Кĕçнерникун, 26.12.2024, 12:55
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2018 » Раштав » 03
Сăн ÿкерчĕк

Чăваш наци библиотекин пысăк залĕнче Чăваш наци ăслăлăхпа ỹнер академийĕн çулталăкри отчетлă пысăк пухăвĕ пулчĕ. Унта пурĕ 112-ĕн хутшăнчĕç, пысăк йышпа академи кăçал ирттернĕ ĕç-пуçа пĕтĕмлетрĕç. Чи малтанах академиксен йышне тата 20 çынна йышăнчĕç, вĕсем хушшинче пирĕн ентешсем — Г.Ф. Алексеевпа В.С. Серафимов та пулчĕç. Академи президенчĕ Е. Ерагин пухури отчетра академи членĕсем тăван халăхшăн ыррине нумай тунине палăртнипе пĕрлех “ĕçлемелли те пайтах” иккенне каларĕ. Кăçалтан академи ячĕ улшăнни те тĕллевлĕрех ĕçлеме хистет. Ырă тĕслĕх кăтартакансем вара сахалăн мар. Пухура вĕсен пĕр ушкăнне Тав хучĕсем, академи премийĕсем тата ытти наградăсем пачĕç, ку йышра пирĕн ентеш — Вăрманкас Шетмĕ ялĕнче пурăнакан ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ А. Скворцов та пулчĕ. Унтан Чăваш наци конгресĕн ячĕпе Владимир Тимĕр сăмах каларĕ, халăх академикĕсене ырă ĕçшĕн Н. Угаслов президентран тав сăмахĕ каларĕ, истори ăслăлăхĕсен докторне Л.А. Е ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 286 | Хăçан хушнă: 03.12.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Иртнĕ кĕçнерникун районти Культура çуртĕнче “Централизациленĕ клуб тытăмĕ” МБУКпа ЧНКан районти уйрăмĕ Трак енри шкулсенче вĕренекенсем хушшинче районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн М.Т. Тимофеев_Шетмĕ Михали поэтăн сăввисене илемлĕ вулакансен “Мухтав тăван чĕлхемĕре!” ятлă конкурсĕ иртрĕ. Çакăнта Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн ĕçне палăртмаллах пулĕ. Вăл Трак енрен тухнă поэтсен пултарулăхне палăртас, вĕсен творчествăри пуянлăхĕн никĕсĕ çинче наци туйăмне хăпартас, илемлĕ литература урлă вĕренекенсен творчество пултарулăхне аталантарас тĕлĕшпе питех те пысăк ĕç туса ирттерет.

Тăван сăмах, тăван чĕлхе хускатрĕ
Ман чĕрене çунат парса вĕçме.
Анне пекех ачашласа йăпатрĕ,
Мĕнле пĕлем-ши ун хакне виçме?
Тăван сăмах, тăван чĕлхе пулсассăн
Эп пĕччен мар нихçан та тĕнчере.
Манпа çĕр тус пуплет ялан хавассăн,
Эп вĕсене тытатăп чĕрере.
Т
		
		... 
		
			Малалла вула
		
Миçе çын пăхнă: 301 | Хăçан хушнă: 03.12.2018 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz