Пирĕн ентеш, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1993 ç.), республикăри музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1995), Чăваш Енри композиторсен ассоциацийĕн членĕ, районти Н. Янкас ячĕллĕ культура, литература тата искусство пĕрлĕх премийĕн лауреачĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор И. Р. Степанов çуралнăранпа кăçалхи кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче 70 çул çитет.
Илья Романовича хам районти "Ял пурнăçĕ” хаçатра корреспондентра ĕçлеме тытăннăранпах — 1976 çултанпа пĕлетĕп. Малтанхи курнăçу унăн культура пурнăçĕпе çыхăннă пĕчĕк статйине пичете хатĕрленĕ вăхăтра пулнăччĕ. Чылаях сăмахларăмăр унпа. Паллашнă хыççăн пĕр-пĕрин пирки ыйтса пĕлтĕмĕр. Мана, ку таранччен "чĕрĕ композиторпа” калаçса курманскере, И. Р. Степановăн пултарулăх çулĕпе паллашма питех те интереслĕ пулчĕ. Хăй те вашаватскер, ырă кăмăллăскер, сăпайлăскер килсе тухрĕ. Çакăн хыççăн пирĕн хушăра вун-вун тĕл пулу иртрĕ. Кашнинчех ун пирки мĕн те пулин çĕннине пĕлеттĕм, юррисем çав тери кăмăла каят
...
Малалла вула