Шăматкун, 02.11.2024, 18:00
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2018 » Ака » 11 » "Нестер Янкас вулавĕсем" ăслăлăхпа таврапĕлỹ конференцийĕнче
"Нестер Янкас вулавĕсем" ăслăлăхпа таврапĕлỹ конференцийĕнче
22:30
Сăн ÿкерчĕк

Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Культура çуртĕнче “Янкас вулавĕсем” ятлă иккĕмĕш ăслăлăхпа таврапĕлỹ конференцийĕ иртрĕ. Ăна иртнĕ çулхи пекех район администрацийĕн социаллă аталанупа архив ĕçĕн пайĕ, Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕ пĕр пулса йĕркелерĕç. Кĕмĕл пек янракан юрра Татах та уççăн янратам-и — Телейлĕ, тулăх çĕр-шывра Асран кайми юрăç пулам-и! тенĕ Н. Янкас хăйĕн пĕр хайлавĕнче. Асрах тытаççĕ Трак енрен тухнă поэтсемпе писательсем, композиторсемпе журналистсем хăйсен паллă ентешĕн сăмахĕсене. Районти тĕп вулавăшăн ĕçченĕсем çак мероприятине халалласа фойере пирĕн сăмах ăстисен кĕнекисен выставка-куравне йĕркеленĕ. Унпа конференцие хутшăннисем, уява килнисем питех те туллин паллашрĕç. Конференцие уçса ЧНКан районти уйрăмĕн ертỹçи З. Михайлова çакна палăртрĕ: “Иртнĕ çул “Янкас вулавĕсем" ятлă пĕрремĕш ăслăлăхпа таврапĕлỹ конференцийĕ япăх мар шайра иртнĕччĕ. Ку евĕр мероприятие республика шайĕнче аслă шкулсемпе наука тĕпчев учрежденийĕсем пĕр пулса йĕркелеççĕ. Эпир вара ăна вырăнти хамăр вăйпах йĕркелесе ирттерме пултартăмăр, çапла май уйрăм опыт пухрăмăр. Иртнĕ çулхи “Янкас вулавĕсенче” тухса каланисене пĕр çĕре пухса районти тĕп вулавăш ĕçченĕсем уйрăм брошюра кăларма вăй çитерчĕç. Кăçал та çакна тума палăртатпăр. Кăçалхи конференцие 19 доклад кĕртнĕ. Тухса калаçакансем пурте ентеш-юбилярсен кун-çулне, творчествăри пултарулăхне тĕплĕн тата туллин уçса парĕç. Унта вара композитор та, журналист та, сăвăç та, вĕрентекен те, ỹнерçĕ те, патшалăх деятелĕ те, ăслăлăх çынни те пур. Пирĕн Трак енĕн пултаруллă çыннисемпе мухтанмалла, ỹссе çитĕнекен ăрăва вĕсем çинчен туллин каласа памалла”. Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн ертỹçи И. Прокопьев-Чураль ăслăлăхпа практика конференцине хутшăнакансене ăнăçусем сунчĕ. Конференцинче “В.А. Александров-Анчамас — художник, скульптор” (докладчикĕ Г.Л. Ефимов-Тусли), “Г.Ф. Алексеев-Яманак — пултаруллă композитор, музыкант” (Э.И. Патмар), “Л.А. Алексеев — журналист-публицист” (И.А. Прокопьев), “А.Г. Григорьев — художник, искусствовед” (В.С. Серафимов), “Ф.М. Лукин — паллă композитор” (Р.И. Яковлева), “В.М. Михайлов — педагог-тĕпчевçĕ, халăх академикĕ” (З.П. Михайлова), “В.Н. Николаев — журналист” (В.М. Данилов), “Н.П. Петров — педагог, сăвăç” (В.М. Михайлов), “Г.М. Прокопьев — ентеш-композитор” (Н.Г. Ершов-Янгер), “Александр Пăрттан “Турă пỹрмен юрату” драмин темипе идейи, унти сăнарсем” (В.А. Тихонова), “Г.Ф. Трофимов-Юмарт — пултаруллă сăвăç” (И.Н. Антонова, Ю.Е. Кузьмина, И.М. Федорова), “П.Т. Трофимов — ентеш-çыравçă” (В.З. Константинов), “В.Е. Харитонов — паллă сăвăç” (В.В. Васильева, С.В. Петрова), “Шетмĕ Михали — Трак ен сăвăçи” (Ю.З. Борисов), “Я.А. Абрамов — Раççейĕн Пĕрремĕш Патшалăх Думин депутачĕ” (С.М. Назарова), “А.В. Александров — паллă профессор” (И.В. Герасимова), “П.В. Прокопьев-Рони — писатель, ученăй” (Л.А. Тихонова), “Ю.Е. Дубров — педагог” (И.Н. Козлова), “А.Н. Николаев — педагог-историк, таврапĕлỹçĕ” (Л.А. Владимирова) ятлă докладсем пулчĕç. Конференци тăхтавĕнче Ф. Лукин, Г. Алексеев-Яманак, Г. Прокопьев кĕвĕленĕ юрăсем янăрарĕç. Вĕсене Н. Филипповăпа С. Васильева, Н. Яковлев тата Е. Маркова шăрантарчĕç. Тухса калаçакансем райадминистрацин çĕнĕ пуçлăхĕ А. Кузнецов алă пуснă Тав çырăвне, И. Казаков-Волжанинăн “Художник Элли” ятлă сăвăсен кĕнекине тивĕçрĕç.

Г. Борзин.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 317 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz