Ытларикун, 03.12.2024, 14:05
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

Римма Казакова пултарулăх ертÿçине пĕрлĕхĕн медалĕпе чысланă

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

наградăсем  парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2024 çулхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

хĕрĕх виççĕмĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1999), Чăваш халăхĕн ăс-хакăл ăсти (2019), Чăваш наци  ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Преми лауреачĕ (2023), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Данилов В.М. таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1988), Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2014), Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (2009), Чăваш халăх академикĕ (2016), Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, комисси членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăна хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медалĕпе çак уйрăм çынна чыслас:

Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн ĕçне хастар хутшăннăшăн, культура ĕçĕнче нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн тата округри культура аталанăвĕн шайне ÿстерме сумлă тÿпе хывнăшăн, çуралнăранпа 60 çул çитнĕ ятпа Красноармейски Культура çурчĕн пултарулăх ертÿçине Римма Владимировна Казаковăна «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă.

«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыславне 2024 çулхи авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Красноармейски салин Культура çурчĕн акт залĕнче культура мероприятийĕсен çĕнĕ сезонĕ уçăлнă ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă уяв каçĕнче ирттерес.

 

                    Комисси председателĕ:                        /В.М. Михайлов/

                    Комисси членĕсем:                               /И.А. Прокопьев/

                                                                                   /В.М. Данилов/

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (12.10.2024) | Автор: Аксар Чунтупай
Миçе çын вуланă: 15 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz