Шăматкун, 11.05.2024, 06:07
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2014 » Ака » 13 » Николай Терентьевич Терентьевпа сывпуллашрĕç
Николай Терентьевич Терентьевпа сывпуллашрĕç
21:29
Сăн ÿкерчĕк

Паян К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче паллă чăваш драматургĕпе Николай Терентьевич Терентьевпа сывпуллашрĕç.

11 сехет тĕлне халăх чылайăн пухăнчĕ. Сывпуллашу мероприятине ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов ертсе пычĕ. Сăмах калакансен йышĕнче Валерий Туркай сăвăç, ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов, Канаш районĕн ентешлĕхĕн ертӳçи Анатолий Кипеч, Чăваш халăх артистки Вера Кузьмина, профессилле çыракан çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи Сергей Павлов тата ыттисем пулчĕç. Тухса калаçнă чухне вĕсем Николай Терентьевичăн пурнăçне аса илчĕç, чăваш халăхĕшĕн сахал мар вăй хунăшăн ырăпа асăнчĕç. Паллă драматурга тăван ялĕнче пытарĕç.

Терентьев Николай Терентьевич 1925 çулхи акан 17-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Кăшнаруй ялĕнче çуралнă. А.В. Луначарский ячĕллĕ ГИТИСра чăваш студинче, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш паташлăх педагогика институтĕнче, А.М. Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче литература курсĕнче вĕреннĕ.

Николай Терентьевич пурĕ 50 ытла пьесăпа сценарий çырнă. Вĕсене 15 чĕлхене куçарнă — пушкăртла, украинла, эстонла. Чи паллă ĕçсем: «Çĕрпе хĕр», «Çăлтăрсем сӳнмеççĕ», «Куккук çаплах авăтать», «Кайри мала, хуркайăксем», «Хумсем çырана çапаççĕ», «Пушар лаши» тата ыттисем.

Сăнсем

http://www.chuvash.org/news/5546.html

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 625 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 2.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2014  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz