Ытларикун, 07.05.2024, 04:25
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2022 » Ака » 10 » Николай Карай поэт-çыравçă çуралнăранпа 80 çул çитет
Николай Карай поэт-çыравçă çуралнăранпа 80 çул çитет
07:45
Сăн ÿкерчĕк

Николай Дмитриевич Дмитриев - Карай - ача-пăча çыравçи тата шÿт ăсти пурӑннӑ пулсан кӑҫал, ака уйӑхӗн 15-мӗшĕнче, 80 ҫул тултарнă пулĕччӗ. Шел пулин те, 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йывӑр чире пула пиртен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайрӗ.
Николай Карай ҫемйи пысӑках пулман: ашшӗ, амӑшӗ, аппӑшӗ Валя тата пулас çыравçă Коля. Ашшӗ вӑрҫӑран таврӑнайман. Ҫавӑнпа та ачалӑхӗ те ҫӑмӑлах пулман, килти арҫын ӗҫӗ ун ҫине тиеннӗ. Пĕчӗк чух ӑна ялта Шӑнкӑрч тесе чӗннӗ. Ӳсерехпе Коля теме пуҫланӑ. «Ялти ҫичӗ класлӑ шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн 8-мӗш класа Мӑн Шетмӗ шкулне вӗренме кайрӑмӑр, анчах пурӑнмалли ҫук пирки вӗренме пӑрахрӑмӑр. Коля вара Красноармейски шкулне вӗренме кайрӗ. мӗншӗн тесен унта пурӑнма интернат пурччӗ. Вăл шкулта вӗреннӗ чухнех сӑвӑсем ҫыратчӗ, пире вуласа паратчĕ», - тесе аса илет халӗ Николай Исаков, унӑн ҫывӑх юлташӗ. Николай Дмитриевич ҫинчен шкулта чылай ҫул ӗҫленӗ Маркова Елена Антоновна та ҫапла аса илет: «Эпĕ Карай шкулне ĕҫлеме 1943-мӗш ҫулхи июль уйӑхӗнче килтӗм. 1945-1946 ҫулсенче Николай Дмитриевичсемпе кӳршӗре хваттерте пурӑнтӑм. Вӑрҫӑ ҫулӗсем, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи 40-мӗш, 50-мӗш ҫулсем - калама ҫук йывӑр ҫулсем. Кольӑн ашшӗ Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинчен таврӑнаймарӗ. Унӑн амӑшӗ икӗ ачана пӑхса ӳстерчӗ. Вӗсен кил-ҫуртне те. ҫемьери мӗн пуррипе ҫуккине те астӑватӑп. Мӗншӗн тесен пускилсемпе пӗрмаях хутшӑнаттӑмӑр. Эпӗ Николай Дмитриевич амӑшне уйрӑмах хисеплеттӗм, мӗншӗн тесен вăл ӗҫчен, сӑпайлӑ пулнӑ. Ялта вӗсем ҫинчен усалпа калаҫмастчӗҫ.
Шкулта Николай Дмитриевич тӑрӑшса вӗренетчӗ. Николай урока хатӗрленмесӗр пынине астумастӑп. Отличник пулман пулсан та ҫирĕп пӗлӳ илнӗ вăл. Шкулта лӑпкӑ ҫӳретчӗ, ачасемпе вӑрҫса ҫӳремен. Урокра кӑшт пӗшкӗнерех тӑратчӗ те васкамасӑр каласа паратчӗ. Ҫав ӳкерчӗксем халӗ те куҫ умӗнчех. Сочиненисем, изложенисем илемлӗ чӗлхепе ҫырӑнатчӗҫ унӑн. Хам шкулта ӗҫленӗ ҫулсенче эпӗ литература кружокне ертсе пыраттӑмччӗ. Пӗр вӑхӑтра Николай ҫав кружока ҫӳрерӗ. Анчах та Николай Дмитриевич шкулта вӗреннӗ чух ҫырма пуҫланӑ тесех калаймастӑп. Тен, вӑл çырнӑ, анчах никама та кӑтартман, тен, эпӗ астумастӑп»,- тет Елена Антоновна.
Красноармейски шкулне вӗренсе пӗтерсен вӑл Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗрет. 1968 ҫулта вӗренсе пӗтерет те тӑван шкула вырӑс чӗлхи учителĕнче ӗҫлеме килет. Вӑл тăван шкулта ӗҫленӗ вӑхӑтсем ҫинчен ҫапла каларӗ Елена Антоновна: «Миҫемӗш ҫулхине астумастӑп, Николай Дмитриевич тăван шкула вырӑс чӗлхипе литератури учителĕнче ӗҫлеме килчӗ. Пĕрле ӗҫлерӗмӗр. Коллективра авторитетлӑ ҫын пулнӑ. Ӑна пурте хисеплетчӗҫ: вӗрентекенсем те, вӗренекенсем те. Ун хыҫҫӑн Красноармейски шкулӗнче те вӗрентет. Пӗр хушӑ (пилĕк çул) «Ял пурнӑҫӗ» хаçат редакцинче те ӗҫлет, ҫырусен пайне ертсе пырать. Пуринчен ытла пурнăçри çитменлĕхсем ҫырма тивет ӑна. Сатирӑпа юмор страницисем тӑтӑшах тухнӑ. Николай Карай материалӗсемсӗр пӗр "Хӗскӗч кӗтесси" те тухман. Ҫав вӑхӑтрах «Россия» колхозӑн «Çĕнтерӳшӗн» хаҫатне те кӑларнӑ. Кунта «Ҫавал хумӗсем» пӗрлешӳ ӗҫне хастар хутшӑннӑ, сӑвӑсемпе калавсем ҫырнӑ. Анчах та тӗрлӗ сӑлтавсене пула вӑл тӑван тӑрӑхпа сывпуллашса Томск облаҫӗн Бакчар районӗнчи Бородинск ялне тухса каять. Кунта вӑл шкулта вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентсе пурӑнать. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан пӗр-икӗ ҫул Карая килсе пурӑнчӗ, анчах чунӗ ывӑлӗпе хĕрӗ патнех туртӑнчӗ пулмалла, вӑл каялла кайрӗ.
Паянхи кун Николай Карай ятне илтмен ҫын ҫук та пулӗ. паллӑ поэт, прозаик та теме пултаратпӑр. Хӑйӗн творчество лаççине кӗҫӗн класранах пуҫланӑ. Ун ҫинчен вăл ҫапла аса илет: кĕҫӗн класра вӗреннӗ чухнех сӑвӑсем ҫырма пуҫларӑм. Ҫакна ял-йыш асӑрхарӗ те: «Эсĕ манӑн пӗртен-пӗр сӑвӑҫ. Асӑнмалӑх ман ята йышӑн, - терӗ. Ҫапла вара ҫуралса ӳснӗ ял ячӗ манӑн хушма хушаматӑм -ятӑм пулса тӑчӗ.
Николай Дмитриевич Дмитриев-Карай чӑваш литературине ача-пӑча ҫыравҫи пек кӗрсе юлчӗ. Ачасем валли аслисем валли ҫырнинчен чылай йывӑртарах. Ҫыраканӑн ача пек таса чунлӑ пулмалла, тӗнчене ача куҫӗпе курма пӗлмелле. Ача-пӑча чунне ӑнланма ӑна ачасемпе ҫывӑх ӗҫлени те пулӑшнӑ пуль. Ачасем валли тухнӑ чи малтанхи кӗнеки «Шӑллӑм» (1973) ятлӑ. Ун хыҫҫӑн «Ураллӑ купӑс» (1987, 2009) кӗнеки тухать. Виҫҫĕмӗш кӗнеки «Тусӑм» (2000) ятлӑ. Вӑл «Ҫилҫунат» журнал ҫумӗнче кун ҫути курнӑ. Ҫавӑн пекех «Эпӗ халӗ пиллӗкре» (2008), «Ҫывӑх тус» (2011), «Мучи пӗви» (2013) ятлӑ кӗнекисем кун ҫути кураҫҫĕ. Ачасем валли «Туслӑх палли» калавсен кӗнекине кӑларма хатӗрленӗ. Анчах ҫак кӗнеке тухни паллӑ мар. Николай Дмитриевич хайлавӗсене шкул программине те кӗртнӗ. 1-мӗш класри литература вулавӗнче унӑн «Макӑрмарӑм» калавӗ, 2-мӗш класри литература вулавӗнче «Ҫырлапа кайни» юмах, «Тивӗҫ мар» сӑвви. 3-мӗш класс литература вулавӗнче «Йӑмӑк» калав. «Асамат кӗперӗ» хушма вулав кӗнекине «Кӑвакарчӑн» калавӗ кӗнӗ.
Ачасемсĕр пуçне вӑл ҫитӗннисем валли те ҫырать.Чылай калав-сӑвӑ хайлать. Ҫитӗннисем валли «Ял-йыш саламӗ» (2004) сӑвӑсен пуххи кӑларать. «Пичев лаши» сӑвӑсен пуххине хатӗрленӗ. Ку кӗнекене пичетлесе кӑларни паллӑ мар. Ҫапах та хӑйӗн хайлавӗсене «Тӑван Атӑл», «Ялав» журналсемпе «Ял пурнӑҫӗ», «Хыпар» хаҫатсенче пичетлесех тӑнӑ. Унӑн ҫитӗннисем валли ҫырнӑ сӑввисем пурнӑҫ. юрату, туслӑх, уйрӑлу темисене хускатаҫҫӗ. Эпӗ «Ма уйрӑлмалла», «Пулчӗ-ши», «Ан ман», «Пурнӑс лавӗ», «Туй ачи». «Сан сӑну», «Пулаттӑм», «Тесшӗн мар», «Кӑшт систерсен» сӑввисене вуласа тухрӑм .Ҫак сӑвӑсенче юрату тата уйрӑлу темисене хускатнӑ автор.
Николай Дмитриевича кулӑш ӑсти те теме пултаратпӑр. Унӑн шӳтлӗ сӑввисем «Касран каса ҫӳресе», «Çӑка пылӗ», «Йывӑра ан ил», «Кĕлетре», «Сунас», «Ҫунса шӑтнӑ чӗре», «Илтмен-и?» тата ыт. те çакна ҫирӗплетсе параҫҫӗ. «Эпӗ шӳтлеме-кулма та юрататӑп. Ҫавна май «Шӳтлер-и те кулар-и» сӑвӑсен пуххи кун ҫути курасшӑн», - тет Николай Дмитриевич. Анчах ҫак кӗнеке кун ҫути курни те паллӑ мар. Тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑннӑ сӑвӑсем те тӗл пулаҫҫӗ. Акӑ тӗслӗхрен, «Сурӑм вӑрманӗ», «Ҫтаппан йӑмри». Калавӗсене те пурнӑҫран илсе çырнӑ. Калавсенче пулса иртекен чылай ӗҫ-пуҫ хамӑр тӑрӑхри çынсемпе ҫыхӑннӑ. Паллӑрах калавĕсем шутне ҫаксене кӗртме пулать: «Кай. Ютшӑнтӑм санран», «Пенальти», «Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тĕслӗ», «Пӳрт», «Пулӑ куҫӗ», «Ярмӑрккӑра», «Алӑсӑр Нина», «Хуйхӑ», «Мархваран юлмастӑп» (кулӑшла калав), «Турра шӗкӗр» (кулӑшла калав) тата ыт. те.
Николай Карай ҫав тери хаваслӑ, вашават ҫын пулнӑ. юрлама юратнӑ, купӑспа ӑста каланӑ. Хӑйӗн сӑввисемпе юрӑ хывакан композиторсемпе - Юрий Кудаковпа, Илья Степановпа. Зоя Петровӑпа яланах ҫыхӑну тытнӑ. Унӑн сӑввиссмпе хайланӑ юрӑссм халӑхра анлӑ сарӑлнӑ. Вĕсен шутӗнче «Ах. аннеҫĕм, анне», «Ман ҫĕр-шыв». «Хурӑнсем», «Юрату сӑмсахӗ». «Ӑшӑ çумӑр», «Чечек ҫыххи», «Савнӑ тӑван» юрӑсем.
Николай Дмитриевич Дмитриев (Карай) - пултаруллӑ сӑвӑҫ. Вăл Раҫҫей Журналисчӗсен Союзĕн членĕ (1965), Раҫҫей Писателӗсен Союзӗн членӗ (2011), Пӗтӗм Раҫҫейри Авторсен обществин членӗ, Пĕтӗм тĕнчери «Филотроп» премийӗн сертификатлӑ номинанчӗ. Трак енри Нестер Янкас премийĕн лауреачӗ (1996).
Сӑвӑç нихӑҫан та вилмест теҫҫӗ. Тӗрĕсех те пуль ҫав. Вӑл хăйӗн сӑввисенче, вӗсене юратса вулакансен астăвĕмĕнче пурӑнать. Унӑн ырӑ ячĕпе пархатарлӑ ӗҫĕ пирӗн чӗресенче яланлӑхах упранӗ. Хам шухăша эпӗ Николай Карайӑн «Илтмен-и?» шӳтлӗ сӑввипе вĕçлесшĕн:
«Эй, итле-ха, - тет пӗри,-
Эс Карай ҫинчен темех
Илтмен -и ҫакă кунсенче?»
«Илтнӗ! Илтнӗ! - тет тепри, -
Ăна палӑк лартас пек
Калаҫаҫҫӗ ялӗнче».
Ангелина Никандровăпа Любовь Волкова çырнинчен. - Янкас вулавĕсем/Ăслăлăхпа таврапĕлÿ конференцийĕн материалĕсем. - Красноармейскинчи тĕп библиотека: Красноармейски, 2017. - 108 с.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 202 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2022  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz