Станьял Виталий Петрович (чăн хушамачĕ Никитин), — сăвăç, публицист, литературовед, академик. 1940 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Сĕнтĕр ялĕнче çуралнă.
Кун-çулĕ
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен (1962), И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалах университечĕн аспиратуринчен (1972) вĕренсе тухнă.
Чылай вăхăт «Коммунизм Ялавĕ» (Хыпар), «Çамрăк коммунист», «Советская Чувашия» хаçатсенче ĕçленĕ. Каçал, Шăмăршă, Шупашкар районĕсенчи вăтам шкулсенче вĕрентнĕ.
И.Н. Ульянов ячĕллĕ университетра чăваш литературипе фольклор кафедрин ертӳçинче, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче пай пуçлăхĕнче ĕçлет.
Чăваш литературипе тата культурипе 5-10 классем валли вĕренӳ кĕнекисем кăларнă.
1991 çултанпа Чăваш тавра пĕлӳçисен пĕрлĕхĕн ертӳçи, 1992 çултанпа Чăваш халăх академийĕн вице-президенчĕ.