Юнкун, 06.11.2024, 02:21
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Çу » 19 » "Хура çăкăр" роман авторĕ - 95 çулта
"Хура çăкăр" роман авторĕ - 95 çулта
12:09
Сăн ÿкерчĕк
Илпек Микулайĕ (Николай Филиппович Ильбеков) (1915-1981 çç.) çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Чăваш литературипе культурин паллă ĕçченĕ. Чăваш халăх çыравçи‚ проза ăсти‚ публицисчĕ ЧР Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх пединститутĕнчен вĕренсе тухнă. Учительте‚ хаçат-журнал редакцийĕсенче‚ кĕнеке издательствинче ĕçленĕ. Вăрçăра пулнă.
Садсем чечекре, сенкер тỹпере кулса пăхакан сарă хĕвел çут çанталăка татах та илемлетет. Шăпах çак ытарма çук савăк вăхăтра тăхăрвунă çул каялла çут тĕнчене килнĕ те ĕнтĕ Илпек Микулайĕ _ Чăваш халăх писателĕ, вилĕмсĕр "Хура çăкăр" роман авторĕ. 
Литература ĕçне XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче тытăннă. Паллă кĕнекисем: "Эпир совет салтакĕсем”‚ "Тăватă кун”‚ "Сурпан”‚ "Хура çăкăр”… Вырăсларан чăвашла куçарас тĕлĕшпе те нумай ĕçленĕ. В. Каверинăн "Икĕ капитан” романне‚ Н. Гоголĕн "Вилĕ чунсем” сыпăкĕсене‚ Чехов‚ Франко‚ Горький… калавĕсене куçарнă.
Илпек тени ытлăх-çитлĕхе пĕлтерет. Чăнах та, Николай Филипповичăн кăмăлĕ-талайĕ яланах ытлă-çитлĕччĕ. Такам валли те ăшă тупăнатчĕ унта. Сиплĕхлĕ ăшă, пархатарлă ăшă. Хăйĕн вăрăм мар кун-çулĕн вунпĕр çулне Николай Филиппович Тăван çĕршывăмăра алла хĕç-пăшал тытса хỹтĕлес чыслă ĕçе панă. 1937 çулта салтак çи-пуçĕ тăхăннă та, 1948 çулчченех çарта тăнă, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Сталинград патĕнчи синкерлĕ çулсенчен пуçласах дивизи хаçачĕн редакторĕ пулнă, çапăçусенчи хăюлăхĕпе паттăрлăхĕшĕн Хĕрлĕ Çăлтăрпа Отечественнăй вăрçă орденĕсене, нумай медале тивĕçнĕ. Çакă мар-и ĕнтĕ пирĕншĕн чăн-чăн этем тĕслĕхĕ? Илпекĕн пултарулăх еткерĕ çав тери сумлă: ăсталăх ахах-мерченĕпе çиçсе тăракан калавĕсемпе новеллисем, шухăш-туйăм сулмаклăхĕпе тыткăнлакан "Хура çăкăрпа" "Тимĕр" романĕсем, Тăван çĕршыв ĕçченĕсен кăмăл пуянлăхне мухтакан повеçсем, тăван çырулăх малашлăхĕшĕн хыпса-çунса хайланă статйисем, чун хĕлхемĕпе шăрçаланă очеркĕсем.. Унтан тата куçарури ĕçне-хĕлне те шута илмелле: Илпек В.Каверинăн "Икĕ капитан", И.Вазовăн "Пусмăрта" романĕсене, М.Горький, И.Франко, А.Чехов, Л.Кассиль, Ю.Сотник тата ыттисем çырнисене чăваш чĕлхин сĕткенлĕхне пилленĕ. 
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 1316 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 4
Хăнасем 4
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz