Кăмакал ялĕнче çуралнă, Чăваш ялхуçалăх институчĕн агрономи факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти А. Г. Николаев космонавт летчик ячĕллĕ колхозра, унтан хамăр районти “Нива” совхозра агрономра, тăван ялти хуçалăх ертỹçинче, яваплă ытти ĕçре вăй хунă, халĕ Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче кун кунлакан Н. С. Семенов (литература псевдонимĕ — Çемен Эреш) çак кунсенче вулакансем патне хăйĕн пĕрремĕш кĕнекине çитерчĕ. Николай Семеновича чылайранпа паллатăп-пĕлетĕп. Вăл тăван ялти хуçалăхра ĕçленĕ çулсенченех. Журналист ĕçĕпе Семеновсен килĕнче те пулса курнă. Хăй те, мăшăрĕ — тивĕçлĕ канăва тухичченех çамрăк ăрăва математика предметне юратма хăнăхтарнă Зоя Петровна та кирек епле çынпа — паллаканпа та, палламаннипе те — сăпайлă та ăшă кăмăллăн сăмахлаççĕ. Чăвашлăх туйăмĕ ăшпиллĕн тапса тăрать мар-и вĕсенче? Чăннипех те çаплах-тăр. Н. Семенова (Çемен Эреше) çамрăк автор тееймĕн: вăл тантăшĕсен — Юрий Семен
...
Малалла вула