Эрнекун, 26.04.2024, 22:32
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2014 » Ака » 25 » Халăх юрри - чун уççи
Халăх юрри - чун уççи
23:02
Сăн ÿкерчĕк

ФОТОРЕПОРТАЖ

ВИДЕОРЕПОРТАЖ

Халӑх юрри халӑх пуянлӑхӗ тетпĕр эпир. Чӑнласах ҫапла пулĕ. Нумаях пулмасть Красноармейски ял тӑрӑхӗн информаципе культура центрĕнче район администрацийĕн социаллă аталану тата архив ӗҫӗн пайĕн, ял тӑрӑхӗн информаципе культура центрĕн тата Чӑваш наци конгресĕн районти уйрӑмӗн пуҫарӑвӗпе халӑх юррисен "Халӑх юрри — чун уҫҫи" ятлӑ фестивалĕ иртрĕ. Ман шутпа, икĕ сехет ытла пынă ҫак уява курма килнисен чунĕсене тулли хăпартлантарчĕ пулас. Эпир Трак енри пултарулӑх ушканĕсем те, уйрăм юрӑҫсем те халӑх юррисене манманнине, вĕсене мӑнаҫлӑн та илемлĕн шăрантарма пултарнине тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр.

Чӑваш ӗлӗк кирек епле пысак ӗҫе те "Алран кайми» юрăпа пуҫланӑ. Уява хугшăнакан коллективсем сцена çине икӗ енӗпе хӑпараҫҫӗ, теприсем залӑн икӗ енӗпе тӑрса тухаҫҫĕ. Пурте пӗрле "Алран кайми" юрра шӑрантараҫҫӗ. Епле мӑнаҫлӑн янӑрать вӑл. Пухӑннисене район адмжистрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, финанс пайӗн начальникĕ О. Суховетрюк, райадминистрацин социаллӑ аталанутата архив ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Р. Осипова саламлаҫҫĕ. "Халӑх юрри халăх пуянлӑхӗ, тетпӗр. Ҫак тупрана чӑваш ҫынни пӗрчӗн-лӗрчӗн пуҫтарса, пӗр чӗптӗмне те ҫухатмасăр упраса пурӑнать. "Xanăx юрри— чун уҫҫи" фестивале ӑнӑҫу сунатӑп", — терӗ Ольга Никола­евна. "Чӑваш Улӑпӗ, Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр И. Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 166 ҫул ҫитет. Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларас енӗпе чаплӑ ӗҫсем тунипе историне кĕрсе юлнă вăл. Иван Яковлевич чăваш чĕлхин , юррин, тĕррин пĕлтерĕшне пысăка хурса хакланă. Ахальтен мар Чӑваш Ене "ҫӗр пин юрӑ, ҫĕр пин тӗрĕ ҫӗр-шывӗ", теҫҫӗ. Паян фестиваль артисчӗсене уҫӑ сасӑ, ҫирӗп кӑмӑл сунатӑп", — палӑртрӗ ЧНКан районти уйрӑмӗн ертӳҫи 3. Михайлова. ЧНК Президиумӗн членĕ, чăваш эстрада ҫӑлтӑрӗ Е. Османова ЧНК Президенчĕн Н. Угасловӑн ӑшӑ саламне ҫитерчӗ. "Эпир атте-анне юррисем ҫинче ҫитӗннӗ. Эсир ҫакӑн евӗр фестиваль ирттерсе питех те пысӑк ӗҫ тӑватӑр. Тавах сире", — терӗ Елена Ки­рилловна. Уява ҫавăн пекех ЧНК членӗсем 3. Вороновăпа Шупашкарта чӑваш чӗлхипе литературине вĕрентекен учительсен ассоциацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Г. Николаева хутшӑнчӗҫ. Зинаида Николаев­на чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшпе тава тивӗҫпӗ ӗҫсем тунӑшӑн Г. Дубров ҫыравҫӑна тата Упи вăтам шкулӗн чӑваш чĕлхипе литературине вĕренте­кен В. Васильевăна ЧНКан Хисеп хучӗпе наградаларӗ.

Фестивале ЧР культурин тава тивĕҫпӗ ӗҫченӗ Н. Никоноров ертсе пыракан «Трак ен» халӑх фольклор ушкӑнӗ уҫрӗ. Вӑл куракансене чӑваш халӑхӗн икӗ ҫӗнӗ юррине парнелерӗ. Юрă пулсан пурнӑҫ пур, пурнӑҫ пулсан юрӑ пур, теҫҫӗ халӑхра. Юраҫӑн ташши те юрӑ. Юрӑпа ҫӳрекен ҫӑкӑр чӗлли тупнӑ, тет. Куракан умне сакăр вунӑ ҫул урлӑ каҫнӑ Яманакри А. Форверц тухрӗ. Вӑл «Каятпăр вӗт Атӑла" юрăпа савӑнтарчӗ. Анфиса Артемьевна юрӑ-ташӑпа мĕн ачаран туслӑ. Вӑл юрлакан юрӑсене «Трак ен» халӑх фольклор ансамблĕ хӑйӗн репертуарне кĕртнӗ, Чăваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблĕн репертуарӗнче унӑн ташши те пур. Районти искусство шкулӗнче вӗренекен Даниил Михай­лов (ертӳҫи Е. Михеева) 'Ух, ухлать тӑмани" юрра питех те аван шӑрантарчӗ. Ку хутӗнче ял тӑрӑхӗсем хушшинчи инфор­маципе культура центрĕ ҫумӗнчи ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ А. Алексеев ертсе пы­ракан ветерансен хорӗ "Весси ҫине хурсан", "Эпир ӗлӗкрен пуян ҫын пулман", кунти Е. Ива­нова солистка «Тӑвайккисем симĕссĕн курна пуҫларӗҫ" юрăсем парнелерĕҫ. Руфина Христофорова "Хӑна юррине" епле пултаруллӑ шăрантарчӗ. "Шетмӗ ен" ушкăн (ертӳҫи Г. Яковлев) 'Чӑваш халӑх юрри­сен" кӑшӑлне халӑх умне кӑларчӗ. Чатукассинчи ял тӑрӑхӗн культурӑпа библиоте­ка аталану центрĕ ҫумӗнчи «Телей» фольклор ушкӑнӗ (ертуҫи В. Николаева) ку тӑрăхри туй юррисемпе такмакӗсене ӑста юрпарӗ.

Юрӑпа эп савӑнатӑп.

Хурлӑха унпах чӑтатӑп.

Юрӑ маншăн — тусăм-тантӑш

Пӗр ӑна кăна шанатăп.

Чунӑма туйса тӑрать вăл,

Юнашар ялан пыратъ.

Чӗремре салху е тӑвӑл, —

Вăл мана вӑй-хал парать.

Питех те тӗрӗс сӑмахсем. Сцена ҫине пирвайхи хут "Йӳҫкасси тӑхлачисем" (ертӳҫи Римма Иванова) тухрӗҫ. Вӗсем уява "Акӑшне тытас килет", "Ҫӗнӗ ҫӑпата" юрӑсемпе килнӗ. Ҫакăнта районти историпе кра­еведени халӑх музейӗн ӗҫченӗн В. Тихоновăн тӳпи пысӑк. Яманакри вулавӑш ҫумӗнчи "Чун ӑшши" фольклор ушкăнĕ (ертÿçи Галина Артемьева) уява "Хурӑн тӑрне хӑпартрӗҫ мана", "Симӗс кӗпе, кӑвак кӗпе" юрӑсемпе хутшӑнчӗ. Еншик Чуллӑри ачасен фольклор ушкӑнӗ Г. Ефимова ертӳҫӗ пулӑшнипе фес­тивале "Шур ҫип кӗпи ҫуса ҫакрăм", "Ой, садра, пахчара" юрӑсене хатӗрленӗ. Трак вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем И. Антонова ертсе пынипе 'Хăна юрри" шӑрантарчӗҫ. Пикшик ял тӑрӑхӗн культурӑпа библиотека аталану центрĕ ҫумӗнчи "Шанчӑк" вокал ушкăнӗ (ертӳҫи Л. Иванова) "Ай-хай, улма йывӑҫҫи", "Такмаксем" юрӑсемпе савăнтарчӗ. Е.Василь­ева (Алманч) хӑйӗн репертуарне "Чупрӑм антӑм ҫырмана" юрра кӗртнĕ. Алманч ял тӑрӑхӗн культурăпа библиотека атала­ну центрĕ ҫумӗнчи "Кӑйкӑр" фольклор ушкăнĕ (ертӳҫи А. Егорова) фестивале "Эх, юррӑм, янӑра" юрăпа пуянлатрӗ. "Карай ен" ушкӑнти И. Степанова "Ҫемҫен пусма мĕн лайăх", Надеждăпа Юлия Григорьевăсем «Тӑван юрри», Г. Егорова "Хура тӑлӑпне йӳле ярар-и", "Карай ен" ушкӑн "Мӑн кун килет мӑн ҫулпа" юрӑсем янраттарчӗҫ. ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Н. Никоноров ертсе пыракан "Энжей" фольклор ушкӑнӗ фестивале "Симӗс курăк шăтрĕ пуль", "Арман пӗви" юрăсем хатӗрленӗ.

Авалхи юрӑсенче халăх кун-ҫулӗ куҫ кӗски ҫинчи пек курăнса тӑрать. Вӗсенче халӑх пурнӑҫӗ, йӑли-йӗрки, кăмӑл-туйӑмӗ, шухӑшӗ-ӗмӗчӗ, савӑнӑҫӗ-тарӑхӑвӗ палăрать. В. Чернов кукашшӗ юрланă "Атӑл та хумханчӗ пуль" юрра халӑх умне кӑларчӗ. "Куккук йӑви" юрра Мӑн Шетмӗ тӑрӑхӗн шӑпчӑкӗсем—Вера Алексеевăпа Тамара Тимофеева шӑрантарчӗҫ. Кунти "Шурӑм пуҫ" ушкӑн (ертӳҫи—ЧР куль­турин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ И. Степанов) янраттарнӑ "Куккук" юрра куракансем ӑшшӑн йышӑнчӗҫ. Фестивале Упи ял тӑрӑхӗн культурӑпа библиоте­ка аталану центрĕ ҫумӗнчи 'Упи ен" фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи — ЧР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Н. Никоноров) "Вӗт, вӗт кайӑк", Кайрӑмӑр вӑрмана" юрӑсемпе, чӑваш такмакӗсемпе вӗҫлерӗ.

Фестивале хутшӑннӑ кашни коллективпа уйрӑм юрӑҫ дипломсене тивӗҫрӗҫ. Юлашкинчен ЧНКан районти уйрӑмӗн ертӳҫи 3. Михайлова тав сăмахӗ каларӗ.

Ю.Борзин

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 2216 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz