Шăматкун, 30.11.2024, 11:52
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

Гурий Дуброва пĕрлĕх пайташĕн паллипе чысланă

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

«Неçтĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ» («Почётный член общества имени Нестера Янгаса») чыслав паллине парас енĕпе ĕçлекен комиссин 2023 çулхи раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

33-мĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх академикĕ (2015), «Чӑваш халӑхӗн ӑс-хакӑл ӑсти» (2020), Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ, Н.К. Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1999), Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн лауреачĕ (2023), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Данилов В.М. таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1988), Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2014), Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (2009), Чăваш халăх академикĕ (2016), Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, комисси членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăсене хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Неçтĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ» («Почётный член общества имени Нестера Янгаса») чыслав паллине çак уйрăм çынсене чыслас:

Чăваш сăмахлăхне аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн, чылай сăвă-очерк кĕнеки кун çути кăтартнăшăн, таврапĕлÿ тата публицистика енĕпе çырса пичетленĕ материалĕсемшĕн Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлĕхĕн тата Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн членне, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреатне çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май Гурий Егорович Дуброва (Кăмакал Курккине)  Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Неçтĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ» («Почётный член общества имени Нестера Янгаса») кăкăр çине çакмалли паллипе чыслама йышăннă.

Чыслав каçне 2024 çулхи кăрлач уйăхĕн 14-мĕшĕнче Красноармейски салинчи Культура çуртĕнче ирттерес.

                    Комисси председателĕ:                        /В.М.Михайлов/

                    Комисси членĕсем:                               /И.А.Прокопьев/

                                                                                /В.М. Данилов/

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (14.02.2024)
Миçе çын вуланă: 45 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz