Кĕçнерникун, 28.03.2024, 16:33
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Красноармейски салин Культура ҫуртӗнче "Туслӑх кӑшӑлӗ" вӑйӑ-юрӑ уявӗ иртрӗ. Унта муниципалитет округӗнчи шкулсенче вӗрентекенсемпе вӗренекенсем тата кану ҫурчӗсем ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Уявра Чӑваш наци конгресӗн Трак енри уйрӑмӗн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн ирттернӗ пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсенче ҫӗнтернӗ ачасене тата вӗсен ертӳҫисене Красноармейски муниципалитет округӗн Дипломӗсемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗҫ. Туса ирттернӗ ӗҫсем шутне вара Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ шкул ачисемпе аслисем хушшинче "Сумлӑ ентешсем" сӑвӑ тата "Пирӗн ентешсем - паллӑ ҫынсем" сочинени ҫыракансен конкурсӗсем, "Улӑп - 2022" интернет-викторина тата шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хушшинче Николай Карай ентеш-поэт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа "Итлес терӗм ҫӗршыв юррине" ятпа Карай сӑввисене в ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 115 | Хăçан хушнă: 28.05.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

«...Чӑн-чӑн юратӑва тӗнче уҫлӑхӗпе танлаштарма пулать. Хӗвел вучӗллӗн юратма кашни ҫын пултараймасть. Савнӑ ҫыншӑн вутта кӗме те, шыва сикме те хатӗр пулмалла. Юрату хавхалантарать, чуна ҫунатлантарать. Юрату вутне лексе курмасӑр пурнӑҫ техӗмне туйма ҫук. Юрату вӑл - мӑшӑр ҫунат. Хӗвеллӗ тӳпере ыткӑнтарать, аҫа ҫ апса ҫ ӑвакан ҫумӑр айне те пусарать, юрлӑ-пӑрлӑ ҫ ил-тӑманра аташтарать. Юрату пуш хире те чечеклентерет, ҫут ҫанталӑк вара тӗлӗнмелле ачаш та хитре кӗвӗпе тулать. Кашни ҫ ын ырӑ пирӗшти пекех туйӑнать. Пулма пултарайман чӑнлӑх вӑл - юрату...» Чи асамлӑ туйӑм ҫинчен ҫакӑн пек шухӑшлать вӑл - Чӑваш наци библиотекин искусствӑпа литература пайӗнче информаципе тивӗҫтерекен тата массӑллӑ ӗҫшӗн яваплӑ тӗп специалист Вера Архипова. Наци библиотекин «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ тӗпелӗн хуҫи те вӑлах - че ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 110 | Хăçан хушнă: 22.05.2022 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Иртнĕ кунсенче Красноармейски муниципалитет округĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайĕ, Чăваш Наци Конгресĕн Красноармейски округĕнчи уйрăмĕ тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленипе Интернет урлă "Улăп – 2022: Эпир – Улăп йăхĕнчен!" инçет вăйă конкурс вĕçленчĕ. Ăна Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Енри паллӑ ентешсен ҫулталӑкне тата хамăр ентеш Н.Д.Дмитриев (Карай) поэт-прозаик çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă.   Конкурса пурĕ 74 ача хурав ярса панă. Вăйă конкурс ыйтăвĕсене пур ача та ăнăçлă хуравлама пултарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, çак шкулсен вĕренекенĕсем хастар пулчĕç: Красноармейски шкулĕ – 44, Чатукасси шкулĕ – 5, Карай шкулĕ – 4, Упи шкулĕ – 4, Трак шкулĕ – 4, Пикшик шкулĕ – 5 ача, Кĕçĕн Шетмĕ – 2, Мăн Шетмĕ – 3, Еншик Чуллă – 2. Пĕр ача Елчĕк районĕнчи Курнавăш шкулĕнчен пулчĕ. Вăйă конкурс ыйтăвĕсен хуравĕ ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 115 | Хăçан хушнă: 14.05.2022 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
  1. Николай Карай поэт-çыравçă ăçта тата хăçан çуралнă?

Хурав: Николай Дмитриевич Дмитриев (Карай) 1942 çулта Красноармейски районĕнчи Карай ялĕнче хресчен çемйинче кун çути курнă.

  1. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Ача чухне ăна мĕнле чĕннĕ? Сăвă çырма ăна мĕн хистенĕ-ши?

Хурав: Николай Карай ҫемйи пысӑках пулман: ашшӗ, амӑшӗ, аппӑшӗ Валя тата пулас çыравçă Коля. Ашшӗ вӑрҫӑран таврӑнайман. Ҫавӑнпа та ачалӑхӗ те ҫӑмӑлах пулман, килти арҫын ӗҫӗ ун ҫине тиеннӗ. Пĕчӗк чух ӑна ялта Шӑнкӑрч тесе чӗннӗ. Ӳсерехпе Коля теме пуҫланӑ. «Ялти ҫичӗ класлӑ шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн 8-мӗш класа Мӑн Шетмӗ шкулне вӗренме кайрӑмӑр, анчах пурӑнмалли ҫук пирки вӗренме пӑрахрӑмӑр. Коля вара Красноармейски шкулне вӗренме кайрӗ. мӗншӗн тесен унта пурӑнма интернат пурччӗ. Вăл шкулта вӗ ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 130 | Хăçан хушнă: 14.05.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Красноармейски салин Культура çуртĕнче Иван Яковлев Аслă Вĕрентÿçĕне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Красноармейски муниципалитет округĕн Именкассинче вырнаçнă историпе таврапĕлÿ музейĕн директорĕ В.А.Тихонова тĕплĕн каласа пачĕ. Унтан Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн наградăсем парас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ, пĕрлĕх правленйĕн ертÿçин çумĕ В.М.Михайлов Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн йышăнăвĕпе паллаштарчĕ, Светлана Гурьева вулавăш ĕçченĕпе Светлана Петрова вĕрентекене Чăвашлăха аталантарнăшăн" ("За развитие чувашской культуры") медальпе чысларĕ. Чăваш наци конгресĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн ертÿçи З.П.Михайлова чăвашлăха аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн, конгресăн уйрăм ĕçне хастар хутшăннăшăн Хисеп хучĕпе Надежда Филипповăна, Валентина Тихоновăна, Клавд ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 112 | Хăçан хушнă: 25.04.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк


Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн

наградăсем парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2022 çулхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

çирĕм пиллĕкмĕш номерлĕ протоколĕ

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медалĕпе çак уйрăм çынна чыслас:

Чăваш Республикинчи Красноармейски муниципалитет округĕн «Культурӑпа библиотека ӗҫӗн аталанӑвӗн центрӗ» муниципалитетăн бюджетлă культура учрежденийĕнче ĕçлекен тĕп вулавăш ĕçченне, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски муниципалитет округĕ ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 105 | Хăçан хушнă: 25.04.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк


Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн

наградăсем  парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2022 çулхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

çирĕм пиллĕкмĕш номерлĕ протоколĕ

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медалĕпе çак уйрăм çынна чыслас:

Нумай çул хушши вĕрентÿ ĕçĕнче тăрăшса вăй хунăшăн, шкул ачисен пултарулăхне нумай енлĕ аталантарнăшăн, тĕрлĕ шайри обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн, ачасемпе чăваш чĕлхи тата тăван ен культури енĕпе чылай олимпиадăна хутшăн ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 113 | Хăçан хушнă: 25.04.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Миçе çын пăхнă: 105 | Хăçан хушнă: 18.04.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Миçе çын пăхнă: 103 | Хăçан хушнă: 18.04.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 3 4 5 6 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz