Шăматкун, 21.12.2024, 11:22
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 18 » Филипп Андреев йăмăкĕ: Турри пире мĕн чухлĕ пурăнма пехил панă — пурăнасах тетĕп.
Филипп Андреев йăмăкĕ: Турри пире мĕн чухлĕ пурăнма пехил панă — пурăнасах тетĕп.
20:24
Сăн ÿкерчĕк
Пичче — Филипп Андреев çыравçă — тăхăр вуннă тултарчĕ. Чи асли вăл çемьери тăхăр ачаран. Халь пурăнаканнисенчен пичче тата эпĕ кăна тăрса юлтăмăр. Филипп Андреевич манран 21 çул аслă. Апай мана 43 çулта çуратнă. Аппасем иккĕшĕ, Лизăпа Тоня, Вăрнарти совхоз-техникумран вĕренсе тухнă. Юля Красноармейскинчи столовăйĕнче поварта ĕçленĕ .
  Пичче, вуннăри ача, Мамçари пуçламăш шкулта тăватă çул вĕреннĕскер, 1933 çулта Упири кĕçĕн вăтам шкулта пĕлÿ пухрĕ. Ăна кунта чăваш чĕлхипе литературине Василий Спиридонович Спиридонов учитель вĕрентнĕ.
"Акă эпир хамăр класпа сцена çинче концерт кăтартатпăр. Эпĕ маларах тухса тăратăп та С. Элкер çырнă сăвва пăхмасăр калатăп. Каярах пирĕн пата В. Спиридонов вĕрентекен хăпарчĕ. "Маттур, сăвва лайăх каларăн”, — тесе çурăмран лăпкарĕ, — çапла çырнă пичче район хаçатĕнчи "Сакăлталлă пурнăç çулĕпе” статьяра. — Ăшă кăмăллă, ырă чунлă учительпе тĕл пулма тÿр килнишĕн халь савăнатăп”.
çуллахи вăхăтра яш-кĕрĕм вăйă картине пухăнса савăнатчĕ. Хĕлле вара пĕр-пĕрин патне улаха пуçтарăнатчĕç. çăварни чупнисем, кĕрнеклĕ туйсем илĕртетчĕç. Вĕсенче пичче салтак, хăна, туй юррисене, улах, вăйă такмакĕсене сахалах мар пуçтарчĕ. 1935 çулта хăш-пĕр такмаксене район хаçатĕнче пичетлесе кăларчĕ. çапла вара пуçласа пултарулăх лаççинче вăй хурасси юрă-такмак пухнинчен тата кĕнекесене юратса вуланинчен пуçăнчĕ.
Пичче хăй аса илĕвĕнче 1938 çулта çĕрпÿри педтехникумра вĕреннĕ самантсене палăртать. Вăл кунта калав çырнă, хайлав "Сунтал” журналта çапăнса тухнă. çĕрпÿре 2 çул вĕреннĕ хыççăн Шупашкарти учительсем хатĕрлекен институтра вĕренчĕ пичче.
Ф. Андреев Канашри учительсем хатĕрлекен институтри тăван чĕлхепе литература уйрăмĕнчен, Шупашкарти педагогика институчĕн истори факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
1939 çултан пуçласа 1946 çулччен Инçет Хĕвелтухăçĕнче çар службинче пулчĕ вăл. Кунта чăваш каччисем хăйсен ят-чысне çĕре ÿкерменни пирки хăйĕн "Тухăçри тапă” повеçĕнче çырса кăтартрĕ хаклă тăванăмăр.
1980 çулта уйрăм кĕнекен çапăнса тухнă "Чĕмпĕр çути” повесть те Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ Йăвашук Качурова сăнлать.
Инçет Хĕвелтухăçпа çыхăннă ытти произведенисем те пур пиччен. Кашнинчех хăйне майлă сăнар.
"Атте килĕ”, "Тайга кашлать” поэмăсемпе тата ытти чылай калавсемпе очерксен пуххисене кун çути кăтартнă автор. Асăнма кăмăллă, ватлăхра пулин те 2006 çулта "Тухăçран хăпарать шурăмпуç” повеçĕ вулакан патне çитрĕ.
Пичче пурнăçĕ тепĕр самантпа та куç умне тухать. çамрăк чухне илемлĕ сăн-питпе хăй патнелле туртнă вăл. Кĕрекаçра кÿршĕ каччипе — Кандратпа — туслăччĕ иккĕшĕ. Иккĕшĕ кÿршĕллĕ районти Чулкаç ялне, хĕрсем патне ĕнтĕ, çÿретчĕç.
Аттене Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине ăсатнă самант та асрах. Пирĕн пÿрт тулли халăх. Ку вăл 1943 çулта пулнă. Эпĕ виççĕри ача. Атте мана çÿле çĕклерĕ те: "Пысăк çын пул, ачам”, — терĕ. Тăван кĕтесе кĕтсе илеймерĕмĕр ăна. Юратнă çыннăмăр çав çулах вăрçă хирĕнче пуç хучĕ.
çăмăлах килмерĕ аттесĕр пурнăç. Апай пĕрехмай куляннипе макăратчĕ, пире тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерессишĕн чун-чĕререн тăрăшатчĕ. Уй-хиртен кĕркунне юлнă çĕр улмие пуçтарса крахмал туса паратчĕ апай. Тимĕр кăмака çине лартса кĕсел туса çиеттĕмĕр. Выçăллă-тутăллă ÿснипех те пуль халĕ те тепĕр чухне вар-хырăм сурнипе аптратăп.
Эпĕ те, пичче пекех, вĕрентекен профессине килĕштертĕм. 1985 çулта И. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнчен вĕренсе тухрăм. Пĕр вăхăт Тусайри пуçламăш шкул заведующийĕнче ĕçлерĕм. Ытти çулсене вара вĕрентÿ тытăмĕнче Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулпа çыхăнтартăм. Манăн вĕрентÿри ĕç стажĕ — хĕрĕх çула яхăн.
Пĕчĕк ял — 29 çын пурăнакан ял яланах манпа юнашар. Эпĕ Услантăр юхан шывĕ хĕрринчи Кĕрекаçран Упине качча тухрăм. Федор Германовпа икĕ ывăл та пĕр хĕр çуратса ÿстертĕмĕр, пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Шел, хисеплĕ упăшка чирлерĕ те иртерех çĕре кĕчĕ.
Пичче — Филипп Андреев — çамрăклах литература тĕнчине парăннă пулсан, эпĕ те улми улмуççинчен аякка ÿкмест тенешкел, сăвăсем çыратăп. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри район хаçатĕнче те çапăнса тухнă.

Пичче тăхăр вуннă урлă каçнишĕн хĕпĕртемеллипех хĕпĕртетĕп. Хăть хăçан та - Турри пире мĕн чухлĕ пурăнма пехил панă — пурăнасах тетĕп.

Р. Германова, ветеран-вĕрентекен


Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 679 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 3
Хăнасем 3
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz