Ытларикун, 03.12.2024, 14:25
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

Галина Павлова юрăçа пĕрлĕхĕн медалĕпе чысланă

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

наградăсем  парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2024 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

41-мĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ тата казначейĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн лауреачĕ (2023), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Данилов В.М. таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1988), Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2014), Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (2009), Чăваш халăх академикĕ (2016), Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, комисси членĕ.

Комисси тăратнă характеристикăсене хакласа тата ыйтав-сĕнÿсене шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медалĕпе çак уйрăм çынсене наградăлас:

1.Трак енре чăвашлăха аталантармашкăн сумлă тÿпе хывнăшăн, пултарулăх ĕçĕнче хастарлăх тата пуçарулăх кăтартнăшăн Чатукассинчи «Телей» тата Красноармейскинчи «Трак ен» халăх пултарулăх ушкăнĕсен пайташне, Марков Анатолий Егорович юрăçа «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă.

2.Нумай çул хушши Красноармейскинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Трак ен» фольклор ушкăнне çÿресе пултарулăх кăтартнăшăн, халăх юрри-кĕввине тата йăли-йĕркине упраса  куракансене савăнтарма пултарнăшăн Павлова Галина Геннадьевна юрăçа «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă.

 «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне парассин чыславне 2024 çулхи çĕртме  уйăхĕн 29-мĕшĕнче округăн Акатуй уявĕнче ирттерес.

                    Комисси председателĕ:                        /В.М. Михайлов/

                    Комисси членĕсем:                               /И.А. Прокопьев/

                                                                                   /В.М. Данилов/

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (12.10.2024) | Автор: Аксар Чунтупай
Миçе çын вуланă: 14 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz