Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн
наградăсем парас енĕпе ĕçлекен комиссин
2022 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн
çирĕм тăваттăмĕш номерлĕ протоколĕ
Комисси йышĕ:
Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ тата казначейĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.
Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.
Гурьева С.А., Красноармейски салинчи тĕп вулавăш ĕçченĕ, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски муниципалитет округ уйрăмĕн ертÿçи, Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, комисси членĕ.
Комисси тăратнă кандидат характеристикине хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:
Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медалĕпе çак уйрăм çынна чыслас:
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен премийĕн лауреатне Юрий Дмитриевич Кудакова çуралнăранпа 80 çул тултарнă май чăваш наци музыка искусствине аталантарас ĕçре сумлă тÿпе хывнăшăн, юрă-кĕвĕ ăслалăхне çÿллĕ шайра тытса пынăшăн тата юрă-кĕвĕ фестиваль–конкурсĕсене йĕркелесе ирттерме хастар хутшăннăшăн Чăваш Республикин Красноармейски муниципалитет округĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальпе чыслама йышăннă.
«Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыслав каçне 2022 çулхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкар хулинче чаплă лару-тăрура ирттерес.
Комисси председателĕ: /В.М.Михайлов/
Комисси членĕсем: /И.А.Прокопьев/
/С.А.Гурьева/
|