Ытларикун, 19.11.2024, 18:32
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2018 » Ака » 11 » Поэт-лирик, проза ăсти тата юрăç
Поэт-лирик, проза ăсти тата юрăç
22:35
Сăн ÿкерчĕк

 Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă ентешĕмĕр, юрăç, 60-мĕш çулсенче палăрнă çыравçă Владимир Егорович Харитонов 85 çул тултарнă пулĕччĕ. В. Харитонов 1933 çулхи мартăн 25-мĕшĕнче хамăр районти Пайсупин ялĕнчи колхозник çемйинче çуралнă. Унăн ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вăхăчĕпе çыхăннă. Хаяр вăрçă тухнă çул Володя 8 çул тултарнă пулнă. Ашшĕ, Якур, хаяр вăрçăра, 1942 çулта Мускав патĕнче пуçне хурать. Амăшĕ йывăр чирлесе ỹкет. Çемьере пилĕк ача. Володя — виççĕмĕшĕ. Юнлă вăрçă тапхăрĕнче нушапа тертне нумай тỹснĕ пулас çыравçă. Апла пулсан та, çамрăкăн пуплесси, шỹтлесси, ташă-юрăпа туслашасси пĕтмен. Пулас поэт шкулта вĕреннĕ çулсенче, каникул кунĕсенче кĕтỹ кĕтнĕ, çитĕннисемпе юнашар тăрса ака-суха тунă. Çамрăклах “Нарспи” поэмăна пăхмасăр калама вĕреннĕ вăл. Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Александр Пушкин, Михаил Лермонтов, Сергей Есенин сăвви-поэмисене тăрăшса вуланă. Мăшăрĕ — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки, Шупашкарти оперăпа балет театрĕн юрăçи Елена Белова. В. Харитонов 1941-1951 çулсенче Турханти пуçламăш, Упири вăтам шкулсенче вĕреннĕ. Ентешĕм 1951-1953 çулсенче И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет — авт.) историпе филологи факультетĕнче ăс пухать, анчах сывлăхĕ начаррипе вĕренĕве пăрахма тивет. 1953-1955 çулсенче Пайсупин тата Алманч ялĕсенчи клубсенче ĕçлет. 1957 çулта Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищин вокал уйрăмĕнче пĕлỹ пухать. Вăл 1963-1981 çулсенче Чăваш патшалăх телевиденипе радиовещани комитетĕнче музыка пайĕн редакторĕ пулса тимлет. Каярах 17 çул хушши телевидени студийĕнче литературăпа музыка программин редакторĕнче тăрăшать. Владимир Егорович 1975-1980 çулсенче Чăваш Республикин писателĕсен правленийĕн членĕнче тăрать. В. Харитонов çул çỹреме юратнă. Республикăра вăл çитсе курман ял та çук пулĕ. Владимир Егорович Мари Эл, Мордва, Пушкăртстан çĕрĕсенче йĕркеленĕ чăваш литературин кунĕсене хутшăннă, Украинăра, Белоруссире пулнă. Унăн уçă сасси Киевра, Ярославльте, Хусанта, ытти хуласенче янăранă. В. Харитоновăн пирвайхи сăвви, “Ирхи юрă” ятлăскер, район хаçатĕнче 1953 çулта пичетленсе тухнă. Ун чухне вăл машинăпа трактор станцийĕнче (МТС) ĕçленĕ. Ентешĕмĕр Мăн Çавалпа Матьшỹ тăрăхне, унти хастар ĕçченсене мухтаса сăвă хыççăн сăвă шăрçаланă: “Тăван кил”, “Тăван ялта”, “Тăван хирсем, çуралнă ял”, “Тăван тавралăх”, “Эпĕ унта Çавал пулса кĕрем”, ыттисем вулакансене çывăх. В. Харитонов — 1981 çултанпа поэт-профессионал. Унăн пĕрремĕш сăвă кĕнеки “Тав” ятпа 1968 çулта пичетрен тухнă. Каярах унăн “Шухăш” (1973), “Чун хавалĕ” (1978), “Туслăх çаврăмĕ” (1983), “Атăленсем — телей çыннисем” (1990) кĕнекисем вулакан патне çитнĕ. Ачасене халалланă сăвă кĕнекисем вара çаксем: “Тумлам” (1971), “Уяр кун” (1977), “Уçланкăра” (1981), “Уяв умĕн” (1991). Чăвашларан вырăсла куçарнă сăвă кĕнекисем те пур унăн: “Раздумье” (1979), “Золотая пчелка” (1987). Проза хайлавĕсем çаксем: “Тулли кăмăлпа” (1975), “Ĕмĕтĕмĕр çитсе пынăран” (1971), “Константин Иванов тата музыка” (1971). Сăвăçăн илемлĕ хайлавĕсене чăвашларан вырăсла, украинла, белорусла, азербайджанла, пушкăртла, тутарла, мăкшăлла, пăлхарла тата ытти халăх чĕлхисем çине куçарса пичетленĕ. Куçаруçă ĕçĕпе В. Харитонов хăй те сахал мар ĕçленĕ, вырăс тата тĕрлĕ халăх сăввисене чăваш вулаканĕ патне çитернĕ. Çыравçă тематики анлă, тавракурăмĕ сарлака. Вăл хăйĕн творчествинче, тĕп шухăша тарăнрах та нумай енлĕрех уçса парас тĕллевпе, тĕрлĕрен мелпе тата халăх фольклорĕнчи паха тĕслĕхсемпе усă курнă. “Чун-чĕре позицийĕ тĕлĕшĕнчен пăхсан поэтăмăр яланах ырра шанса пурăнатчĕ. Ан тив, ачалăхĕ выçăллă-тутăллă иртнĕ пултăр, çамрăклах ашшĕсĕр юлнă пултăр, вăтам шкул хыççăнах хăй те чĕре чирĕпе чирленĕ пултăр, Владимир çав-çавах пурнăçра та, поэзире те Çеçпĕлле хурçă шанчăкпа хавхаланса пурăнатчĕ, сăвăсенче нишлĕ те имшер шухăшсене нихçан та çывăха ямастчĕ. Ку çирĕплĕх унăн кашни кĕнекинчех уççăн курăнса тăрать”, — тет Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер. Поэтăн тĕп вырăнта тăракан теми — хальхи вăхăтри хамăр таврари пурнăç: çĕр-шыв илемĕ, ĕçченсен пултарулăхĕ, ытарайми туслăх, çынсен ырă кăмăл-туйăмĕ тата ытти çутă курăмсем. “Тăван кил” сăвăра вăл çуралнă ен, ял, район, Чăваш çĕршывĕ еплерех хаклине кăтартать: Çĕр-анне, сана хĕрỹн савсассăн, Çурçĕрте те чуншăн пулмĕ сивĕ... Ют çĕре-и, хăть ăçта кайсассăн Савнă кил — тăван Раççей çĕршывĕ. “Чăваш литературин антологийĕ (ача-пăча валли çырнă хайлавсем)” сборнике В. Харитонов хайлавĕсене кĕртни те чуна савăнтарать. Çакă ентеш чуна тыткăнламалли сăвăсем çырнине хăех çирĕплетсе парать. В. Харитонов сăввисем питĕ кĕвĕллĕ. Ф. Лукин, А. Токарев, А. Орлов-Шуçăм, Г. Маркианов композиторсем унăн сăввисене асăрхаса çийĕнчех юрра хывнă. Ентешĕм М. Денисов, Т. Чумакова, З. Ананьева, ытти паллă юрăçсемпе те, çамрăкраххисемпе те тачă çыхăну тытнă. Хамăр ентеш И. Степанов композитор унăн “Ĕç хыççăн — вăйăра”, “Ан кĕттерччĕ, тусăм”, “Яту сан асăмрах” сăввисемпе юрăсем кĕвĕленĕ. Сăвă çырнисĕр пуçне В. Харитонов — паллă юрăç та. Унăн хăйне евĕрлĕ уçă та илемлĕ сасси пурне те илĕртнĕ. Вăл шăрантарнă Ф. Лукинăн “Тусăм, тухсам Атăл хĕррине”, А. Сергеевăн “Шупашкарăн лăпкă каçĕсем”, “Уя тухрăм” тата ытти юрăсем паян та халăх асĕнче. Вăл юрланă юрăсем Чăвашрадио фонотекинче халĕ те упранаççĕ, час-часах эфира тухаççĕ. Унăн еткерлĕхĕнче 50 ытла юрă шутланать. Поэзи — асамлă япала. Унăн асамлăхĕ — ĕмĕрхи чĕрĕлĕхре. Хавхалануллă шухăш-кăмăлпа каланă сăмах нихăçан та вилмест, çĕнĕрен те çĕнĕ ăрусен чун-чĕрине кĕрсе вырнаçать. Çавăн пек асамлăх пỹрнĕ Владимир Харитонов поэт-юрăç еткерлĕх-не. Пурăннă пулсан, кăçал В. Харитонов 85 çул тултармаллаччĕ. Чĕре чирĕпе асапланнă сăвăç 1990 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. 57 çулта çеç пулнă тăван çĕршывăмăра, тăван халăхăмăра чун-чĕререн юратнă сăвăç, писательсен союзĕн членĕ. 

В. Васильева, С. Петрова.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 335 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2018  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 14
Хăнасем 14
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz