Шăматкун, 21.12.2024, 09:46
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Чÿк » 13 » ÇЕÇПĔЛ МИШШИ ÇУРАЛНĂРАНПА 110 ÇУЛ
ÇЕÇПĔЛ МИШШИ ÇУРАЛНĂРАНПА 110 ÇУЛ
19:21
Сăн ÿкерчĕк

«ВИЛĔМЕ ХĂЙСЕМ ЧĔНМЕÇÇĔ ХУРÇĂ ШАНЧĂКЛĂ ÇЫНСЕМ...»

Çеçпĕле сума суса
Пурнăçра кашни хăна çав.
Шăпине кура çынна
Тепĕр чух мĕскер кăна-ши
Кăтартмасть çак самана?
* * *
Революци кĕр кĕрлерĕ
Аслатиллĕ сасăпа,
Кашнинех куçран хистерĕ:
– Эй, кала-ха, эс кампа?
Çиçĕм çиçрĕ, çĕр чĕтрерĕ,
Кунĕпе те çĕрĕпе.
Аçтаха пуçне çĕклерĕ,
Тавлашать çут тĕнчепе.
Пĕлĕтсем хура, синкерлĕ,
Чараймастăн тăвăла,
Тӳпене чăваш тинкернĕ,
Шухăшлать: мĕн тумалла?
Нишлисемшĕн кирлĕ хӳтлĕх
Ураран ӳкериччен.
Е тата: кам самăр ӳтлĕ,
Çавă шиклĕрех иккен.
Шурă, хĕрлĕ тĕслĕ çиçĕм
Тӳпере хĕресленет,
Ăшчикри асамлă сисĕм
Тимлĕрех пулма хистет.
 
Е çултан пăрăнмалла-и,
Выртмалла-и йăпшăнса,
Тăвăла парăнмалла-и, 
Пĕтмелле кӳтсе, шăнса?
Пӳлĕхçĕ пулсассăн, куртăр, –
Çук, пĕтесшĕн мар чăваш!
Утăм хыççăн утăм пултăр,
Тăвăлпа, чăваш, тавлаш!
Талпăнсам вут-çиçĕм витĕр
Малалла-тăк, малалла!
Çĕнĕ кун патне, тен, çитĕн
Сухапуç тытма алла.
Çĕнĕлле ака та тăвăн
Сывлăмпа эс çăвăнса,
Çĕнĕллех шăратăн сăвă
Чăн чăвашшăн савăнса.
* * *
Шухăшсем таçта вĕçеççĕ,
Аякка, инçе-инçе,
Тăшмансем чуна çиеççĕ, –
Пурнăç хĕлĕхĕ çинçе.
Тепĕр чух такăнтараççĕ
Юриех ура хурса,
Çавăнтах хăйсем тараççĕ,
Эс тӳрех сиксе тăрсан.
Элеклеççĕ, хĕтĕртеççĕ
Пĕр-пĕрне сăйла-сăйла,
Хут çине çырса тĕрлеççĕ
Тĕрлĕ тĕслĕ айăплав.
Шыв тумламĕ пĕчĕк çеç те,
Шăтарать çав вут чулне,
Ултавпа элек пӳлеççĕ
Çамрăк сăвăçăн çулне.
* * *
Сывă пултăр Шупашкарĕ,
Сывă пултăр Шăхасан, 
Пăравус салхун хашкарĕ
Чăваш Ен хыçа юлсан…
* * *
Вĕтĕ хум хускатнă тинĕс
Саламлать пек тăванла:
Тавçăрса илетĕн тин эс,
Тем каласшăн вĕт, тăнла!
* * *
Хуп-хура, сенкер е симĕс –
Тинĕс тĕсĕ тĕрлĕрен,
Тепĕр чух ирпе тип-тикĕс,
Лăпкăн, шăппăн тĕлĕрет.
Тулхăрса кайсассăн тинĕс
Çывхартмасть те хăй патне,
Ăнланма пуçлатăн тин эс
Иксĕлми хăватлăхне.
Лăпланса çитсессĕн хумĕ
Çăвăнма кĕме сĕнет,
Улшăнать сăрт-тăвăн тумĕ,
Таврара шăв-шав сӳнет.
Вĕç-хĕррисĕр анлă тинĕс
Ачашлать пек, ӳкĕтлет.
Пурăнмашкăн эсĕ тивĕç,
Кĕрешӳ сана кĕтет.
* * *
Кăнтăрта ӳстернĕ çимĕç
Сиплĕрех çĕр улминчен:
Чир-чĕрсем текех, тен, тивмĕç
Чĕрĕлсен çав, чĕрĕлсен.
Хĕвелпе хумсем çиçеççĕ,
Хушăнса пырать вăй-хал,
Ир те каç аса килеççĕ
Чăваш Ен, йăмраллă ял.
Çук, унта ăна кĕтмеççĕ,
Хирĕçлет тӳре-шара,
Тен, пырсассăн та кĕртмеççĕ
Авалхи Шупашкара!
Сăввисем пичетленмеççĕ,
Хисепре – урăххисем,
Хăйсене çӳле çĕклеççĕ
Тĕрлĕрен хурхуххисем.
Выçлăхра чăваш çĕршывĕ,
Вилĕм килсерен çӳрет,
Юлĕ-ши çĕршывĕ сывă,
Е пĕтет, çĕтет тӳрех?
Çухалсан чăвашăн ячĕ,
Юрăçсем те кирлĕ мар.
Тăрăшсамччĕ, пулăшсамччĕ,
Хăв пулсассăн та сыв мар!..
* * *
Туслăх хакĕ виçĕ пуслăх
Пĕр-пĕрне пулăшмасан.
Çăлăнăç кӳрет çав туслăх
Йывăрлăх килсе тухсан.
Кăнтăрта паллашнă тусĕ
Украинăна чĕнет:
– Халăха та кӳрĕн усă, –
Çĕр пайне ĕçе сĕнет.
* * *
Усалпа çĕре ан асăн.
Çĕр çынна хирĕçтерет!
Çĕр хуçи хаяр пулсассăн
Тарçисем кураççĕ терт.
Çĕр ыйтса çыраççĕ тавăç,
Айăплаççĕ пĕр-пĕрне,
Çĕр пайне вырнаçнă сăвăç
Тăчĕ юрлисен енне.
Пуянсем чĕрре кĕреççĕ
Çĕр парсассăн чухăна.
Сăвăçа куллен йĕрлеççĕ,
Тĕп тăвасшăн çав ăна.
Шухăшлать пĕр вĕçсĕр каччă
Выçлăхри ялсем çинчен;
Тырă-пулă ăсатасчĕ,
Хăтарасчĕ вилĕмрен!
Çав-çавах тытасшăн тарçă
Килĕнче çĕрме пуян,
Кĕлетне уçасшăн мар çав
Пулăшу ыйтма пырсан.
Калама çук ирсĕр шухăш
Пуçĕнче амаланать:
Ку чăваш ытла та шухă,
Ма кунта хуçаланать?
* * *
Пĕр ирпе виле тупаççĕ
Çĕрĕç пайĕн садĕнче,
Çакăнса тăрать, кураççĕ,
Улмуççи туратĕнчен.
* * *
Çумăр кунĕпе лӳшкенĕ
Сăвăçа пытарнă кун…
Кĕлĕ тутармасăр кĕнĕ
Шăтăка ытарлă чун.
* * *
Халăхра халап сараççĕ
Сарăмсăр вилни çинчен,
Чăнлăха пĕлме чараççĕ, –
Çын кирлех-и хăй вилсен?
* * *
Вилĕме хăйсем чĕнмеççĕ
Хурçă шанчăклă çынсем…
Ма çакна шута илмеççĕ
Паянхи çыравçăсем?
■ Борис БОРЛЕН.
 

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 665 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz