Тунтикун, 02.12.2024, 16:10
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Раштав » 4 » Надежда КИРИЛЛОВА: "ÇАВ ТЕРИ ИНТЕРЕСЛĔ – ПУРТЕ ЭКЗАМЕН ТЫТАТПĂР"
Надежда КИРИЛЛОВА: "ÇАВ ТЕРИ ИНТЕРЕСЛĔ – ПУРТЕ ЭКЗАМЕН ТЫТАТПĂР"
20:53
Сăн ÿкерчĕк
"Сирĕн кашни çырăвăра илмессерен темле вăй хушăннăн туйăнать. Татах вĕренес, ĕçлес, пурăнас килет. Халиччен манпа капла пулман. Тĕрĕссипе каласан, киле çыру çырма та вăхăт катайман эпĕ. Ялан ĕçлĕ. Халĕ... халĕ кашни кунах килччĕр сиртен çырусем. Çурăлам та – вĕсене хуравлама вăхăт тупатăпах. Тата этем çав териех çыру кĕтме, ăна алла илсен темрен те хаклă япалана тупнă пекех савăнма пултарнине ĕненмен те эпĕ. Шутламан. Халĕ унсăр – çав туйăмсăр – эпĕ никам та мар. Çавна туйтарма пултарнăшăн сире яланах тав тумалла.” 
Çапла çырнă 1982 çулхи раштав уйăхĕнче пулас театровед Кирилл Кириллов Мускаври Щепкин ячĕллĕ театр училищин студентки Надежда Степанова патне. Вăхăт çитнĕ те – вĕсем пĕрлешнĕ: Йĕпреç тăрăхĕнчи Чăрăшкасси хĕрĕ Кириллова хушамата илсе Пушкăртстанри Кăтаймас кинĕ пулса тăнă. 1983 çултанпах К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçлет Надежда Кириллова, унтанпа вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки ята, Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ премие тивĕçнĕ. Кирилл Кириллов мăшăрĕн пултарулăхĕ пирки уйрăммăн пĕр тĕпчев те çырман, çапах та "Илемре шыратăп вăййăма...” статйинче вăл йĕркесен хушшинче те пулин ăна асрах тытса тăнă: " Вунă çул çитрĕ щепкинец-смирновецсем тăван театра таврăнни. Студент çулĕсенчех палăрнă курс паян тĕп театрти репертуара хăй сăнне-тĕсне тĕвĕлесе çитерчĕ. Утăмĕ-ÿсĕмĕ те тĕрлĕрен, шыравĕ те.”
Надежда Кириллова театрта мĕн ĕçлеме пуçланăранпах хăйĕн çул-йĕрне шыранă, юлашкинчен шалти чун хăватне ПОЭЗИРЕ кăтартма хевте çитернĕ. Спектакльсенче вылянă хушăрах вăл сăвă кĕввине кăмăллакансене, чăваш шухăш-туйăмне тарăнрах пĕлес текенсене хăй тавра пухса поэзи каçĕсем йĕркелет. Асăмрах – вăхăтсăр çĕре кĕнĕ мăшăрĕн Кирилл Кирилловăн "Чун кирлĕ, чун!” кĕнекине 2006 çулта хăй хатĕрлесе кăларнă хыççăн йĕркеленĕ уяв; 2008 çулта ирттернĕ "Хальхи самана...” спектакль. Кăçал та куракан валли çĕнĕ парне пур Надежда Кирилловăн: ку хутĕнче вăл редакцие чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртекен "Ман поэзи театрĕ” бенефиса чĕнекен йыхрав хучĕпе килчĕ.
– Уяв каçĕ шăп та лăп эс çуралнă кун иртет пулас.
– Çук та, çук та мар...
– Тем ăнлансах çитермелле мар.
– Тĕрĕссипе эпĕ чÿк уйăхĕн 6-мĕшĕнче çуралнă, паспорт çине вара ноябрĕн 16-мĕшĕнче тесе çыртарнă. Çуралнă куна килте хам çут тĕнчене килнĕ кунах уявлатпăр. Хут çинчи вара тус-юлташпа пухăнмалли тепĕр сăлтав.
– Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕ чăвашшăн ахаль кун мар. Чĕлхе çине тÿрех Çеçпĕл Мишши ячĕ килет, ун палăкĕ умĕнче çулсерен ирттерекен митингсем... СССР халăх артистки пирĕн юратнă Вера Кузьмина та çак кун çуралманччĕ-и-ха?
– Вăл та хут тăрăх кăна. Тĕрĕссипе Вера Кузьминична чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче çуралнă.
– Интере-е-еслĕ. Çапах та пултарулăх каçне эсир те хут тăрăхах ирттерме палăртнă пулса тухать. Çав официоз тĕркешĕвĕнчен хăтăлма пурнăçра никама та çăмăлах мар пулас...
– Мĕн тăвас тетĕн? Хут тăрăх пурăнатпăр. Çапах та ку мана хам тăвас ĕçсене пурнăçлама чăрмантармасть. Тав, пултарулăх çыннине йĕри-тавра хупласа хумасть çав хут тени. Мана пулăшакансем тупăнсах пыраççĕ. Ахаль çынсем хавхалантарнине кура Турри те çул уçса пырать тесе шутлатăп.
– Хăв кама пулăшатăн?
– Чи малтанах хам ачасемшĕн тăрăшатăп. Вĕсемшĕн май çук çĕртенех май тупма пултаратăп. Эпĕ пысăк пуçлăх мар пулин те хам пата пынă çынсемпе калаçма, вĕсене пулăшма тăрăшатăп. Тĕл пулусене чĕнеççĕ те хаваспах килĕшетĕп. Тепĕр чух вăхăт çитменни чăрмантарать. Çапах та ăна йĕркелесси йывăр япалах мар. Эпир Вера Кузьминичнăпа нумай çÿренĕ. Казахстана, Мускава, Питĕре тĕл пулусене кайнă. Пур çĕре те ĕлкĕресси йăлтах вăхăтпа епле усă курма пĕлнинчен килет.
– Эсĕ поэзие юратнине пĕлетĕп. Хăçан е ăçтан пуçланчĕ ку юрату?
– Шупашкара театра килсен темĕнле пушăлăха туйса илтĕм. Мускавра вĕреннĕ чух çав тери нумай ĕçленĕ, вылянă та. Кунта вара вăхăт нумаййи пусахлама пуçларĕ. Рольсем çук... Анне хăнана килсен те: "Алă усса лараймастăп, алсиш çыхмалли те пулин пар-ха”, – тени те мана мĕн те пулин тума хистерĕ пулас. Республикăмăрти Театр ĕçченĕсен союзĕ çулсерен "Пĕр актер ăсталăхĕ” конкурс ирттерме тытăнсан ун урлă хамăн пултарулăха кăтартма пуçларăм. Ак ăçта вăл ирĕклĕх! Композицисене хăвах йĕркелетĕн, йăлтах мĕн килĕшнине кăна суйлатăн, лайăх материал хатĕрлетĕн... Чуна тасататăн. Çунатланса каятăн. Лайăххи, лайăх литература кăмăла çĕклет, ăшăтса тăрать. Чун вырăнĕ çавăнта пулнине ăнланса илетĕн.
– Кунта ирĕксĕртен тенĕ пек Кирилл Кириллов пĕтĕм чăваш театрне: "Чун кирлĕ, чун!..” – тесе чĕнсе калани аса килет. Никамран малтан эсĕ илтнĕ пек туйăнать вăл кăшкăрнине. Мĕнпе илĕртрĕ сана пулас мăшăру;
– Шухăшлавĕпе. Калаçăвĕпе. Ăна итлесе тăранма çукчĕ. Эпĕ ун пек çын курман, ун пек чăваш ачине тĕл пулман. Çирĕм иккĕреччĕ ун чух. Поэзие тарăннăн ăнланма та вăлах вĕрентрĕ. Вознесенские, Евтушенкăна, Смелякова юрататчĕ, сăввисене пăхмасăр калатчĕ. Айхие килĕштеретчĕ, уйрăмах "Франци поэчĕсем” куçару кĕнекине чаплă тесе хаклатчĕ. Геннадий Николаевича Андрей Тарковскипе танлаштаратчĕ.
– Кирилл Демьянович сăн ÿкерчĕкĕсене сăнатăн та çивĕч ăсĕпе пĕрлех унра ниçта шăнăçайми шухăлăхĕ те пуррине асăрхатăн. Çав шухăлăх хăратмарĕ-и сана?
– Ун пирки эп шухăшламан та. Питĕ интереслĕччĕ Кирилпа. Кайран ун шухăлăхне куртăм ĕнтĕ...
– Мĕнре палăратчĕ вăл?
– Хăрушлăха пăхмасăрах хăрушлăх енне каçса кайма пултарнинче. Чăваш проблемисем чунне ыраттаратчĕç. Вĕсем пирки вăл манпа та вирлĕ калаçатчĕ. Хăй пысăк пуçлăхсене ăнлантарайманнине манпа сÿтсе явса чунне яр уçатчĕ. Мĕншĕн Шупашкарта Çеçпĕл Мишшин бюстне кăна лартнă, палăка тивĕçлĕ мар-им пирĕн поэт? Чăваш театрĕн проблемисем те канăç памастчĕç ăна. Мĕншĕн пирĕн выляв меслечĕ пĕртте малалла аталанаймасть? Мĕншĕн репертуар яланах пĕр евĕрлĕ?
– Ку ыйтусене вăл хăйĕн статйисенче те никам пек мар çивĕч хускататчĕ...
– Çавăнпа та ун вил тăпри çинчи палăк çине "Театр – юратăвăм ман” тесе çыртартăмăр. Ун сăмахĕсемех вĕсем.
– Артисткăсем час-часах хăйсен хĕр чухнехи хушамачĕсенех хăвараççĕ. Эсĕ мĕншĕн улăштарас терĕн?
– Кирилл мана хăйпе пĕр хушаматлă куратчĕ. Тата эпĕ Мефодьевна-çке-ха. Кирилпа Мефодий уйрăлми ятсем пулнине те шута илтĕм ун чух. Халĕ Степанова хушаматпа та усă куратăп, статьясем çырнă чух. Ахаль çыншăн та, вулаканшăн та артистка вăл – артистка, театр критикĕ – театр критикĕ.
– Эсĕ ятарласа театр ÿнерне тĕпчеме тепĕр хут вĕренме тытăннине илтнĕччĕ. Мĕн енĕпе специализациленетĕн?
– Санкт-Петербургри театр академийĕн театровед-менеджер уйрăмĕнче вĕренетĕп.
– Вĕренме интереслĕ-и?
– Паллах. Йывăр, анчах та килĕшет. Преподавательсем те эпĕ хавхаланнине кура савăнаççĕ, çавăн пек çынсем кирлĕ теççĕ. Çак таранччен ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртетĕп-çке эпĕ. 1985 çултах театроведени енĕпе каясшăнччĕ. Ун чух ниепле те май пулмарĕ. Каярахпа Кирилăн хăйĕн Мускавра кандидат диссертацине хÿтĕлемелле пулчĕ. Ачасем пĕчĕк... Эпĕ яланах çемьере вĕсем нумай пулмалла тесе шутланă. Хамăн вара икĕ ача çуратнипех çырлахма тиврĕ.
– Ачăрсем ÿсрĕç те пулĕ?
– Хĕрĕмпе пĕрле вĕренетпĕр, пĕр академирех. Вăл кăшт урăхларах специализаципе кайрĕ, пĕтĕмĕшле театроведенипе. Тĕплĕнрех, тарăнрах тĕпчеме. Ашшĕ йĕрĕпе.
– Ăна ку çул килĕшет-и?
– Питĕ килĕшет. Кунсăр пуçне вăл акăлчанпа нимĕç чĕлхисене вĕренсе тăваттăмĕш курса çитрĕ. Германире стажировкăра та пулчĕ.
– Ывăлăр хăш профессие суйларĕ?
– Вăл Мускаври пĕр университетра экономика уйрăмĕнче вĕренет.
– Турри хăй пулăшать пулас сире.
– Пуçламăшĕнче йывăрччĕ. Майĕпен ура çине тăрса пыратпăр.
– Сире пĕр-пĕрне ăнланма та çăмăл ĕнтĕ. Пурте студентсем...
– Пĕр-пĕринчен мĕнле вĕреннине ыйтсах тăратпăр. Сан мĕнле? Ун мĕнле? Çав тери интереслĕ – пурте экзамен тытатпăр.
– Ачăрсем бенефис каçне пыраççĕ-и?
– Ман çуралнă кун тĕл пулатпăр, ларатпăр, калаçатпăр... Кайран пĕрин Мускава, теприн Санкт-Петербурга каймалла-çке. Ытти поэзи каçĕсенче пулнă. Çапах та эпĕ сцена çинче вылянине пăхса ларма çăмăл мар вĕсене. Мĕнле те пулин кăлтăк сиксе тухасран пăшăрханаççĕ.
– Кăçалхи поэзи каçĕ шучĕпе миçемĕш пулать тата ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?
– Çиччĕмĕш. Халь опыт пур ĕнтĕ, ытлашшиех пăшăрханмастăп. Ку хутĕнче малтанхисемсĕр пуçне Петĕр Хусанкайăн "Тилли юррисене” вулатăп.
– Ăнăçу сунатăп. Сан уявна халăх йышлă пухăнтăр. Тата ахальли мар. Итлеме пĕлекенни. Поэзие юратаканни.

Римма ПРОКОПЬЕВА
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 542 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/3 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz