Чылайранпа пĕлетĕп Красноармейскинче тĕпленнĕ В.С. Серафимова. Районти ачасен искусство шкулĕн преподавателĕнче ĕçленĕ чухне Владимир Серафимовичпа тата тĕплĕнрех паллашма, алла-аллăн тытăнса ĕçлеме тỹр килчĕ мана. Ун патне культурăпа искусство ыйтăвĕпе пырсассăн вăл яланах сана майлă хуравлать. В. Серафимов 1950 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче хамăр районти Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнче çуралнă. Сакăр çул тултарсан Енĕшкассинчи сакăр çул вĕренмелли шкул сукмакне такăрлама пуçланă вăл, Чатукасси вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухса алла аттестат илнĕ. Владимир тăрăшса вĕреннĕ, уйрăмах вăл историпе обществоведени предмечĕсене ытларах кăмăлланă. Ăна уйрăмах хамăр тăрăхри ялсем пуçланса кайни, вĕсенчен тухнă паллă çынсен кун-çулĕ кăсăклантарнă. Çĕнĕ Выççăлккă каччи шкул сакки çинче ларнă чухнех педагогсен куçĕ умне "ỹкнĕ" темелле. Ăна Чатукасси шкулне лаборант, ĕç тата истори учителĕн должноçне ĕçе илеççĕ. Тăватă çул хушши тăрăшать кунта
...
Малалла вула