Шăматкун, 21.12.2024, 10:42
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 18 » Сăвăсен пахалăхне тишкерчĕç
Сăвăсен пахалăхне тишкерчĕç
20:18
Сăн ÿкерчĕк
Районти Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн поэзи секцийĕн иртнĕ ларăвĕнче "Ял пурнăçĕ” хаçат редакцине килнĕ сăвăсене тишкерчĕç. Ку ыйтупа секци ертÿçи Леонид Антонов поэт тухса калаçрĕ.
— Кам унччен çырнă, çавсемех пичетлеççĕ хăйсен сăввисене райхаçатра, — пуçларĕ хăйĕн сăмахне Леонид Илларионович. Шанчăк паракан çамрăк авторсем çукки питĕ пăшăрхантарать. Шкулсенче литература кружокĕсем ĕçлеççĕ-ха, сăвă кружокĕсене те ирттереççĕ. Анчах пахалăхĕ пирки шухăшласах каймаççĕ…
— Юлашки вăхăтра редакцие ярса панă сăвăсене пăхса тухнă май, çакна та палăртрĕç: алă хумасăр-тĕкĕнмесĕр, юсаса илемлетмесĕр нихăш сăвва та пичетлеме май çук — поэзи шайĕнче мар вĕсем, сăнарлă та ытарлă шухăшлисем сахал. Сăвăсенче лирика курмастпăр. Авторсен тавра курăмĕ пĕчĕк.
çакăнпа пĕрлех хăй вăхăтĕнче республика шайĕнче палăрнă çамрăк ентеш-сăвăçсем пирки ырласа калаçрĕç. "çĕнĕ ятсем уçатпăр” ярăмпа тухакан сăвăсен пуххинче пирĕн районти Алманчран харăсах икĕ хĕр-çыравçă — Ольга Эрпинес тата Светлана Степанова, Кĕçĕн Шетмĕрен — Ирина Ирпи сăввисем кун çути курни пурне те савăнтарать. Шел пулин те, вĕсем хăйсен хайлавĕсене темшĕн райхаçата сĕнмеççĕ-ха.
— Эпир пурăннă чух пире хисеплеççĕ пулсан, пирĕн хыççăн аса илсе хака хурасси иккĕлентерет, — терĕ ларура Гурий Дубров сăвăç-юрăç. — Ватăрах кашни поэтăн хăй вырăнне тепĕр поэт çитĕнтермелле. Талантлă ачасем, çитĕннĕ çамрăксем пурах хамăр хушăра.
Унăн шухăшĕпе килĕшсе тата харпăр хăй сĕнĕвĕсемпе Шетмĕ Михали, Николай Ершов, Константин Шачкин, Алевтина Тимофеева сăвăçсем тухса калаçрĕç.
Ларăва пынă хăш-пĕр çамрăк авторсен сăввисене итленĕ май, çакă курăнать: поэзи сĕмлĕхне ăнланма тăрăшакансем те пур. Акă, Трак гимназийĕнчи 6-мĕш класра вĕренекен Мария Козлова — Васнар ялĕнчен. Сăвă-такмак çырас мехел вĕсен йăх-тымарĕнчех пулнă: мăн аслашшĕ — Илларион Козлов ку енĕпе самаях палăрнă, унăн хĕрĕ — Воля Илларионовна та халĕ те сăвăсем пичетлет. çак туртăм вĕсен кĕçĕн мăнукне те куçнă иккен. Вăл пухăннисене хăйĕн "Антон” сăввине вуласа пачĕ. Ăна чылайăшĕ кăмăлтан йышăнчĕ. çапах та малашне сăвăсенче вырăс сăмахĕсенчен хăтăлма кирлине палăртрĕç.
Ларăва Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн ертÿçи Георгий Ефимов-Тусли йĕркелесе ертсе пычĕ. Паянхи тĕл пулу пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартнипе пĕрлех, вăл хăш-пĕр шкулсенчи çамрăк сăвăçсене чĕнсе йыхравланă пулин те, унти вĕрентекенсем вĕсене илсе килме май тупманнишĕн пăшăрханнине пĕлтерчĕ.
Поэзи секцийĕн ларăвĕнче, çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа, чÿк уйăхĕнче районти сăвăçсен пĕтĕмĕшле конкурсне ирттерме йышăнчĕç. Унта пур çулсенчи çынсем те хутшăнма пултараççĕ.
Ларура районти библиотека ĕçченĕ, Нестер Янкас пĕрлĕхĕн секретарĕ Светлана Гурьева юлашки вăхăтра килнĕ çĕнĕ кĕнекесемпе, çав шутра сăвăсем те, паллаштарчĕ. Вĕсем хушшинче пирĕн ентеш-çыравçăсен кĕнекисем те йышлă. Нумайăшĕ вĕсене библиотекăна парнеленĕ.
Юлашкинчен пурте пĕрле çапла тĕллев тытма йышăнчĕç: район хаçатĕнче вулакансене тивĕçтерме пултаракан сăвăсене çеç кăлармалла.
Турри мĕн чухлĕ панă — пурăнасчĕ тетпĕр
Н. ЯНГЕР

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 693 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz