Кĕçнерникун, 25.04.2024, 17:07
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Нумай çул хушши районти тата округри спорта аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн, ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе пуçару туса, ăна çÿллĕ шая çĕклесе çитĕнÿсем тунăшăн, В.Кацов тата В.Степанов воин-интернационалистсен вилĕмсĕр ячĕсене хисеп туса спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленĕшĕн тата «Вольник» клуба 40 çул хушши ăнăçлă ертсе пынăшăн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Владимир Николаевич Григорьева Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ «Чăвашлăха аталантарнăшăн» ("За развитие чувашской культуры") медальпе чыслама йышăннă.
Родился 17.03.1957 года в д. Енешкасы Красноармейского района Чувашской АССР. Окончил Енешкасинскую восьмилетнюю, Чадукасинскую среднюю школы, Чувашский сельскохозяйственный институт. Работал старшим инженером Траковского отдел ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 64 | Хăçан хушнă: 24.02.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Васильева Клавдия Ильиничнăна (Тукайăк), хăй тĕллĕн аталаннă поэта тата халăх театрĕн режиссёрне, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медалĕпе чыслама йышăннă. Вăл 1943 çулхи çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Малти Тукай ялĕнче ҫуралнӑ. Çĕнĕ Чалкассинчи вăтам шкулта, Шупашкарти Ф. Павлов ячĕпе хисепленекен музыка училищинче, Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Районта культура ĕçĕнче, Красноармейскинчи вӑтам шкулта педагогра тӑрӑшнӑ. Районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи халăх театрӗн ертӳҫинче чылай çул хушши ĕçленĕ. Театр репертуарĕ пуян пулнă: «Çĕрлехи çиçĕм»», «Ничава Хĕветĕрĕ» (Тихăн Петĕркки), «Ялта» (Ф.Павлов), «Хăмла» (Г.В.Краснов), «Ылханлă йăх», «Икĕ каччăн пĕр шух ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 63 | Хăçан хушнă: 21.02.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Данилов В.М. журналиста тата таврапĕлÿçĕне Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн "Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн" орденĕпе чыслама йышăннă. Виктор Данилов 1957 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 24 мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти вăтам шкултан, Коммунистсен партийĕн Чулхулари аслă шкулĕнчен тата патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕнчен вĕренсе тухнă. Совет Çарĕнче службăра тăнă. Тĕрлĕ çулсенче районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра корреспондентра, радиоорганизаторта, радиоинформаци пайĕн заведующийĕнче, район администрацийĕн радиоинформаци тата общественноçпа çыхăну тытакан пайĕн заведующийĕнче, йĕркелÿпе тĕрĕслев тата информатизаци управленийĕн начальникĕн çумĕнче, вырăнти хăй тытăмлăх тата территорири общество хăй тытăмлăхĕн секторĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. 20 ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 55 | Хăçан хушнă: 21.02.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Дубров Г.Е. ĕç ветеранне Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн "Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн" орденĕпе чыслама йышăннă. Сăвăçă, çыравçă, таврапĕлÿçĕ тата юрăç-композитор Гурий Дубров (Кăмакал Куркки) 1934 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мĕшĕнче Кӑмакал ялĕнче ҫуралнӑ. Кĕҫĕн Шетмĕри ҫичĕ класлӑ, Красноармейскинчи вӑтам, Пушкӑрт Республикинчи Пелепей хулинчи киномеханиксен шкулĕсенче, Шупашкарти коопераци техникумĕнче вĕреннĕ. Красноармейскинче киномеханикре, райпора кадрсен пайĕнче, райпо председателĕн çумĕнче тӑрӑшнӑ. Потребкоопераци ĕҫӗн отличникĕ (1993). РФ Писателĕсен союзĕн членĕ (2000). М. Трубина, Н. Янкас ячĕллĕ премийĕсен лауреачĕ. ЧР музыка обществин тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ.
Мĕн ачаранпах юрлама, ташлама юратнă. Сасси уçă, янкăс унăн. Тăхăр вуннăмĕш çулсенче çанă тавăрсах ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 59 | Хăçан хушнă: 19.02.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Калачёва (Ефремова) Светлана Михайловна, Мускав хулинчи «Русская гармонь» продюсер центрĕн юрăçи, вырăс тата чăваш культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, чăваш юррисемпе Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ентешсене куллен савăнтарнăшăн тата 2022 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Красноармейски муниципалитет округĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн Преми лауреачĕн ятне тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски муниципалитет округĕнчи «Карайри кану центрĕ» бюджет учрежденийĕ тăратнă.

Тĕплĕнрех

Миçе çын пăхнă: 75 | Хăçан хушнă: 19.01.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски салинчи тĕп библиотекăн вулав пÿлĕмĕнче Трак енри ЧНК уйрăмĕн (ертÿçи - Михайлова З.П.), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн (ертÿçи - Прокопьев И.А.) тата Таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн (ертÿçи - Гурьева С.А.) пайташĕсен пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Унта хутшăннисем иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç тата 2023 çулхи тĕллесене палăртрĕç. Уйрăмах Вĕрентекенпе вĕрентÿçĕ тата Хаваслă ачалăх çулĕнче пурнăçламалли мероприятисем тавра хĕрÿ калаçÿ пулчĕ. Тĕрлĕ наградăсем парас ыйтăва та сÿтсе яврĕç. Лару ĕçне Прокопьев И.А. çыравçă ертсе пычĕ. Ларăва Красноармейски муниципалитет округ администрацийĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Осипова Р.М. хутшăнчĕ, сăмах каларĕ.

Тĕплĕнрех

Миçе çын пăхнă: 69 | Хăçан хушнă: 12.01.2023 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Вăл 88 çулта тесе никам та калаймĕ. Йăрă та çаврăнăçуллăскер сцена çине тухать: юрлать, ташлать. Кÿршĕ регионсене концерт лартма çÿрет. «Хама 88-ти çын пек туймастăп. Нумаях пулмасть «Трак ен» ансамбльпе Чулхулана кайса килтĕмĕр. Атăл хĕрринчи Культура керменĕнче хамăрăн пултарулăхпа паллаштартăмăр», - тет вăл. Кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать. Кăмакал Курккин вăй-халĕ тапса тăрать. Сăмахăм Красноармейски салинче пурăнакан тавра пĕлÿçĕ Гурий Дубров çинчен.

Гурий Дубров тавра пĕлÿçĕ, çыравçă Красноармейски районĕнчи Кăмакалта 1934 çулта çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕри тата Красноармейскинчи шкулĕсенче пĕлÿ илнĕ. Пушкăрт Республикинчи Пелепей хулинчи киномеханиксен шкулĕнче вĕреннĕ. Каяра ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 72 | Хăçан хушнă: 25.12.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 2022 çулшăн литературăпа ÿнерте тата культура аталанăвĕнче палăрнă пултаруллă çынсене Нестер Янкас ячĕллĕ Преми памашкăн кандидатсем тăратмашкăн халăх умне сĕнÿпе тухать. Кандидат çинчен калакан автобиографипе характеристикăна тата ăна тăратакан организацин ыйтса çырнине Преми паракан комиссине 2023 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕччен çитермелле.
Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ çакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне çирĕплетес, ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм çынсен пултарулăхне аталантарас, наци культурин çитĕнĕвĕсене халăх хушшинче сарас енĕпе тунă ĕçсемшĕн хавхалантарасси.
Премие чăваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, республикăмăрти тата районти ял çыннисен тĕрлĕ социаллă сийĕн культура аталанăвĕнчи халăх пултарулăхĕн хастарлăхне ÿстернĕшĕн параççĕ ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 66 | Хăçан хушнă: 17.12.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Районти тата округри культура аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, пултарулăх ĕçĕнче сумлă çитĕнÿсем тунăшăн, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне хастар хутшăннăшăн тата çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлĕхĕн членне, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ председательне Николай Гаврилович Ершов – Янгер сăвăçа «Неçтĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ» паллăпа чыслама йышăннă. Саламлатпăр!

Миçе çын пăхнă: 78 | Хăçан хушнă: 13.10.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Нумай çул хушши Трак ен ял хуçалăхне тата культурине аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн, район тата округ халăхне литература тата публицистика пултарулăхĕпе савăнтарнăшăн, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн, çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреатне Николай Семёнович Семёнов-Эреш ĕç ветеранне, сăвăçа тата общество хастарне Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденĕпе чыслама йышăннă. Саламлатпăр!

Тĕплĕнрех

Орден сăн ÿкерчĕкĕ

Миçе çын пăхнă: 88 | Хăçан хушнă: 05.09.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 3 4 5 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz