Эрнекун, 03.05.2024, 16:16
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

Зинаида Михайлова хастара пĕрлĕхĕн орденĕпе чысланă

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

«Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденне парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2024 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

вăтăр çиччĕмĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси председателĕ.

Данилов В.М. таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1988), Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2014), Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (2009), Чăваш халăх академикĕ (2016), Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, комисси членĕ.

Никоноров Н.М., Красноармейски районĕнчи централизациленĕ клуб системин директорĕ, композитор-музыкант, Красноармейски районĕнчи музыка обществин председателĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (2013), Н.К. Янкас ячĕллĕ Премин лауреачĕ (1999), комисси членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăсене хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденне çак уйрăм çынна парас:

Нумай çул хушши чăваш культурине аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн тата Чăваш наци конгресĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмне пĕр чарăнми 10 çул йĕркелесе пынăшăн, çуралнăранпа 65 çул çитнĕ май Михайлова Зинаида Петровна педагог-вĕрентекене «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденĕпе чыслама йышăннă.

«Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» орденне парассин чыславне 2024 çулхи нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче хăй çуралнă кунĕн уявĕнче ирттерес.

                    Комисси председателĕ:                        / И.А. Прокопьев /

                    Комисси членĕсем:                               / В.М. Данилов/

                                                                                /Н.М. Никоноров/

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (14.02.2024)
Миçе çын вуланă: 18 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz