Кăрлачăн 14-мĕшĕнче, Шупашкарти «Çăлкуç» хупахра чăваш халăхĕн хастарĕсем Сурхури сăрипе сăйланма пухăнчĕç. Мероприятие «Сăвар» фонд йĕркеленĕ. Авалтан пыракан чăваш уявне Сарри Мишши, Праски Витти, А. Енилин, П. Пупин, В. Алмантай, Аксар-Сĕрмек, Тимĕр Тяпкин, М. Палтай, Е. Ерагин, Н.М. Адер тата ыттисем пухăнчĕç. Сурхурине чаплăн палартрĕç — кĕсле те, шăхлич те кĕвĕ каларĕ. Кĕсле калама ятарласа пĕр студенткăна ченсе илнĕччĕ. Пăлхартан, Тутарстанран килнĕ хăнасем вара уява самай илемлетрĕç, инçетри чăвашсенсен авалхи вырăнĕнчен юрă-парне илсе килчĕç. «Сувар» фонд уяв май хисеплĕ чăвашсене (вĕсем «суварсене» теççĕ) хăйсен хĕвел паллине парнелерĕç. Сурхури сарине сăйланă хыççăн, тутлă шӳрпене çинĕ хыççăн чăваш хастарĕсем калаçăва куçрĕç. Калаçу сĕм çĕрлечченех пычĕ (ку хыпара çырнă чухне вĕсем «Çăлкуçран» саланманччĕ-ха). Кунашкал уявсене малашне те çакăн пек чаплă ирттерме палăртрĕç.
Çыпăçтарнисем: |