Шăматкун, 23.11.2024, 10:00
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

Любовь Платонова пултаруăх ертÿçине пĕрлĕхĕн медалĕпе чысланă

Чăваш Республикин Красноармейски муниципалитет округĕн

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

наградăсем  парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2024 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

хĕрĕх тăваттăмĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1999), Чăваш халăхĕн ăс-хакăл ăсти (2019), Чăваш наци  ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Преми лауреачĕ (2023), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Данилов В.М. таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1988), Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2014), Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (2009), Чăваш халăх академикĕ (2016), Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, комисси членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăна хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха  аталантарнăшăн» медалĕпе çак уйрăм çынна наградăлас:

Чăваш енре, Трак енре тата Карай тăрăхĕнче чăвашлăха аталантармашкăн йĕркелесе ирттернĕ сумлă ĕçсемшĕн, пултарулăх ĕçĕнче хастарлăх тата пуçарулăх кăтартнăшăн, халăх йăли-йĕркине упранăшăн тата музей ĕçне уçма пултарнăшăн Карайри кану çурчĕн ĕçченне (менеджерне) Платонова Любовь Юрьевнăна «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă.

 «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыславне 2024 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Карайри кану çурчĕ уçăлнăранпа 55 çул çитнине халалланă савăнăçлă уяв каçĕнче ирттерес.

                    Комисси председателĕ:                        /В.М. Михайлов/

                    Комисси членĕсем:                               /И.А. Прокопьев/

                                                                                   /В.М. Данилов/

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (12.10.2024) | Автор: Аксар Чунтупай
Миçе çын вуланă: 10 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz