Чăваш наци библиотекин пысăк залĕнче Чăваш наци ăслăлăхпа ỹнер академийĕн çулталăкри отчетлă пысăк пухăвĕ пулчĕ. Унта пурĕ 112-ĕн хутшăнчĕç, пысăк йышпа академи кăçал ирттернĕ ĕç-пуçа пĕтĕмлетрĕç. Чи малтанах академиксен йышне тата 20 çынна йышăнчĕç, вĕсем хушшинче пирĕн ентешсем — Г.Ф. Алексеевпа В.С. Серафимов та пулчĕç. Академи президенчĕ Е. Ерагин пухури отчетра академи членĕсем тăван халăхшăн ыррине нумай тунине палăртнипе пĕрлех “ĕçлемелли те пайтах” иккенне каларĕ. Кăçалтан академи ячĕ улшăнни те тĕллевлĕрех ĕçлеме хистет. Ырă тĕслĕх кăтартакансем вара сахалăн мар. Пухура вĕсен пĕр ушкăнне Тав хучĕсем, академи премийĕсем тата ытти наградăсем пачĕç, ку йышра пирĕн ентеш — Вăрманкас Шетмĕ ялĕнче пурăнакан ял хуçалăх ăслăлăхĕсен кандидачĕ А. Скворцов та пулчĕ. Унтан Чăваш наци конгресĕн ячĕпе Владимир Тимĕр сăмах каларĕ, халăх академикĕсене ырă ĕçшĕн Н. Угаслов президентран тав сăмахĕ каларĕ, истори ăслăлăхĕсен докторне Л.А. Ефимов профессора ЧНК Тав çырăвĕпе чысларĕ. Пухура президиум членĕсемпе хăш-пĕр академиксем сăмах çитерчĕ (ку йышра пирĕн ентешсем — Э. Патмар, В. Болгарский, В. Серафимов (Владимир Серафимович районăн çĕнĕ энциклопедийĕн ăслăлăх редакторне Л.А. Ефимов профессора район администрацийĕн Тав çы- рăвĕпе чысларĕ) тата Н. Ершов та пулчĕç), çавăн пекех Тутарстанпа Пушкăртстан Республикисен тата Чĕмпĕр облаçĕн представителĕсем хăйсен шухăш-кăмăлĕсене палăртрĕç. Ревкомисси отчетне пухура В. Милютин туса пачĕ. Пухура академи президиумĕн çĕнĕ йышне çи-рĕплетрĕç. Академиксем пурнăçран кăçал уйрăлса кайнă ĕçтешĕсене асăнса пĕр минут хушши шăп тăчĕç. Пухăва хутшăннисене саламласа Пушкăрт Республикинчи Авăркас районĕнчен килнĕ Алена Силпи тăванлăх çинчен хывнă виçĕ юрă тата çавăн пекех Галина Кĕмĕл "Тăван сăмах" сăвă парнелерĕç. Пуху Чăваш наци ăслăлăхпа ỹнер академийĕн çĕнĕ гимнĕпе вĕçленчĕ.
В. Данилов-Тавкил
Çыпăçтарнисем: |