Юнкун, 27.11.2024, 01:57
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Пирĕн çинчен çыраççĕ

«Чĕрем манăн туллать шутсăрах...»

Нестер Янкас çыравçă пирки илтнĕ-ха. Красноармейски районĕнче ун ячĕллĕ литературăпа искусство пĕрлĕхĕ пуррине те пĕлетĕп. Апла пулин те асăннă сăвăçăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕплĕн тишкерсе çырса кăтартнине ас тумастăп.
Акă аллăмра çак çитменлĕхе пĕтерме пултаракан кĕнеке - «Нестер Янкас пурнăçĕпе пултарулăхĕ» /чăвашла-вырăсла/ кăларăм. Хатĕрлекенĕ тата редакторĕ - Осип Алексеев /Ăсан Уçăпĕ/. Ум сăмахне Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер çырнă.
Çĕнĕ кĕнекепе паллашнă май чăваш çыравçисен хушшинчи йывăр шăпаллă тепĕр поэт кун-çулне, пултарулăхне чĕре витĕр кăлартăм. Хăйĕн шухăш-кăмăлне çапла тÿррĕн, вичкĕн палăртман, сăввисене пĕçертсе тăракан йĕркесемпе шăрçаламан пулсан, тен, Нестер Янкасăн кун-çулĕ урăхларах, телейлĕрех йĕркеленнĕ пулĕччĕ-и? Анчах та чăн-чăн поэтăн чĕри мĕн курнипе илтнине, хăй мĕн туйнине тÿнтерле палăртма пултарайман. Çавна пула вăл та, иртнĕ ĕмĕрти чылай сăвăç-писатель пекех, «халăх тăшманĕ» ята тивĕçнĕ.
Нестер Кириллович Ефимов /Янкас/ Красноармейски районĕнчи Янкасра çуралнă. Çырас ĕçе çамрăклах, тĕрĕсрех каласан, ачаллах тытăннă: Упири ултă класлă, Çĕрпÿри икĕ класлă шкулсенче вĕреннĕ çулсенчех сăвăсем шăрçаланă.
Унтан Нестер Ефимов Шупашкарти полиграфи шкулĕнче пĕлÿ илнĕ, хаçат-журнал, кĕнеке наборлакан пулса тăнă. Кăвак хуппи уçăлсан сăвăсем çырнă. Ун чухнехи чылай поэт пек Владимир Маяковский манерлĕ пусăмлă-картлашкаллă сăвăсем хайланă. Акă унăн «Хурçă юрăсемшĕн» сăввин темиçе йĕрки /1929 çулта çырнă/:
Тапхăр-тапхăр темме

кăкăрта чĕрем манăн
туллать шутсăрах.
Е
сĕрлет çепĕç сас пирĕн меллĕн...
Пĕррехинче, кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишшин «Сăвă çырассипе ударени правилисем çинчен» статйине наборланă май, чăваш чĕлхи янравлăхпа кĕвĕлĕх тĕлĕшĕпе питĕ пуян пулнинчен тĕлĕнсе кайнă. Асăннă тĕпчевĕн хăвачĕпе хавхаланса Нестер Янкас силлабо-тоника шкулĕн чи хастар вĕренекенĕ пулса тăнă. Ун сăввисене чăваш çамрăкĕсем уйрăмах килĕштернĕ. Акă «Кăмăл» хайлавпа паллашар-ха:
...Эс пылак çеçке пулсан
Пулаяс пыл хурчĕ ман,
Пулаяс пыл хурчĕ ман.
Пĕр сана кăна ялан
Тутлăн чуп тăвасчĕ ман.

Эс хаяр кăвар пулсан
Сивĕ шыв пуласчĕ ман,
Пăрлă шыв пуласчĕ ман.
Тĕлкĕшсе кĕл пуласран
Хăтарасчĕ сана ман.
Нестер Янкас ытти халăх çыравçисен хайлавĕсене чăваш вулаканĕ патне çитерме те вăхăт тупнă. Ăсан Уçăпĕ пухса хатĕрленĕ кĕнекене Александр Пушкин, Михаил Лермонтов, Александр Твардовский, Тарас Шевченко, Джамбул Джабаев, Абульгасим Лахути, Коста Хетагуров, ыттисем хайланă сăвăсен куçарăвне кĕртнĕ.
Пушкин çырнă çак йĕркесем чăвашла та илемлĕн, илĕртÿллĕн янăраççĕ:
Сире эп савнă: манăн
юрату, тен,
Сÿнсех çитмен те пулĕ
чĕремре*
Анчах сире вăл тек ан
кансĕрлетĕр*
Салху кÿрес теместĕп
эп сире.
Сире эп савнă, чĕмсĕррĕн,
шанмасăр,
Е вăтанса, е кÿлешсе, ырса.
Поэтăн кĕвве хывнă сăвви те чылай. Сăмахран, маларах асăннă «Кăмăл», «Эсĕ сар хĕвел пулсассăн», «Пурнăç юлташне», «Улăштармăп эп сана» сăввисем Григорий Хирбю, Филипп Лукин, Геннадий Максимов, Юрий Кудаков композиторсене хавхалантарнă. Çав сăвăсем халăх юррин çаврине питĕ çывăх тăраççĕ.
Нестер Янкас - проза ăсти те. Кĕнекере «Тыткăнра», «Катя», «Сăрнаев», «Телейлĕ çул» калавсем пичетленнĕ.
...1941 çул. Çĕртме уйăхĕ. Ку вăхăта поэт çемьеллĕ, виçĕ ача ашшĕ. «Канаш» хаçат çумĕнче тухса тăракан «Сунтал» журналăн яваплă секретарьне тĕрлĕ сăлтав тупса арестленĕ. Поэтăмăра 1941 çулхи юпа уйăхĕнче суд умне тăратнă, вунă çула хупмалла, ун хыççăн тата пилĕк çул суйлав прависĕр хăвармалла тунă.
Тĕрлĕ çĕрте асапланнă хыççăн поэт Анат Тагил хулинчи лагерьте 1942 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче вилнĕ. Ун чухне вăл 33-ре пулнă. Ачисем - Сетнер, Валерий, Роза - амăшĕ вĕсене пăрахнине пула /«эпĕ халăх тăшманĕн ачисен амăшĕ пулма пултараймастăп»/ выçăллă-тутăллă пурăнкаланă, каярах чире кайса çĕре кĕнĕ.
Нестер Янкас талантне аслă ăрури çыравçăсем Николай Полоруссов-Шелепи, Çемен Элкер, Хумма Çеменĕ, ыттисем пысăка хурса хисепленĕ. Тантăшĕсем - Петĕр Хусанкай, Влас Паймен, Илле Тукташ, Иван Ивник - сума сунă.
Янкас сăвă çырать темеççи?
Çĕр-шывра ун сасси
ян кайсан
Паянах манăн лавр çулçи
Татăлса тирĕнтĕр Янкаса, -
çапла çырнă Петĕр Хусанкай 1936 çулта «Шелепи шерепи» поэминче. Çакă, пирĕн шухăшăмăрпа, Хусанкай хăйĕн çав вăхăтри чысĕпе мухтавне Янкаспа çурмалла пайлама хатĕррине çирĕплетет.
Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство, литература пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки çутатнă пай та çирĕм страница ытла йышăнать. Унтах Нестер Янкас ячĕллĕ премие тивĕçнисен списокĕ те пур.
 
Надежда Смирнова, "Хыпар" хаçат, 09.12.2010
Категори: Пирĕн çинчен çыраççĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (09.12.2010) | Автор: http://hypar.ru/img/241/0/
Миçе çын вуланă: 425 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 2
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz