Юнкун, 27.11.2024, 10:17
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

Иван Прокопьев композитор-çыравçăна пĕрлĕхĕн орденĕпе чысланă

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

«Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденне парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2024 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

хĕрĕхмĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), Чăваш халăхĕн ăс-хакăл ăсти (2019), Чăваш наци  ăслăлăхпа ÿнер академийĕн преми лауреачĕ (2023), комисси председателĕ.

Данилов В.М. таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1988), Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2014), Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (2009), Чăваш халăх академикĕ (2016), Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, комисси членĕ.

Никоноров Н.М., Красноармейски районĕнчи централизациленĕ клуб системин директорĕ, композитор-музыкант, Красноармейски районĕнчи музыка обществин председателĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн пайташĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (2013), Н.К. Янкас ячĕллĕ Премин лауреачĕ (1999), комисси членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăна хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденне çак уйрăм çынна парас:

Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхне ертсе пырас ĕçре хастарлăх тата пуçарулăх кăтартнăшăн, чăваш литературине тата наци юрри-кĕввине Трак енре тата республикăмăрта аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн, çуралнăранпа 75 çул çитнĕ ятпа Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председательне, журналиста, çыравçăна, таврапĕлÿçĕне, композитор-музыканта, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, Н.К. Янкас ячĕллĕ Премийĕн лауреатне Иван Афанасьевич Прокопьева «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» орденĕпе чыслама йышăннă.

«Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» орденне парассин чыславне 2024 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче савăнăçлă уяв каçĕнче ирттерес.

                    Комисси председателĕ:                        /В.М. Михайлов/

                    Комисси членĕсем:                               /В.М. Данилов/

                                                                                   /Н.М. Никоноров/

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (27.04.2024) | Автор: Аксар Чунтупай
Миçе çын вуланă: 62 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz