Юрий Сементер (Юрий Семенович Семенов) Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕри çичĕ çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкул-сенче, Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищинче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. 1960-1963 тата 1969-1971 çулсенче çар ретĕнче тăнă. 1964 çулта Чатукассинчи клуб заведующийĕнче, 1964-1966 çулсенче ВЛКСМ Çĕрпӳ райкомĕн пай пуçлăхĕнче, 1966-1969 çулсенче Çĕрпӳ район хаçачĕн сотрудникĕнче ĕçленĕ. 1971-1973 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ, аслă редакторĕ, редакцисен заведующийĕ пулнă, 1974 çултанпа — «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ. Литература ĕçне шкул çулĕсенче тытăннă, малтанхи сăввисене хаçатсенче тата «Ялав» журналта (1958) пичетленĕ. Унтанпа Ю.Сементер çирĕм пилĕк кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Тупа» (1972), «Аван-и, салтак» (1981), «Чĕнтĕрлĕ кĕпер» (1998), «Хуркайăк çулĕ» (2002). Ю.Сементер сăвă, юрă, поэма, либретто тата илемлĕ куçару ĕçĕнче те палăрнă. 1973 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн членĕ. 1975-1980 çулсенче — РСФСР писателĕсен союзĕн ревизи комиссийĕн членĕ, Шупашкар хула канашĕн депутачĕ. Çеçпĕл Мишши (1983), Нестер Янкас (1996), Фатых Карим (2002) ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1988), Чăваш халăх поэчĕ (1999). Поэта ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумăн Хисеп грамотиле (1984), Туслăх орденĕпе (1996), «Çарти хастарлăхшăн» медальпе (1970) наградăланă. Юрий Сементер (Юрий Семенович Семенов) Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕри çичĕ çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче, Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищинче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. 1960-1963 тата 1969-1971 çулсенче çар ретĕнче тăнă. 1964 çулта Чатукассинчи клуб заведующийĕнче, 1964-1966 çулсенче ВЛКСМ Çĕрпӳ райкомĕн пай пуçлăхĕнче, 1966-1969 çулсенче Çĕрпӳ район хаçачĕн сотрудникĕнче ĕçленĕ. 1971-1973 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ, аслă редакторĕ, редакцисен заведующийĕ пулнă, 1974 çултанпа — «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ. Литература ĕçне шкул çулĕсенче тытăннă, малтанхи сăввисене хаçатсенче тата «Ялав» журналта (1958) пичетленĕ. Унтанпа Ю.Сементер çирĕм пилĕк кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Тупа» (1972), «Аван-и, салтак» (1981), «Чĕнтĕрлĕ кĕпер» (1998), «Хуркайăк çулĕ» (2002). Ю.Сементер сăвă, юрă, поэма, либретто тата илемлĕ куçару ĕçĕнче те палăрнă. 1973 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн членĕ. 1975-1980 çулсенче — РСФСР писателĕсен союзĕн ревизи комиссийĕн членĕ, Шупашкар хула канашĕн депутачĕ. Çеçпĕл Мишши (1983), Нестер Янкас (1996), Фатых Карим (2002) ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1988), Чăваш халăх поэчĕ (1999). Поэта ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумăн Хисеп грамотиле (1984), Туслăх орденĕпе (1996), «Çарти хастарлăхшăн» медальпе (1970) наградăланă. Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ăна "Чăвашлăха аталантарнăшăн" ("За развитие чувашской культуры") медальпе (2016) тата «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденпа (2021) чысланă.
Тĕплĕнрех
Çыпăçтарнисем: |