Вырсарникун, 29.12.2024, 18:34
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

Валентина Рудникова "Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ" паллăна тивĕçнĕ

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

наградăсем  парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2023 çулхи кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

çирĕм тăххăрмĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас ячĕлле Преми лауреачĕ (1999), Чăваш халăхĕн ăс-хакăл ăсти (2019), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Данилов В.М. таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1988), Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2014), Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (2009), Чăваш халăх академикĕ (2016), Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, комисси членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăна хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ» паллăпа çак уйрăм çынна чыслас:

Литературăпа музыка искусствине аталантарас енĕпе тунă сумлă ĕçсемшĕн, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн ĕçне хастар хутшăннăшăн поэт-куçаруçăна тата композитора, Нестер Янкас ячĕллĕ премийĕн лауреатне Валентина Васильевна Рудниковăна «Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ» паллăпа чыслама йышăннă.

«Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ» паллине парассин чыславне 2023 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче савăнăçлă уяв каçĕнче ирттерес.

 

                    Комисси председателĕ:                        /В.М. Михайлов/

                    Комисси членĕсем:                               /И.А. Прокопьев/

                                                                                   /В.М. Данилов/

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (25.02.2023)
Миçе çын вуланă: 84 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz