Паян, кăрлачăн 15-мĕшĕнче, И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш педагогика университетĕнче «Чăваш сăмахлăхĕпе халăхăн йăла ăспурлăхне тĕпчесе вĕрентмелли ăслайсем» ятлă Атăлпа Урал хутлăхĕнчи ăслăлăхпа хăнăху конференцийĕ иртрĕ. Ăна Виталий Петрович Станьял 70 çула çитнĕ ячĕпе ирттерчĕç. Паллă ăсчах, çыравçă, вĕрентӳçĕ, таврапĕлӳçĕ тата халăх ĕçĕн хастарĕ хут тăрăх 1940 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çуралнă. Ăслăлăхпа хăнăху конференцийĕ шăп кăнтăрла пуçланчĕ — ăна Андреева Елизавета Александровна, чăваш филологи факультечĕн деканĕ уçрĕ. Вăл конференци йĕркипе паллаштарчĕ — кашни хутшăнакан вĕрентевçе ĕнентерӳ хучĕ пама, кашни доклада кĕнекепе пичетлесе кăларма шантарчĕ. Ун хыççăн Виталий Петрович сăмах илчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл пособисене хатĕрлес ыйту çинче кĕскен чарăнса тăчĕ. «Кĕнекене кăларсан ун усси пултăр, ахаль шыв юхтарни ан пултăр. Усăллă пултăр. Хăш-пĕрисем ахаль шыв юхтараççĕ çеç», — терĕ. Нумай пулмасть пулса иртнĕ пăтăрмахпа та паллаштарчĕ — вăл пыракан машин умĕн «чăнкă» "Mersedes" машинлă сĕмсĕр кĕрсе кайрĕ тет. Сăпайлăхĕ пĕрре те юлман тет — мана та хисеплемесĕр сĕкĕнсе кĕрсе кайрĕ тет, çуран çынна та чутах таптатчĕ тет. «Çитет сĕмсĕрсене çул парса!» — тесе вĕçлерĕ вăл хăй шухăшне. Хăйĕн сăмахне вара «Тав тăватăп» тесе вĕçлерĕ. 5-мĕш курсра вĕренекен студентсем тухса ăна саламланă хыççăн конференцийĕн ум пайĕ вĕçленчĕ те çынсем секцисем тăрăх пайланчĕç. Конференцире тĕрлĕ ыйтусене çутатрĕç. Пĕр секци вăтам шкул программинче тăван сăмахлăха вĕрентессипе пулчĕ, тепри — тăван чĕлхен ытарайми илемĕпе çыхăннă. Уйрăмах пысăк ушкăн виççĕмĕш секцине пухăнчĕ — кунта тăван чĕлхепе сăмахлăх вĕрентĕвĕнчи çĕнĕ ăслайĕсене (технологийĕсене) çутатрĕç. Ку секцири хăш-пĕр темăсем: «А. Артемьевăн «Симĕс ылтăн» повеçне проект мелĕпе вĕрентесси», «V класра çыру ĕçĕсем çырнă чухне çĕнĕ технологисемпе усă курасси», «К.В. Иванов пурнăçĕпе пултарулăхне çĕнĕ ăслайсемпе вĕрентесси», т.ыт те. Тăваттăмĕш секцире вырăнти историпе ăспурлăх çыннăн элтешлĕхне (воспитанине) çирĕплетмелли никĕс пирки сăмах пулчĕ. Ушкăнсен ларăвĕсем вĕçленсен 14 сехетре пĕрлехи лару пуçланчĕ. Вăл университетăн тĕп корпусĕнчи акт пӳлĕмĕнче иртрĕ. Пĕрлехи ларăва ертсе пыраканни Евдокия Александровна пулчĕ. Чи малтан сăмаха университет деканĕн çумĕ Шуканов А.А профессор илчĕ. Вăлах пĕрлехи ларăва уçрĕ. Виталий Петрович ĕçне ырă енчен асăнчĕ. Чăваш халăх академине уçни, ăна йĕркелесе яни нимĕнпе те виçейми пархатарлă ĕç тесе палăртрĕ Александр Андреевич. Ун шучĕпе Виталий Петрович хăй шутламан пулин те Константин Иванов, Петĕр Хусанкай, Илпек Микулайĕ тата ытти чăваш культурине çӳллĕ шая çитерме пултарнă чаплă çынсемпе тăма пултарнă. Мĕншĕн? Виталий Петрович çав чаплă çынсен пултарулăхне, вĕсен ĕçне халăха çитерме пултарнă. Сăмаха вĕçленĕ май Шуканов А.А. Университет кăларнă хушăва вуласа пачĕ — хут тăрăх Виталий Петрович Станьяла хисеплĕ грамота пама йышăннă тата пархатарлă ĕçне хисеплесе пĕр ĕç укçи виçеллĕ хистевлĕ преми памалла тунă. Пленарлă ларăвĕн иккĕмĕш доклад калаканĕ Светлана Владимировна Петрова пулчĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕн çумĕ хăйĕн сăмахĕнче «... пирĕн республикăра культура, ăслăлăх, вĕрентӳ тĕлĕшĕнчен тăрăшакан хисеплĕ çынсем чылай. Çак сумлă çынсем хушшинче Виталий Петрович Станьялăн хăйĕн вырăнĕ. Ăна ыттисемпе пăтраштарма май çук. Виталий Петрович хăйĕн поведенийĕпех пурне те мĕнле тытмаллине вĕрентет. Унăн тыткаларăшĕнченех курăнать — пуçра шухăш пур пулсан ăна калама хăрамалла маррине кăтартать. Паллах, меллĕ çын тееймĕн ăна. Вăл эмоцисем. Анчах та кайран, шутласа илсен, тăван халăхшăн тăрăшатăн пулсан, ун чĕлхи аталанăвĕшĕн ĕçлетĕн пулсан — çавнашкал çын кирлине туйса илетĕн.» —терĕ. С.В. Петрова та Станьяла хисеп грамоти пани пирки пĕлтерчĕ. Ку хутĕнче — Вĕренӳ Министерствинчен. Хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май Светлана Владимировна юбиляра 100 çула çитме сунчĕ. Виталий Петрович ăна тав сăмахĕ каласа паянхи «Хыпарти» статьян (15.01.2010 кунта тухнă Г. Дегтярёв çырнă «Пĕр кун та сиктермесĕр пурăнат-и?» статья) ятне кăтартса «кун сиктермесĕр пурăнма» шантарчĕ. Малалла Метин Петр Николаевич сăмах илчĕ. Вăл Виталий Петрович пурнăçĕпе пултарулăхĕнчи тĕп йĕрĕсем пирки каласа пачĕ. Петр Николаевич Станьял хăйĕн çӳпçинче 300 ытла ырă-хаяр ячĕсене упрани пирки пĕлтерчĕ. Вĕсене халăха çитерни лайăх пулĕччĕ ĕнтĕ. Маллалла çавăн пекех Атнер Петрович Хусанкай, ЧППУн литература кафедрин доценчĕ Александр Иванович Мефодьев, Евгений Евстафьевич Ерагин сăмах илчĕç. Вĕсем пурте Виталий Петровича уяв ячĕпе саламларĕç, хăйсен доклачĕсене каларĕç. Пĕрлехи лару вĕçнелле Виталий Петровича килнĕ хăнасем саламларĕç, парнесем пачĕç. Студенсемпе шкул ачисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Шупашкар, Элĕк, Шăмăршă, Канаш районĕнчи тата ытти тăрăхри çынсем ăшă сăмахсем каларĕç, хăй вăхăтĕнче вĕсене вĕрентнишĕн, çутă çăлтăр пек ялкăшса çул уçса панишĕн тав сăмахĕсем каларĕç. Аякри хăнасем те чылай пулчĕç — сăмахран, Чĕмпĕртен килнĕ хăнасем Майна районĕнчи чăвашсене çухалса каясран çăлса хăварнăшăн тав сăмахĕ каларĕç. Слон пек вăйлă, юман пек çирĕп пулма сунчĕç.
Çыпăçтарнисем: |