Шăматкун, 27.04.2024, 07:37
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Раштав » 9 » Чăваш тумĕллисене тÿлевсĕрех кĕртĕç ("Çамрăксен хаçачĕ", 03.12.2010)
Чăваш тумĕллисене тÿлевсĕрех кĕртĕç ("Çамрăксен хаçачĕ", 03.12.2010)
18:42
Сăн ÿкерчĕк
Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче чăваш çамрăкĕсен çĕнĕ проекчĕ çуралчĕ. Вăл Шупашкарти пĕр кафере "Аван Party” ятпа иртрĕ. Республикăри культура пурнăçне хастар хутшăнакан яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç йышлă пухăнни савăнтарчĕ. Йĕркелÿçĕсем ăна "Comedy Club” телекăларăм евĕрлĕрех йĕркелесшĕн пулни сисĕнчĕ, ертÿçĕ йĕплĕ шÿт самай хатĕрленĕ. Халăх пухăннă хушăра темшĕн чăваш юрри-кĕввине янăраттарма тăхтарĕç. Билет çине çырнине ĕненес тĕк - хаваслă каçа 18 сехет те 30 минутра пуçламаллаччĕ. Анчах кая юлнисене 19 сехет иртичченех кĕтме тиврĕ. Яшсемпе хĕрсен сĕтел хушшине вырнаçса ларсан сцена çине "Асамат” солисчĕ Леонид Антонов тухрĕ. 
"Аван Party” каçĕнче çамрăксем хуçаланчĕç. Эдуард Комиссаров, Наталья Васильева, Виктория Захарова, Анастасия Николаева, Светлана Вутăшпи юрăçсем куракан кăмăлне çавăрчĕç. Сергей Петровăн "Сарă хĕр ача” юррисĕр чăваш дискотеки мĕнле ирттĕр-ха? Вăл та кунта килме кăмăл тунă. "Чăваш Биланĕн” Дмитрий Ивановăн чуна тивекен юррисем асра юлчĕç. "Кĕмĕл сасă - 2010” фестиваль çĕнтерÿçи Константин Рязанов тухсан пурте тăвăллăн алă çупрĕç. Ирина Музыкантова юрăпа çеç мар, ташă ăсталăхĕпе те палăрчĕ. Илемлĕ те яштака хĕр авкаланнине сăнаса ларакан каччăсем телефонĕсене туртса кăларчĕç - видео ÿкерме васкарĕç. Çавăн пекех сăпайлă чăваш "амазонкисем” те сценăна илемлетрĕç.
Халăх хĕрсе кайса ташлама пикенсен хăнасене сăмах пачĕç. "Аксар” студи ертÿçи Алексей Иванов çамрăксене уява пухăннă ятпа саламларĕ. Малашне те туслă пурăнса пысăк кĕрекере ларса савăнмалли, пĕр-пĕрне хисеплемелли пирки каларĕ. ЧНК президенчĕ Геннадий Архипов хăйĕн çуралнă кунне çамрăксемпе ирттерме кăмăл тунă. Вун пилĕк çул каялла ырă çак йăлана пуçарнине аса илчĕ вăл, тĕрлĕ сăлтава пула пăрахăçлама тивнине те асăнчĕ. Чăваш çамрăкĕсем тинех чăмăртанса хаваслă каç ирттерме пултарнăшăн шутсăр савăннине пĕлтерчĕ.
Куракансене конкурссем те кĕтрĕç. Чăваш ташши ташлакансене "Аксар” студийĕ Çĕнĕ çул çывхарнине халалласа кăларнă диск парнелерĕ. Каччăсене Леонид Антонов коктейль ĕçтерчĕ. Конкурса хутшăнма кăмăл тунă каччăсене пысăк икĕ савăт илме хушрĕ. Унта кашнин сĕтелĕ çинче мĕн пуррине пухса тухмалла. Кам сăра, эрех, шыв, шăккăлат - чăмтарчĕç кăна... Тепĕр конкурсра хĕрсене стриптиз ташлаттарчĕç. Чăваш хĕрĕсемшĕн пите хĕретмелле пулмарĕ - хаваслă кĕвĕпе вĕсем пуçа çухатмарĕç. Чăваш пикисене парне вырăнне тивекен шампань эрехĕпе те улталаймăн. Хĕрсен ташă çеммипе "ытлашши” тумтиртен хăтăлмаллаччĕ. Камăн пĕр япала юлать - çавă çĕнтерет. Пикесем пушмак хывнипе, пиçиххи салтнипе çырлахрĕç. Шел, урăх конкурс пулмарĕ.
Малашне "Аван Party” уява чăваш тумĕ тăхăнса килекенсене Леонид тÿлевсĕрех кĕртессине пĕлтерчĕ.

Регина КУБАЙКИНА
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 418 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz