашнинех салам эп леçтересшĕн
Сан патна, юратнă сар пикем.
 
Чикĕре эп. Аслă çĕршыв пирĕн
Ирĕк, тулăх ешертĕр тесе
Эп постра тăратăп, каç-и, ир-и —
Пур сасса та тимлĕн итлесе.
 
Канăçсăр Амурĕ хумханать-и,
Çил таçтан леçет-и тар шăрши, —
Алла çирĕп пăшала тытап эп:
Канлĕ çитĕн тетĕп, ман çĕршыв!
 
Хăраха юлнишĕн тунсăхлан пуль,
Çурçĕрти чечекĕм — сар пикем.
Тухăçа та тинкерсе пăхан пуль
Ирсерен эс, савнă сар пикем.
 
Тунсăхна сирсем эс! Çĕршыв пирĕн
Сарлакан ем-ешертĕр тесе
Эп постра тăратăп, каç-и, ир-и —
Пур сасса та тимлĕн итлесе.

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 414 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Чĕрӳ, сăвăç, сан — тăмра,
Йĕс хĕлĕх — юн çулĕ,
Тăмраçă — ăс-хакăл.
 
Анчах янкăс кĕвĕре
Хальхи харсăр тапхăрта
Пирĕн çук-ха гени.
 
Килмен чеп-чечен хирĕ,
Ӳсмен хурçă заводра
Çĕнĕлле «Евгений».
 
Пире ĕмĕр ĕмĕртет
Кун-çулне — виçеллĕ,
Пурнăçне — тăкаксăр,
Çавăнпа ку ĕмĕрте
Кам сенкейĕ меллĕн,
Ун ĕç юлĕ хаксăр.
 
Хурçă ĕмĕр хӳмĕнче,
Халь утар-ха тимлĕн,
Пурнăçпа пĕр харăс.
 
Вара пурнăç умĕнче
Пирĕн кĕвĕ имлĕн
Тин юхма пултарĕ.

Нестер Янкас поэзийĕ: сăвăсем, поэмăсем, калавсем | Миçе çын пăхнă: 387 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 24.05.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz