Ытларикун, 26.11.2024, 14:53
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Кăрлач » 28
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш чĕлхи вилнĕ тесе палăк лартар! Эп чăваш чĕлхишĕн тесе кăкăра çапса кăшкăракан карма çăварсемшĕн пухăнма тепĕр вырăн пултăр. 
ЮНЕСКО пĕрлешӳ чăваш чĕлхи вилекен чĕлхесен шутне кĕртни çулталăк çитрĕ пулин те тăван чĕлхемĕре упрас тесе нимĕн йышăннине те туймарăмăр. Хăть ялта, хăть хулара. Ăçтан туяс-ха? Трибуна çинчен сурчăк сирпĕтсе чăвашлăхшăн «тăрăшакан» çынсем халăх умĕнчен пăрăнсанах вырăс чĕлхипе кăна усă кураççĕ. Пирĕн, чăвашсен тĕлĕнмелле ăссăр ен пур - виçĕ чăваш пухăнсан вырăсла пуплешни. Те пĕр-пĕрне ăнланмасран хăраççĕ вĕсем? Чăвашлăхшăн «тăрăшакан» журналистсем те вырăсла çырма меллĕрех, шухăша тарăнрах уçса пама, паянхи куна тивĕçлĕрех çырма май пур тесе хăйсен тавракурăмĕ вăйсăррине, хĕсĕккине пытарма тăрăшаççĕ. Пирĕн кăна (чăвашсен) пур пуху та, пур конференци те вырăсла иртет! 
Халĕ мана хăшĕ-пĕри эпĕ чăваш чĕлхишĕн мĕн кăна тумарăм тесе пӳлме пултарĕ. Чăнласах та мĕн те пулин тăвакансене пӳрнепе шутласа кăларма пулать. Пĕри ниме пăхмасăр ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 807 | Хăçан хушнă: 28.01.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (2)

Сăн ÿкерчĕк
Шупашкар 2010 çула çĕнĕ гимнпа кĕчĕ: Шупашкар хула депутачĕсенчен, пултарулăх çыннисенчен йĕркеленĕ комисси гимн конкурсне килнĕ 55 ĕçе пăхса тухнă хыççăн Чăваш халăх сăвăçи Порфирий Афанасьев сăввипе Раççей халăх артисчĕ Филипп Лукин кĕвĕленĕ «Шупашкар» юрă çĕнтернĕ тесе йышăннă.

Гимна хула депутачĕсем пĕр саслăн йышăннă, çĕнĕ гимн вырăнне çирĕплетнĕ. Шел те, хальлĕхе ăна хула сайчĕнче тупма май çук — унта Анатолий Кипеч сăввипе кĕвĕленĕ Г. Максимов юрри çеç...

Ку гимн пирки çыравçăсем хушшинче тытăçу та пулса иртнĕ иккен — Порфирий Афанасьева плагиатшăн айăплаççĕ.

«Чăваш халăх сайчĕ" пĕлтернĕ тăрăх хатĕрленĕ.
Миçе çын пăхнă: 617 | Хăçан хушнă: 28.01.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz