Шăматкун, 20.04.2024, 16:31
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Чÿк » 29 » «Тĕрĕ тĕнчи» клубра черетлĕ заняти…
«Тĕрĕ тĕнчи» клубра черетлĕ заняти…
22:28
Сăн ÿкерчĕк
Раштавăн 1-мĕшĕнче Шупашкар хулин Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ кил-йыш вулав центрĕнче вырнаçнă «Тĕрĕ тĕнчи» клубра ăсталăх занятийĕ пулать. Ăна çĕвĕсемпе тата эрешсемпе пĕлсе те вырăнлă усă курассине халалланă. Чăваш тĕрринче йăлана кĕнĕ эрешлĕхне, ĕç мелĕсемпе епле усă курнине тĕпчесе пĕлни питĕ кирлĕ. Хальхи тĕрĕ, унăн мелĕсем, тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе усă курасси — çаксем пурте халăхăн ĕмĕрхи ăсталăхĕпе тачă çыхăнса тăраççĕ, авалхи тĕрĕн хитрелĕхне палăртаççĕ. Шăп çак ыйтусене сÿтсе явма палăртаççĕ те «Тĕрĕ тĕнчи» клуба çӳрекен пулас маçтăрсем. Кашниех çак заняти валли ятарлă ĕç туса хатĕрлеме палăртнă, хатĕр ĕçсене клуба çӳрекенсем ертӳçипе, Надежда Кузнецовăпа, пĕрле сӳтсе яваççĕ. Вĕсем чăваш тĕррин тĕшшине шĕкĕлчесшĕн.
Клубăн занятийĕ раштавăн 1-мĕшĕнче 18:00 сехетре пуçланать. Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене пĕлесшĕн çунакансене пурне те çак адреспа кĕтетпĕр: Шупашкар хули, Октябрĕн 50 çуллăх урамĕ, 3 çурт. Троллейбуссем: 2, 5, 6, 9, 16, 19. Маршрутлă таксисем: 45, 54, 55, 57. «Россия» хăна çурчĕ» чарăнура тухмалла. Пирĕнпе çак телефонсемпе çыхăнмалла: 63-48-76, 8-906-388-59-85 beginoftheskypehighlighting 8-906-388-59-85 endoftheskypehighlighting, 8-906-388-59-85.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 504 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz