Юнкун, 06.11.2024, 04:16
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

Сергей Петров юрăçа пĕрлĕхĕн медалĕпе чысланă

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

«Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальне парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2024 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

вăтăр тăххăрмĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ тата казначейĕ, Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Чăваш наци ăслăлăх тата ÿнер академийĕн лауреачĕ (2023), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Данилов В.М., таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1988), Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2014), Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (2009), Чăваш халăх академикĕ (2016), Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, комисси членĕ.

Комисси тăратнă кандидат характеристикине хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медалĕпе çак уйрăм çынна чыслас:

Чылай çул хушши тăван Трак енре тата Чăваш енре юрă-кĕвĕ ăсталăхне çÿллĕ шайра тытма пултарнăшăн Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Упи кану çурчĕн менеджерне, чăваш эстрада юрăçине, композитора Петров Сергей Германовича «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальпе чыслама йышăннă.

«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыслав каçне 2024 çулхи ака  уйăхĕн 3-мĕшĕнче Красноармейски салин Культура çуртĕнче ирттерес.

                    Комисси председателĕ:                        /В.М.Михайлов/

                    Комисси членĕсем:                               /И.А.Прокопьев/

                                                                                    /В.М.Данилов/

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (27.04.2024) | Автор: Аксар Чунтупай
Миçе çын вуланă: 64 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 6
Хăнасем 6
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz