Медале чăваш литературипе искусствине тата культурине малалла аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, районти ял çыннисен тĕрлĕ социаллă сийĕн культура аталанăвĕнчи халăх пултарулăхĕн хастарлăхне ÿстернĕшĕн параççĕ.
Медале уйрăм пултаруллă çынсене, пултарулăх коллективĕсене, шкулсемпе ача сачĕсене, патшалăх предприятийĕсемпе учрежденийĕсене, коммерциллĕ фирмăсене тата ĕç коллективĕсене пама пултараççĕ.
Медале тивĕçлĕ кандидатсене Чăваш Республикин патшалăх уявĕсен кунĕсем, Нестер Янкас поэт çуралнă кун тата ун ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕ кун тĕлне пĕр уйăх малтан тăратма пуçлаççĕ. Кандидатсене политикăлла партисемпе обществăлла юхăмсем, профсоюзсен тата творчествăлла пĕрлешÿсен ертсе пыракан органĕсем, ĕç коллективĕсем тăратма пултараççĕ. Тăратакан организацин Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн членне кĕмелле, тивĕçлĕ взнос укçи тÿлемелле. Кунсăр пуçне тăратнă çыннăн автобиографийĕ,
...
Малалла вула
|
Александр Степанов-Пăртта — чăвашсен хальхи паллă драматургĕ, Трак енĕн пултаруллă та талантлă çыравçи. Вăл Красноармейски районĕнчи Алманч ялĕнче 1963 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче çуралнă. Çак кунсенче Александр Иванович хăйĕн юбилейне паллă турĕ. Пултаруллă çамрăк ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан, Ярославль хулинчи Ф. Волков ячĕллĕ академи драма театрĕ çумĕнчи театр училищинче вĕреннĕ. Алла диплом илсен, Александр Степанов Шупашкарти пукане театрĕнче вăй хума тытăннă. Кунта вăл 1985-1990 çулсенче тимленĕ. Тăрăшулăхĕпе талантне кура 1990 çулта çамрăк артиста Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрне йыхравлаççĕ. Театрта Александр Иванович чăн-чăн чăваш арĕсен ролĕсене калăплама тытăннă. Кашни ролех: çирĕп кăмăллă арçын-и е айванкка çын сăнарĕ — чунне парса вылять маттур артист. 2003 çулта А.И. Степанов-Пăрттана “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ”, 2018 çулта - "Чăваш халăх артисчĕ" хисеплĕ ятсене парса чы
...
Малалла вула
|
Районти Культура çуртĕнче композитор, юрăпа поэзи тата халăх юррин пултарулăхĕн республикăри “Шетмĕпе Çавал кĕввисем” XX фестивалĕ иртрĕ. Хальхинче ăна хамăрăн мухтавлă та ят-сумлă ентеше — композитора, хор дирижерне, педагога, публициста, СССР Патшалăх премийĕн лауреатне, РСФСР халăх артистне, Чăваш тата тăванла Дагестан АССР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченне, Çавалçырма ялĕнче çуралнă Филипп Миронович Лукина халалласа йĕркелерĕç. Сăмах май, кăçал чăваш музыкин “шур сухалĕ” çуралнăранпа 105 çул çитет. Çавăнпа та фестиваль пуçламăшĕнче унăн пĕр юрри янăрарĕ. Вăл “Чăваш Ен — тăванлăх çĕршывĕ” ятлă (сăвви — Юрий Сементерĕн), ăна районти Культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕ мăнаçлăн шăрантарчĕ (ертỹçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н. Никоноров). Çак хорах Ю. Сементер сăввипе Н. Зимин кĕвĕленĕ “Вăййи селĕм пултăрччĕ” юрра та парнелерĕ. — Кăçал фестивале хутшăнакансемшĕн паллă çул
...
Малалла вула
|
Нарăсăн 20-мĕшĕнче ят-сумлă ентеш — Н.К. Янкас сăвăç çуралнăранпа 109 çул çитрĕ. Нестер Кириллович, Сталин репрессине лекнĕскер, Анат Тагилти тĕрмере 1942 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче асапланса вилнĕ. Ун чухне вăл пурĕ те 33 çулта кăна пулнă. Анчах та самана йыхравçин пултарулăхĕпе ĕçĕ-хĕлĕ халăхра манăçмаççĕ. Мухтавлă сăвăç ячĕпе районта культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ ĕçлет, 1990 çултан пуçласа чи маттуррисем ун ячĕллĕ премине тивĕçеççĕ. Халĕччен çак премине 66 çынпа 18 пултарулăх ушкăнне чысланă. Кăçалхипе лауреатсен чыславĕн каçĕ 28-мĕш хут иртрĕ. Çак йыша хальхинче тата 4-ăн хушăнчĕç. Чыслав каçне Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Н. Филиппова конферансье уçса йĕркелесе пычĕ. Надежда Андреевна сцена çине район администрацийĕн пуçлăхне А. Кузнецова, Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председательне И. Прокопьева тата ЧНКн районти уйрăмĕн ертỹçине З. Михайловăна йыхравларĕ. — Районти чылай ĕç коллективĕнче пулнă хыççăн Трак ен малаш
...
Малалла вула
|
Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă ентешĕмĕр, юрăç, 60-мĕш çулсенче палăрнă çыравçă Владимир Егорович Харитонов 85 çул тултарнă пулĕччĕ. В. Харитонов 1933 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче хамăр районти Пайсупин ялĕнчи колхозник çемйинче çуралнă. Унăн ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вăхăчĕпе çыхăннă. Хаяр вăрçă тухнă çул Володя 8 çул тултарнă пулнă. Ашшĕ, Якур, хаяр вăрçăра, 1942 çулта Мускав патĕнче пуçне хурать. Амăшĕ йывăр чирлесе ỹкет. Çемьере пилĕк ача. Володя — виççĕмĕшĕ. Юнлă вăрçă тапхăрĕнче нушапа тертне нумай тỹснĕ пулас çыравçă. Апла пулсан та, çамрăкăн пуплесси, шỹтлесси, ташă-юрăпа туслашасси пĕтмен. Пулас поэт шкулта вĕреннĕ çулсенче, каникул кунĕсенче кĕтỹ кĕтнĕ, çитĕннисемпе юнашар тăрса ака-суха тунă. Çамрăклах “Нарспи” поэмăна пăхмасăр калама вĕреннĕ вăл. Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Александр Пушкин, Михаил Лермонтов, Сергей Есенин сăвви-поэмисене тăрăшса вуланă. Мăшăрĕ — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки, Шупашк
...
Малалла вула
|
Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Культура çуртĕнче “Янкас вулавĕсем” ятлă иккĕмĕш ăслăлăхпа таврапĕлỹ конференцийĕ иртрĕ. Ăна иртнĕ çулхи пекех район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕ, Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ пĕр пулса йĕркелерĕç. Кĕмĕл пек янракан юрра Татах та уççăн янратам-и — Телейлĕ, тулăх çĕр-шывра Асран кайми юрăç пулам-и! тенĕ Н. Янкас хăйĕн пĕр хайлавĕнче. Асрах тытаççĕ Трак енрен тухнă поэтсемпе писательсем, композиторсемпе журналистсем хăйсен паллă ентешĕн сăмахĕсене. Районти тĕп вулавăшăн ĕçченĕсем çак мероприятине халалласа фойере пирĕн сăмах ăстисен кĕнекисен выставка-куравне йĕркеленĕ. Унпа конференцие хутшăннисем, уява килнисем питех те туллин паллашрĕç. Конференцие уçса ЧНКан районти уйрăмĕн ертỹçи З. Михайлова çакна палăртрĕ: “Иртнĕ çул “Янкас вулавĕсем" ятлă пĕрремĕш ăслăлăхпа таврапĕлỹ конференцийĕ япăх мар шайра иртнĕччĕ.
...
Малалла вула
|
|