Ытларикун, 19.11.2024, 18:15
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2021 » Кăрлач » 03
Сăн ÿкерчĕк

Çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май тата нумай çул хушши чăваш поэзине аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлĕхĕн членне, Чăваш халăх поэтне тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, Петĕр Хусанкай, Нестер Янкас, Фатих Карим ячĕллĕ литература премийĕсен лауреатне Юрий Семёнович Семёнова (Юрий Сементере) Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденпа чыслама йышăннă.

Тĕплĕнрех

Миçе çын пăхнă: 176 | Хăçан хушнă: 03.01.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Чăваш пичечĕпе журналистика ĕçĕнче нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн, таврапĕлÿ тата публицистика енĕпе çырнă паха материалсемшĕн тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн ĕç-хĕлне аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн членне, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçине тата Нестер Янкас ячĕллĕ культура тата искусствăпа литература пĕрлĕхĕн правленийĕн пайташне çуралнăранпа 70 çул тултарнă май Владимир Захарович Константинов таврапĕлÿçĕне, журналиста тата педагога «Чăвашлăха аталантарнăшăн» ("За развитие чувашской культуры") медальпе чыслама йышăннă.

... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 222 | Хăçан хушнă: 03.01.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Юрий Сементер (Юрий Семенович Семенов) Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕри çичĕ çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкул-сенче, Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищинче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. 1960-1963 тата 1969-1971 çулсенче çар ретĕнче тăнă. 1964 çулта Чатукассинчи клуб заведующийĕнче, 1964-1966 çулсенче ВЛКСМ Çĕрпӳ райкомĕн пай пуçлăхĕнче, 1966-1969 çулсенче Çĕрпӳ район хаçачĕн сотрудникĕнче ĕçленĕ. 1971-1973 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ, аслă редакторĕ, редакцисен заведующийĕ пулнă, 1974 çултанпа — «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ. Литература ĕçне шкул çулĕсенче тытăннă, малтанхи сăввисене хаçатсенче тата «Ялав» журналта (1958) пичетленĕ. Унтанпа Ю.Сементер çирĕм пилĕк кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Тупа» (1972), «Аван-и, салтак» (1981), &la ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 176 | Хăçан хушнă: 03.01.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2021  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 3
Хăнасем 3
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz