Шăматкун, 30.11.2024, 12:46
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Нестер Янкас пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата еткерлĕхĕ » Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем

Çемен Эреше Нестер Янкас пĕрлĕхĕн орденĕпе чысланă

Чăваш Республикин Красноармейски муниципалитет округĕнчи

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн

«Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденне парас енĕпе ĕçлекен комиссин

2022 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн

26-мĕш номерлĕ протоколĕ

Комисси йышĕ:

Михайлов В.М., Красноармейски вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ, таврапĕлÿçĕ, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ (2010), Чăваш халăх академикĕ (2015), Чăваш халăх ăс-хакăлĕн тава тивĕçнĕ ăсти (2019), Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕн çумĕ тата казначейĕ, Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1999), комисси председателĕ.

Прокопьев И.А., Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ, журналист, çыравçă, таврапĕлÿçĕ, композитор-музыкант, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994), Н.К. Янкас Премийĕн лауреачĕ (1997), комисси членĕ.

Данилов В.М. таврапĕлÿçĕ, журналист-публицист, Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (1988), Чăваш Республикинчи журналистсен пĕрлĕхĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2014), Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ (2009), Чăваш халăх академикĕ (2016), Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Еншик Чуллă ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, комисси членĕ.

Комисси тăратнă кандидат характеристикине хакласа тата ыйтав-сĕнĕве шута илсе пĕр саслăн çапла йышăну тăвать:

  1. Нумай çул хушши Трак ен ял хуçалăхне тата культурине аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн, район халăхне литература тата публицистика пултарулăхĕпе савăнтарнăшăн, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн, çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреатне Николай Семёнович Семёнов-Эреш сăвăçа Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденĕпе чыслама йышăннă.

«Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» орденне парассин чыслав каçне 2022 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче ирттерес.

                    Комисси председателĕ:                        /В.М.Михайлов/

                    Комисси членĕсем:                               /И.А.Прокопьев/

                                                                                   /В.М.Данилов/

Категори: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ĕçĕ-хĕлĕ: отчетсемпе йышăнусем | Кам хушнă: mixaj_58 (05.09.2022)
Миçе çын вуланă: 109 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 4
Хăнасем 4
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz