Шăматкун, 21.12.2024, 09:35
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 13 » ÇЕÇПĔЛ ПАТĔНЧЕ
ÇЕÇПĔЛ ПАТĔНЧЕ
19:18
Сăн ÿкерчĕк
Остер хулине номерĕ çине 21 çырса хунă автобус пырса кĕнĕ кун сивĕ çумăр иртенпе пĕрĕхетчĕ. Кăçал августăн 7-мĕшĕнче пулса иртрĕ çакă. Пахча картисенчен туратти-тураттипе ĕлкĕрнĕ груша, абрикос усăнса анать, тăм пӳртсен пĕчĕк кантăкĕсем Гоголь калавĕсенчи Украинăри пейзажа куç умне кăлараççĕ. Десна юхан шывĕ тулли шывлă, вăл çак авалхи хулана хăйне евĕр илем кӳрсе тăрать.
Ĕç кунĕ пулсан та çынсăр пек туйăнчĕ пысăках мар хула, калăн, эпир килессине сиссе тарса-çухалса пĕтнĕ. Пурнăç чарăннă пекех туйăнать. Украина черетлĕ суйлав умĕн шăплăхра вăй пухать тейĕн...
КАМА КИРЛĔ?
Украинăра, Остер хулинчи çынсем хушшинче Çеçпĕл ята пĕлекенсем нумай. Ятне астăваççĕ те, хăйне маннă ĕнтĕ. Çакăнта ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă поэта вырăнти музейре кăна сума сăваççĕ. Мĕнпе танлаштарма пулать-ши çакна? Ленинпа пулĕ. Чĕлхере пур унăн ячĕ, ĕçĕсем вара пĕчĕккĕн манăçа тухаççĕ. Иртнĕ саманапа пĕрле вăл ятсем те, маларах пĕр çĕршывра пурăннă халăхсем хушшинчи туслăх та майпен ирĕлсе пынă пекех туйăнать. Çитĕнекен ăрушăн çĕршывăмăрăн пĕрлехи историйĕ, аслисем туптанă туслăх, ăс-тăн, пĕлӳ – ниме пĕлтермен япалана çаврăннишĕн хăш чух чун хурланать. Пĕр идеологие ним юлмиччен аркатса теприне тапратма вăй-хăват çитерейменнипе-и, ачасен воспитанийĕнче пирĕн пушă вырăнсем самай юлаççĕ. Çакăн çимĕçĕсене эпир ватăлсан хамăр çинче курасси куçкĕретех. 
ТАРАВАТЛĂХ
Çеçпĕлĕн çывăх тусĕ пулнă Федор Пакрышеньăн тăванĕ, маларах кунти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ шкул директорĕ пулнă, поэтсен еткерлĕхне упракансенчен пĕри Николай Перещ пирĕн делегацие пĕр-пĕччен кĕтсе илчĕ. Вăлах вырăнти лару-тăрупа паллаштарчĕ. Украинăра паян «вут тĕслисем» хуçаланаççĕ. Çавăнпа та кунта пире çăкăр-тăварпа кĕтсе илекенсем курăнмарĕç. Те хĕллехи газ конфликтне лайăх астунипе-и? Тĕрĕссипе те газ Украинăра, пирĕннипе танлаштарсан, самай хаклă...
Пакрышеньпе Çеçпĕле юнашар пытарнă. Халĕ кунта вырăнти культурăпа кану паркĕ. Вил тăприсене тирпейре тытаççĕ. Нумай пулмасть Çеçпĕлĕн мрамор плитине юсанă, никĕсне çирĕплетнĕ йĕрсем те пур. Çакна вырăнти влаçсене кăçал поэт çуралнăранпа 110 çул çитнине пĕлтерсен тунă терĕç. Ман шутпа, культурăпа кану паркĕнче ишĕлме пуçланă мемориал плити илемсĕр курăннипе (хула сăн-сăпатне начарлатнипе) тунă ку юсава. 
ÇĔНĔ ШĂПĂР
Выçăпа аптранă Атăлçири ентешĕсене Украинăран пулăшу ăсатакан поэт-трибун ĕçĕсем çине çĕнĕ власть урăхларах пăхать. Ющенко влаçа ларсан Янукович майлă пулнă Çеçпĕл ячĕллĕ шкул директорне ĕçрен кăларса яраççĕ. Тавра пĕлӳ музейĕнче пысăк пӳлĕм йышăнакан чăваш çыравçин экспозицине те «вăл кунта голодомор йĕркеленĕ» тесе пăсасшăн пулнă та, влаçри «вут тĕслисенчен» пĕрин амăшĕ, кунта пайтахранпах ĕçлекенскер, вĕсене тăна кĕртме пултарнă. Пăсман вара лешсем. Унсăрăн кашкăрпа тиллĕн типĕтнĕ кĕлеткисене, партизансенчен юлнă тутăхнă гильзăсене кăна пăхма тиветчĕ Остера курма килекенсен. Çеçпĕл – кунти музейре тĕп вырăн йышăнать. Мĕншĕн тесен унăн тĕллевĕ таса пулнă, вăл мĕнле власть хуçаланма килсен те пархатарлăхне çухатмасть – инкеке лекнисене пулăшасси – таса ăнтăлу. Çавăнпа Çеçпĕл мĕн тĕслĕ пулсан та хисепе тивĕç. Шел, анчах çакна пурте ăнлансах каймаççĕ. 
ПИЛĔК ÇУЛЛĂХ
Украина çĕршывĕ укçасăр аптрать паян, çакă аван сисĕнет. Кунта социаллă учрежденисене темиçе çул юсаман, медицинăра япăх лару-тăру (унсăрăн «сысна грипĕ» çавăн пек хăвăрт аталанса каймастчĕ). Лару-тăру пирĕн патри 1992-93 çулсенчи асар-писере аса илтерет, бюджетниксем «типĕ тытаççĕ». 
Чăн хуçа çукки те курăнать ĕнтĕ. «Вут тĕслĕ» революци вăхăтĕнче майданра ялав çĕклесе çӳренĕскерсем Остерта пысăк креслăсене йышăннă хыççăн кунта пачах урăхла пурнăç тытăннă. Тĕрĕслесе пăхсан хăш-пĕр аслă чиновниксен вăтам пĕлӳ илнине ĕнентерекен аттестат та çук иккен.
Пирĕнпе тĕл пулнă вырăнти депутат (Янукович партийĕнчен)каласа панă тăрăх, райканаш ларăвĕсенче майăн 9-мĕшĕнче Çĕнтерӳ кунне уявламаллипе уявламалла марри пирки тавлашаççĕ суйланчăксем. Халăхра пĕр шухăшлăх çук-тăк, тĕрлĕ политика партийĕсен витĕмĕ те вăйланать. 
ЧĔКЕÇСЕМ
Çеçпĕл вил тăприне курма та пилĕк çул хушшинче чăваш делегацийĕсем килмен. Апла эпир пĕрремĕш чĕкеçсем пултăмăр. Брянск облаçĕн чиккинче пирĕн çĕршыв таможнинче ĕçлекенсен кăмăлĕсем уяртасса кĕтсе нумай вăхăт ирттернине шута илмесен Çеçпĕл патне эпир хăвăрт çитрĕмĕр темелле. Чăнлăхшăн çакна та каламалла, çул çинчи чăрмавсене лартса пыракансем пире украинецсем мар (вĕсен «хаяр» гаишникĕсемпе хăратнă пулсан та), хамăр çĕршыври тĕрлĕ хĕс мет çыннисем пулчĕç. 
Украинăра та пĕрре чарчĕç. Малалла сăртлă-туллă çул çăмăлах мар, асăрхануллă пулăр тесе ăнлантарчĕç водителе ăнăçлă çул сунса вырăнти çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕсем. 
Кĕтсе илекен пире Çеçпĕл пурăннă, ĕçленĕ вырăнсене кăтартса çаврăнчĕ.
Поэт çакăннă çăка халĕ те ӳссе ларать. Ун пек вăрăм та паттăр çăкасем пирĕн патра ӳснине курман эпĕ, кăнтăрти тирĕк евĕр хулăн та тӳрĕ. Малтан ăна çак çăка айне пытарнă. Вăл вырăна советсен вăхăтĕнче карта тытнă пулнă, тирпейлесе тăнă. Халĕ ӳссе кайнă çум-курăк витĕр çав тĕле лартнă юпи те тăлăххăн курăнса тăрать. Пĕр сăмахпа каласан, никама та кирлĕ мар. 
ТУСЛĂХ АЛЛИ
Шупашкарти «Шуçăм» фольклор ансамблĕ Остерти Культура керменĕнче концерт кăтартрĕ. Концерт умĕн чăваш делегацийĕ Çеçпĕл Мишшипе Федор Пакрышень вил тăприсем умĕнче митинг ирттерчĕ. Эпир поэтсене асăнса пуç кăшăлĕсем, чечексем хутăмăр, Çеçпĕлĕн вилĕмсĕр сăввисене вуларăмăр, сăн ӳкерĕнтĕмĕр. Хамăра йĕркеллĕ, тивĕçлĕ кăтартрăмăр. 
Кану паркĕ витĕр иртсе çӳрекен сайра çынсем тухья-хушпу, шупăр тăхăннă палламан çынсене курса тĕлĕнсе пăхса иртсе каяççĕ: «Кам-ха, кам çак халăха пĕлет?..» 
Концертра чăвашсен йăли-йĕркисемпе, тумĕпе, чĕлхипе, историйĕпе тата, паллах, илемлĕ юррисемпе паллаштарчĕç артистсем курма килекенсене. Шел, вĕсен шучĕ 30-40 çынран иртмерĕ. Çапах концерт вĕçленсен пире кашни иккĕмĕш пырса тав турĕ, туслăха манманшăн, çыхăнусене татманшăн. Сахал пулсан та пур иккен-ха кунта чăвашсене астăвакансем, хисеплекенсем. Апла-тăк, шанчăк сӳнмест.
Тавтапуç элтепере Ультияра, пире çакăнта илсе килсе кăтартнăшăн.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 690 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz