Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕн синкерлĕхне пĕрисем вăл Остер тапхăрĕнче /П.Бекшанский/, теприсем вара татах та маларах - Шупашкар тапхăрĕнчех /Н.Рубис/ - пуçланнă тесе шутлаççĕ. Маншăн юлашки шухăшĕ тĕрĕсрех пек туйăнать. Аса илер-ха поэтăн вилес умĕн хайланă сăввисене. Вĕсенче кашнинче пекех инçетри тăван çĕршĕн тунсăхлани, уншăн пăшăрханни-кулянни сисĕнет. "Паянтан” сăвăран:
Асап тăвĕ çине çар уран Çĕршыва çавăтса илсе карĕç. Шупашкар хÿмисен юнлă тарĕ Çĕмĕрнĕ чĕремре паянтан.
Поэт куçĕ умне Остер таврашĕнче те Шупашкар хÿмисем курăннă. Чăвашсем чул хÿме тесе тĕрмепе ун картине ытарлăн палăртнă. Юнлă тар тени вара тĕрмере ларакансен суран юнĕпе асап тарĕ тенине пĕлтерет. Эппин, тĕрмере ларнă вăхăт сăвăç чĕрине ĕмĕрлĕхех сусăрлатса хăварнă, унăн синкерлĕхĕ шăпах çав пулăмпа çыхăннă тени чăнах та тĕрĕсрех темелле. Çĕршыва Асап тăвĕ çине камсем илсе кайнине "Или! Или! Лама савахвани!..” сăвăран пĕлме пулать:
Таврара хурахсем ахăраççĕ, Тÿресем кăмăллăн кулкалаç. Çар уранлă çĕршыв макăрать-çке, Ун çине витĕнет тĕттĕм каç.
"Хурахсем” тесе поэт хура халăхпа патшалăха çаратакансене палăртни иккĕленÿсĕр пек. Тÿресем вара - влаçра ларакан "коммунизм бюрокрачĕсем” тата "тăнсăр такасем” /Çеçпĕл Мишши çак выльăхсемпе çар тата Чека çыннисене танлаштарнă/. Шăпах çавсем Чăваш çĕршывне 1920 çул вĕçĕпе 1921 çул пуçламăшĕнче "хĕрес çумне пăталаса лартаççĕ”, урăхла каласан синкерлĕ лару-тăрăва кĕртсе ÿкереççĕ. Кăштах хăш-пĕр фактпа паллашар. Продразверстка йĕркине Раççейре 1919 çулта кĕртеççĕ, унпа килĕшÿллĕн хресченĕн çитĕнтернĕ тыр-пулпа ытти апат çимĕçĕн пĕр пайне патшалăха памалла пулнă. Çавăнпа чылай чухне хресчен кил-йышĕн выçăллă-тутăллă пурăнма тивнĕ. 1920 çулта чăваш хресченĕсен кĕлечĕсене тырă ытти çулхинчен сахалрах кĕнĕ. Анчах Мускав куçĕнчен ÿкес килмен пуçлăхсем, пулăшу ыйтас вырăнне, продразвертска планне 136 процент таран тултарнă. Çак "çитĕнÿ” - Чăваш ревкомĕ /пуçлăхĕ Д.С.Элмень/ синкерлĕх енне пуснă пĕрремĕш утăм. Чăваш хресченĕсен çимелли хĕле кĕнĕ-кĕменех пĕтсе ларнă, çавна май хăшĕ-пĕри вăрлăхлăх тырра авăртма пуçланă. Иккĕмĕш /чи йăнăш/ утăм - Советсен VIII съезчĕ вăрлăха ытларах ял кĕлечĕсенче упрамалла тесе йышăнни. Кун хыççăн Чăваш автономи облаçĕн пуçлăхĕсем тунă синкерлĕ ĕçсен шутне çаксене кĕртмелле: 1/ хресченсене съезд йышăнăвĕн ырă пĕлтерĕшĕсене çителĕклĕ таран ăнлантарманни, ăнлантару вырăнне ытларах хăрату мелĕсемпе усă курни* 2/ ялсенчи коммунистсемпе вулăс пуçлăхĕсен сумĕ-хисепĕ тата хастарлăхĕ çителĕклĕ пулманни* 3/ автономи пуçлăхĕсен хушшинче класс кĕрешĕвĕ хĕрсе пыни, чăвашсен Октябрь революцийĕ пулман, çавăнпа та татăклă хирĕçÿ вăхăчĕ çитмеллех тесе ĕненни, çавна май хăйсене хирĕçле ĕçсене пурне те контрреволюципе танлаштарни* 4/ "Чаппан вăрçине” юри провокацилесе хĕтĕртни, пин çурă ытла салтака чĕнтерсе хресченсен шучĕпе тăрантса-çитерсе усрани* 5/ пăлхава хутшăннисене /пин çынна яхăн/ судсăр-мĕнсĕр персе пăрахни...
Списока татах та тăсма, кашни пунктне фактсемпе çирĕплетме пулать. Ахальтен мар Чулхула облаçĕпе Тутар республикинчи лару-тăру чылай çăмăлрах пулнă, вĕсен çĕрĕсем çине çумăр пĕр пĕрчĕ те ытлашши ÿкмен пулсассăн та кÿршĕсем Мускав панă продразверстка планне çав тери ирттерсе тултарман, вăрлăх пухмалли норми те чылай пĕчĕкрех пулнă. Çавсем лару-тăрăва хĕтĕртсе те çынсене хăратса хресчен тÿсĕмне вĕçне çитермен, пин çурă салтака чĕнсе илсе вĕсене "упшур командин” /XVIII ĕмĕрте чăваш ялĕсенче хресчен шучĕпе тăранса пурăннă патша салтакĕсем/ ĕçне тума ирĕк паман. Енчен те С.Элменпе унăн ушкăнĕ çав йăнăшсене туман пулсассăн Чăваш автономи облаçĕнчи выçлăх чылай çăмăлрах иртетчĕ, çăкăр татăкĕшĕн тĕнче касса çÿреме çĕр-çĕр пин çын таран тухса каймастчĕ... "Çар уранлă çĕршыв макăрать-çке” тесе çырнă чух Çеçпĕл Мишши çак синкерлĕхе туйса тата курса тăнă-тăр. Пăлхав шăпах вăл тĕрмере ларнă чух пулса иртнĕ-çке, Чека камерисене ун чухне пилĕк çĕре яхăн хресчен тытса хупнă, вĕсене хĕненĕ те асаплантарнă. Çеçпĕл Мишши çаксене пĕтĕмпех пĕлнĕ тата хăйĕн куçĕпе курнă. Çав тĕрме хÿмисем чăннипех юнлă тата тарлă пулни ăна пĕрре те иккĕлентермен. Поэт шăллĕн Гурий Кузьминăн "Пиччем çинчен” аса илÿ кĕнекинче /Шупашкар, 1973/ çапларах йĕркесем пур: "Комисси хваттерсем пăхса çÿренĕ вăхăт тĕлне облаçе йĕркелеме килнĕ ответлă ĕçри çынсен чылайăшĕн хваттерсем пулнă. Тĕслĕхрен: пĕри хальхи Хĕрлĕ площадьри икĕ хутлă йывăç çуртра пурăннă. Мишша çак çынна темшĕн, те тимĕр-кăвак утпа хула тăрăх кумса çÿренĕшĕн /ăна ĕçе те, ĕçрен килне те яланах рысакпа ăсататчĕç/, юратмастчĕ, совет чиновникĕ тетчĕ... Хваттерсене тĕрĕсленĕ чух çав çын комиссие çывăха та ярасшăн пулман, анчах комисси членĕсем вăйпах пырса кĕреççĕ те çаксем, арăмĕпе иккĕшĕ, икĕ хутлă çуртри пÿлĕмсене пĕтĕмпех хăйсем йышăннине курса тĕлĕнеççĕ. Мишша кун пек чух куçран каламасăр чăтаймастчĕ: "Ĕмĕтсемпе эсир, юлташ, пĕртте коммунист пек мар, улпут пек хăтланатăр, икĕ хутлă çурта иккĕн йышăннă та - комиссие хăрататăр. Сире, икĕ çынна, çÿлти хутне йышăнсан та керменте пурăннă пек пулать... аялти хута паянах хăвăр япалăрсенчен тасатăр, ыран кунта пысăк çемьеллĕ рабочи вырнаçать”, - тет Мишша. Ытлашши лаптăк пурри çинчен акт çыраççĕ те тухаççĕ комисси членĕсем”. Хăйĕн вырăсла çырнă аса илĕвĕнче Г.Кузьмин çав çыннăн должноçĕпе чăн хушаматне те палăртать, вăл облаç çар комиссарĕ И.Ефимов пулнă, каярах çав çын Шемшер хресченĕсене пăлхав çĕклеме провокациленĕ. "Пĕлетĕн-и, Коля, - тет Мишша, - конфискациленĕ япаласен складне тĕрĕсленĕ вăхăтра яваплă çынсем тунă преступленисене асăрхарăм, - Çеçпĕл каланине аса илет Гурий Кузьмич. - Темиçе кун каялла облчека председателĕ /И.Кадушин/ тата И.Ефимов килчĕç. Пĕрремĕшĕ хăй валли хăнтăр кĕрĕкĕ тата мăшăрĕ валли хаклă йышши тиртен çĕленĕ кĕрĕк илсе кайрĕ. Ефимов вара арăмĕ валли çеç. Ун кĕрĕкĕ те хаклă тиртенччĕ. Ефимов çакăн пек путсĕр ĕçсемпе çыхăннине ăнланатăп-ха, вăл тата тискертереххине те тума пултарать. Чека председателĕн хăтланкаларăшĕ вара пуçа вырнаçмасть. Эпĕ ку таранчченех çак аппаратра тĕрĕслĕхе сутман "кристалсем” ĕçлеççĕ тесе шухăшланă. Халĕ мĕн тумалла чыссăр çак çынсемпе?” - ыйтать Мишша. "Эсĕ вĕсене мĕн тума пултаратăн?” - кăсăкланать Николай. - Арестлеме пирĕн ирĕк çук. Парти обкомне тата ревкома пĕлтересси çеç юлать...” Çапла тăвать те ревтрибунал председателĕ. Ларура облвоенком питĕ хытă шавланă иккен, поэта элекçĕпе танлаштарнă, ăна ĕçрен кăларса яма хистесе калаçнă. Çак ĕç хыççăн Çеçпĕл Мишшине облчекара тата облвоенкоматра ĕçлекенсенчен хăшĕ-пĕри питĕ курайми пулса çитнĕ. Чи малтан кунта облчека председателĕн çумне, вăрттăнлăх пай пуçлăхне И.Маркова аса илмелле. Шăпах çав çын Çеçпĕле арестлесе шăршлă та нÿрĕ путвалта тертлентерет, сăлтавсăр-мĕнсĕр уйăх ытла тĕрмере усрать, поэтăн мĕн пур шанчăк-ĕмĕтне хуçать, кун кĕнекисене вуласа унăн чунне тислĕкпе варалать... Поэтшăн çав çынсем чăннипех хурах пек курăннă ĕнтĕ. Шăпах çавăн йышшисем Чăваш çĕршывне пăталаса йÿçĕ эрех ĕçтереççĕ, чăваш ирĕклĕхне тĕттĕм каçпа витеççĕ. Ефимовпа Марков - Шемшерте тăкăннă юншăн айăплă коммунистсем. Шăпах çав "пĕчĕк пилатсем” /Христоса Пилат хушнипе пăталанине асра тытса калатăп/ хушнипе хĕрĕх хресчене персе пăрахаççĕ, тăватă çĕрĕшне арестлесе тĕрмере асаплантараççĕ. Çеçпĕле асăннă çак фактсем хуçмаллипех хуçаççĕ. Вăл хăйĕншĕн мар, чăваш халăхĕшĕн, унăн ирĕклĕ те тулăх пурнăçĕшĕн çунса-ĕмĕтленсе пурăннă, 1921 çулта вара Чăваш çĕрĕ, унăн чĕлхи çĕр çинче пĕтсе пынине пуçĕпех ĕненме тытăннă, унăн малтанхи хавхалану поэзийĕ чун-чĕре ыратăвне чĕррĕн кăтартакан сăвăсемпе ылмашăннă. /Танлаштарма - паян пичетленекен ярăм. - Ред./. Çак тапхăрта пире Çеçпĕл йыхравĕ чăмăртанма, XXI ĕмĕрте те уйрăм халăх пек упранса юлма пулăшĕ. Чĕлхемĕре, тăван культурăмăра юратмалла пирĕн, çавсене Çеçпĕл Мишшинчен кая мар хисепе хумалла. Малалла, Çеçпĕл патне! Виталий РОДИОНОВ
Çыпăçтарнисем: |