Николай Карайăн Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă çĕнĕ кĕнеки “Ураллă купăс” ятлă. Купăс ураллă пулмасть ĕнтĕ вăл. Пĕчĕк Сантăр ашшĕн купăсне тытса ларнă та унăн урисем кăна курăнаççĕ. Икĕ кушак çури тĕлĕнсе пăхаççĕ: “Ураллă купăс-çке ку!” Пĕтĕм кĕнеке пĕчĕк вулакансем валли çырнăcкер, çакăн пек шÿтлĕ сăвăсенчен тăрать. Кĕнекене В. Игнатьева художник илемлетнĕ.
Çыпăçтарнисем: |