Вырсарникун, 29.12.2024, 18:47
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

Николай Ершов-Янкер сăвăçа "Неçтĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ" паллăпа чысланă

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

«Неçтĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ» паллăна парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2022 çулхи юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

27-мĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ тата казначейĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Данилов В.М. таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1988), Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2014), Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (2009), Чăваш халăх академикĕ (2016), Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, комисси членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăсене хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

«Неçтĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ» паллăна çак уйрăм çынна парас:

Районти тата округри культура аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн, пултарулăх ĕçĕнче сумлă çитĕнÿсем тунăшăн, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне хастар хутшăннăшăн тата çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлĕхĕн членне, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ председательне Николай Гаврилович Ершов – Янгере «Неçтĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ» паллăпа чыслама йышăннă.

«Неçтĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ» паллăна парассин чыслав каçне 2022 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче сăвăçăн тăван килĕнче ирттерес.

                    Комисси председателĕ:                        /В.М.Михайлов/

                    Комисси членĕсем:                               /И.А.Прокопьев/

                                                                                   /В.М.Данилов/

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (13.10.2022) | Автор: Аксар Чунтупай
Миçе çын вуланă: 103 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz