Анат Камăра чăваш гимназийĕ уçăлнăранпа кăçал 10 çул çитрĕ. Юбилее ноябрь уйăхĕнче анлăн палăртма йышăннă. Чăваш гимназийĕ халĕ Раççейĕпех паллă шкул. Вăл уçăличчен хулара чăваш вырсарни шкулĕ (1991 çулта ноябрĕн 24-мĕшĕнче Тутар вырсарни шкулĕн филиалĕ майлă йĕркеленнĕ) ĕçленĕ. Чăваш вырсарни шкулĕ 1996 çулчченех ятне улăштарман, 1996 çултан пуçласа 1998 çулччен вара – «Чувашская школа гуманитарно-эстетич еского профиля», 1998 çултан пуçласа 2000 çулччен «Чувашский центр внешкольной работы» ятпа çӳренĕ. 1999 çулта гимнази уçăлсан та вăл 2000 çултан пуçласа «Центр искусств и народных ремесел» ятпа 2008 çулхи сентябрь уйăхĕччен ĕçлерĕ. 1991 çул вĕçĕнче ĕçлеме пуçланă чăваш вырсарни шкулĕ гимнази уçма никĕс пулса тăчĕ. Мĕнле ĕçлеме пуçланă-ши чăваш вырсарни шкулĕ? Малтанхи утăмĕсем мĕнле пулнă-ши унăн? Пирвайхи вĕрентекенĕсем камсем-ши? 1989 çулхи декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Анат Камăра чăваш ентешлĕхĕ йĕркеленет. Вун ултă чăваш пĕрремĕш хут «Уралочка» павильонра пуçтарăнать. Вĕсене пухаканĕ – Наталья Александровна Зотеева. 1990 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче ентешлĕхĕн канашне суйлаççĕ. Председатель пулма Н.Зотеевăна палăртаççĕ, канаш членĕсене: С.Иванова, М.Егоровăна, В.Стратонова, В.Юнусовăна суйлаççĕ. Кунта малашне мĕнле ĕçсем тăвас ыйтусене сӳтсе явнă, ĕç планне тунă. Чăваш ентешлĕхĕ хăйĕн умне çакăн пек тĕллевсем лартнă: – авалхи йăла-йĕркесене çĕнĕрен чĕртесси; – чăваш чĕлхине, культурине аталантарасси; – чăваш юррисене, ташшисене вĕренесси, концертсем, спектакльсем лартасси; – чăваш библиотекине, музейне уçасси. Пĕчĕк библиотекăна йĕркелеме Н.Алексеевăпа А.Майорова, тавра пĕлӳ кĕтесне йĕркелеме В.Юнусовăна палăртаççĕ. Малтанах чăвашсене пĕрле пуçтарăнма чĕнсе «Ленинская правда» хаçатра чăваш журналисчĕ Владимир Ильич Данилов Наталья Зотеева ыйтнипе пĕлтерӳ-пĕчĕк статья пичетлет. Çак пĕлтерĕве вуласа пухăнать те 16 чăваш. Январь уйăхĕнчен пуçласа хулари чăвашсем час-часах пĕрле пуçтарăнса тĕрлĕ ыйтусем çĕкленĕ, тăван халăх юррисене юрланă. Çак чăвашсенчен «Шăнкăрав» ансамбль йĕркелет те профессиллĕ музыкант Борис Петрович Никитин. «Шăнкăрав» ансамбль кĕске хушăра тĕрлĕ хуласенче гастрольте пулать. 1991 çулхи июлĕн 5-6-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри чăваш хĕрарăмĕсен I съезчĕ иртет. Ăна Чăваш обществипе культура центрĕн председателĕ, чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши тата Раиса Сарпи поэтесса ертсе пыраççĕ. Съезда пухăннисене тăван чĕлхене, культурăна халăх манса пыни пăшăрхантарать, тарăхтарать. Пухăва Анат Камăран Г.Спиридонова, Н.Зотеева, М.Егоровăпа Н.Алексеева хутшăнаççĕ. Съездра 29 пунктран тăракан резолюци йышăннă. 11-мĕш пунктра «Республика тулашĕнче наци шкулĕсем уçасси» пирки каланă. 9-мĕшĕнче «Тутарстанри чăвашсем валли чăвашла хаçатсем кăларасси» тата ытти те пур. Анат Кама хĕрарăмĕсем пухуран çĕнĕ ĕмĕт-шухăшсемпе таврăнаççĕ. Çав вăхăтрах чăваш шкулне уçас ĕмĕтпе те. Çапла вара Анат Камăра чăваш шкулне уçас ĕçре Б.Никитин, Чăваш обществипе культура центрĕн председателĕ Н.Зотеева тата унăн членĕсем Г.Спиридонова, Н.Ефремова, В.Юнусова, Н.Атряскин питĕ хастар пулнă. Хулари 44-мĕш ача садĕнче Валентина Илюхина чăваш ачисене тăван чĕлхепе пуплеме, сăвă калама вĕрентнĕ. 1992 çулхи кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Анат Кама хулин пуçлăхĕпе А.Галиахметовпа Вĕрентӳ управленийĕн ертӳçи Г.Толстогузов «20-мĕш шкулта чăваш вырсарни шкулне уçасси çинчен» 4-мĕш номерлĕ приказа алă пуснă. Директор ĕçне Николай Александрович Атряскин пурнăçлама тытăнать. Н.Атряскин вăл вăхăтрах хулари чăвашсем хушшинче палăрнă çын пулнă. Н.Атряскинăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ – халăха вĕрентес ĕçре чуна парса ĕçлеме хистекен тĕслĕх. Вăл чăваш чĕлхипе культурине аталантарас ĕçре пысăк вăй хучĕ. Николай Александрович ĕçе юратса ĕçлерĕ, кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ. Вырсарни шкулĕнче вăл тăрăшнипех вĕрентӳ пособийĕсемпе, илемлĕ литература кĕнекисемпе чăваш библиотеки пуянланнă. Хаклă çыннăмăр директорта ĕçленĕ пулсан та хăйне пысăка хумастчĕ, кашни вĕрентекенпе ăшă кăмăлпа калаçатчĕ, уроксене ирттерме усăллă канашсем паратчĕ. Хăй те хулари шкулсене çӳресе чăваш ачисене чăваш вырсарни шкулне вĕренме йыхăрнă, ашшĕ-амăшĕсемпе тăван чĕлхене манма юраманни çинчен сахал мар калаçнă. Николай Александрович тăрăшнипе кунта туслă педколлектив йĕркеленет, чăвашла вĕренес текенсен шучĕ ӳссех пырать. 1998 çулччен чăваш вырсарни шкулĕ 20-мĕш шкулта вырнаçнă пулнă. 1992-1993 вĕренӳ çулĕн вĕçĕ тĕлне чăваш шкулĕнче 230 вĕренекен шутланнă. Ача сачĕсенче – 8 ушкăн, шкулсенче – 6 класс, икĕ класра аслăрах çулхисем вĕреннĕ. 1992-1993 вĕренӳ çулĕнче чăваш вырсарни шкулĕнче Н.Зотеева, Г.Спиридонова, В.Илюхина, А.Бочкарева, Н.Илюкова, З.Дмитриева, Л.Савастьянова, М.Егорова, Н.Пильщиков, С.Иванов, В.Никитина, И.Андреева, А.Спиридонова, Н.Ильмукова ĕçлеççĕ. 1993-1994 вĕренӳ çулĕнче 36 класра 350 чăваш ачи вĕреннĕ. Хулари 11,14,20,21, 27-29-мĕш шкулсенче 19 класра чăвашла вĕрентнĕ. Çак шутрах виçĕ класра аслăраххисем вĕреннĕ. 10,13,17,32-35,37,4 2, 44,46,65,79,82-мĕш ача сачĕсенче чăваш ушкăнĕсем уçăлнă. Вĕрентекенсем те нумайăн. Çак шутра: Н.Зинькина,Т.Синдим ирова, Д.Алексеева, И. Евлентьева, В. Шумкова, Т.Смалькова, С.Иванова, И.Арзамасцева, Ю.Евдокимова, С.Охотникова, Г.Лебедева, Г.Волкова, Н.Ильина, Т.Филиппова, Г.Малькова, Р.Мурзина, В.Маркина, Т.Альдиванова, Л.Гуслярова, В.Какарова. Шкулсенче шăматкунпа вырсарникун эрнере пĕр хутчен, ача сачĕсенче – расписани тăрăх 4 е 5 сехет вĕрентнĕ. Чăваш вырсарни шкулĕнче чăваш чĕлхине, сăмахлăхне, историпе культурине, юрри-кĕввине, ӳнер ăсталăхне вĕренмелле пулнă. Хăйсен вĕрентес ăсталăхне ача сачĕсенче З.Дмитриева (42-мĕш ача сачĕ), Н.Ефремова (46-мĕш ача сачĕ), И.Арзамасцева (48-мĕш ача сачĕ), И.Андреева (10-мĕш ача сачĕ) С.Тимофеева (38-мĕш ача сачĕ), шкулсенче – Л. Пучкинăпа Г.Лебедева (20-мĕш шкулта), М.Егорова (11-мĕш шкулта) уçă уроксем ирттерсе кăтартнă. Вĕренӳ урокĕсемпе класс тулашĕнчи мероприятисемсĕр пуçне Чăваш обществипе культурин центрĕ «Шăнкăрав» ансамбльпе пĕрле тата халăх уявĕсене ирттернине хула администрацийĕн ертӳçисемпе Чăваш Республикинчен килнĕ хăнасем пысăк хак параççĕ. Çак вăхăтрах Шупашкартан Раиса Сарпи, Виталий Станьял, Маргарита Туринге, Иван Христофоров Анат Камăри чăваш вырсарни шкулĕпе, Чăваш обществипе культура центрĕн ĕçĕсемпе паллашаççĕ. Чăваш вырсарни шкулĕнче «Илем», «Çеçпĕл», «Чечек» ансамбльсем уçăлнă. Октябрĕн 3-мĕшĕнче 20-мĕш, октябрĕн 10-мĕшĕнче 21-мĕш шкулсенче чăваш класĕсем уçăлнă ятпа «Пĕрремĕш шăнкăрав» уяв иртет. Декабрĕн 25-мĕшĕнче – 14-мĕшпе 20-мĕш шкулсенче чăваш шкулĕ Çĕнĕ çул уявĕ ирттерет. Шупашкартан килнĕ хăнасем валли тепĕр хутчен 26-мĕшĕнче Çĕнĕ çул уявне тăваççĕ. Февралĕн 19-мĕшĕнче «Спортпа пур ача та туслă» ятлă мероприятире чăваш ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем ятарласа хутшăнаççĕ. Ку уява вăрçă ветеранĕсене те чыслăн кĕтсе илеççĕ чăваш шкулĕнче вĕрентекенсем. Февралĕн 26-мĕшĕнче 11-мĕшпе 21-мĕш шкулсенче ашшĕ-амăшсене халалланă ятарлă уяв пуçланнă. Чăвашла вĕренекен ачасем тата «Шăнкăрав» ансамбль Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне Мартăн 8-мĕшне халалласа мартăн 6-мĕшĕнче пысăк концертпа халăха савăнтараççĕ. Апрелĕн 24-мĕшĕнче чăваш ачисен Пĕрремĕш фестивалĕ иртет. Фестивальте çĕнтернĕ ачасен «Тантăш» ансамблĕ (ертӳçи Галина Спиридонова) 1994 çулта июнĕн 1-4-мĕшĕнче Чăваш Республикинче иртекен ачасен фестивальне хутшăнма тивĕçлĕ пулать. 1993-1994 вĕренӳ çулĕ вĕçне 55 ушкăнра 510 ача чăвашла вĕренет. Чăваш вырсарни шкулĕнче пурĕ 40 ытла вĕрентекен пулнă. Вĕсем – шкулсенче уйрăм предмета вĕрентекенсем е пуçламăш класс вĕрентекенĕсем, ача сачĕсенче ĕçлекен воспитательсем, пенсие тухнă ветерансем те чăваш шкулĕсенче вĕрентнĕ. Пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ Надежда Сергеевна Ефремова чăваш вырсарни шкулĕнче 1991-1996 çулсенче директор çумĕ пулса ĕçлерĕ. Çамрăк вĕрентекенсемшĕн чăн-чăн наставникчĕ, чăваш чĕлхипе культурине аталантарас тесе нумай тăрăшрĕ, вăл ертсе пынипе «Шăнкăрав» ансамбль Турккă çĕршывĕнче хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Пур мероприятисен сценарийĕсене йĕркелерĕ, Чăваш наципе культура обществин председателĕн çумĕ пулса нумай çул ĕçлерĕ. Каярах, темиçе çул чăваш вырсарни шкулĕн методистĕнче тăрăшрĕ. Анчах ĕмĕрĕ вăрăм пулмарĕ çав Надежда Сергеевнăн, 2003 çулта чирлесе çĕре кĕчĕ. Ячĕ, ырă ĕçĕсем чăваш халăхĕн асĕнче юлчĕç. Чăваш вырсарни шкулĕн малтанхи вĕрентӳ çулĕсем йывăрлăхсемсĕр пулманах: чăваш чĕлхипе литературине ятарласа вĕреннĕ специалистсем пулманпа пĕрех, методика пособийĕсем çитменни, чăваш чĕлхипе культурине вĕрентме ятарлă классем пулманни тата ытти те. Чăваш вырсарни шкулĕнче вĕрентекенсен пурин те тăван чĕлхене манма, çухалма парас мар текен шухăш пулнă. Çав вăхăтрах анаткамăсенчен çывăхри чăвашсем тĕслĕх илсе тăнă, вĕсенчен вĕренмелли нумай пулнă.
Çыпăçтарнисем: |